Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Канаш хулинче пӗр хӗрарӑм водитель правине иличченех руль умне ӳсӗрле ларнӑ.
Ҫурҫӗр иртни пӗр сехетре патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем машинӑна чарма тӑнӑ. Анчах водитель чарӑнас вырӑнне пакунлисенчен тарма тӑнӑ.
«ВАЗ» автомобиль хыҫҫӑн экипаж 20 минут ытла хӑваланӑ. Ҫӑмӑл автомашина картиш, уй тӑрӑх, ҫӑва витӗр хӑваланӑ.
Автомобиле Канаш районӗнчи Аслӑ Пикшик ялӗ патӗнче тытса чарнӑ. Руль умӗнче автошкулта вӗрентекен ӳсӗр хӗрарӑм пулнӑ. Эрех ӗҫсен вӑл руль умне мӗншӗн ларнине йӗрке хуралҫисене мӗнле ӑнлантарни пирки пӗлтермен.
Автомобиле хӑваласа ҫитсен машинӑна йӗрке хуралҫисем ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ, хӗрарӑма вара полицейски уйрӑмне лартса кайнӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн ӑна явап тыттарӗҫ.
