Хулара
![]() t.me/mvd_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ Паян, Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче чечек хунӑ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ирттернӗ мероприятие тӗрлӗ шайри тӳре-шара, ҫав шутра Олег Николаев Элтепер те, хутшӑннӑ. Чечеке Ҫар мухтавӗн монуменчӗ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ паттӑрсен, Афганистанра пуҫ хунисене асра тытса тата Ҫурҫӗр Кавказра вилнисен ячӗпе лартнӑ палӑксем умне чечек хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Пушӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонине ЧР тава тивӗҫлӗ артистки, Москонцерт солистки Ирина Шоркина «Я признаюсь» концерт программипе килӗ. Вӑл – пирӗн ентеш, Етӗрне тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ирина Шоркина Шупашкарти концертра хӑйӗн вырӑс тата чӑваш юррисене, романссем, эстрадӑри хитсене юрлӗ. Чӑваш патшалӑх филармонине унӑн илемлӗ, чӗрӗ сассипе киленме чӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Ҫӗрпӳре республикӑри ял спорчӗн вӑййисен иккӗмӗш тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Тӗрлӗ округран килнӗ ҫынсем МТЗ-82 трактора итлеттернӗ, ятарлӑ трассӑпа ҫӳрнӗ. Арҫынсен хушшинче Вадим Головин (Елчӗк округӗ), Борис Головин (Елчӗк округӗ), Евгений Петров (Вӑмар округӗ) мала тухнӑ. Хӗрарӑмсен хушшинче Эльвира Чугунова (Вӑрнар округӗ), Надежда Концова (Ҫӗмӗрле округ), Алена Ефимова (Шупашкар округӗ) малти вырӑнсене йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Хурӑнлӑх ялӗнчи пӗр килте нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетре пушар тухнӑ. 56 ҫулти арҫыннӑн пурлӑхӗ вутра ҫунса кӗлленнӗ. Тӑкак виҫи 5 миллион тенкӗрен иртнӗ. Тепӗр икӗ кунтан йӗрке хуралҫисем пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, мӗншӗн тесен пурлӑха ҫын чӗртсе яни ҫиеле тухнӗ. Ку усал ӗҫе унччен судпа айӑпланнӑ икӗ арҫын тума пултарнӑ тесе шухӑшланӑран Шупашкарта пурӑнакан 29 тата 32 ҫулсенчи этемсене тытса чарнӑ. 29-ти арҫын унччен кил хуҫин хӗрӗпе туслӑ пулнӑ, иккӗш уйрӑлса кайсан тавӑрас тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти Ольга Когут «Звезда» телеканалпа пыракан «Звезда» вокал конкурсне хутшӑнать. Ӳкерӳ вӗҫленнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал ҫуркунне Ольгӑна тӗнче шайӗнчи проектӑн ҫӗнӗ сезонӗнче курма пулать. Ольга Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулта вӗреннӗ. Вӑл мӗн ачаран сцена, музыка пирки ӗмӗтленнӗ. Вӑл телекӑларӑмра пӗрремӗш хут ӳкерӗннӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ку уншӑн чӑн-чӑн тӗрӗслев пулнӑ. «Тунмастӑп, эрне тӑршшӗпех хумханнипе чӗтрерӗм. Анчах ку опыт маншӑн питӗ паха», - тенӗ Ольга. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() "На сявязи" сайтри сӑн Шупашкарта Ҫӗнӗ Шупашкара 61-мӗш троллейбус ҫӳреме тытӑнассине пӗлтернӗччӗ. Паян шӑпах ҫав кун ҫитнӗ – ҫӗнӗ маршрут уҫӑлнӑ. Аса илтерер: троллейбус Шупашкарти Гладков урамӗнчен пуҫласа Трактор тӑвакансен проспекчӗпе кайӗ те Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайона ҫитӗ. Пӗтӗмпе 14 транспорт пулӗ. Карттӑпа тӳлсен билет хакӗ – 33 тенкӗ, укҫан парсан – 37 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ архивӗнчи сӑн Шупашкарти 36 ҫулти усламҫӑ ФСБ ӗҫченӗ тесе ӗненнӗ те ултавӑҫене укҫа куҫарса панӑ кӑна мар, КамАЗне те самай йӳнӗпе сутса янӑ. Паллӑ ӗнтӗ: укҫине палламан счет ҫине куҫарнӑ. Ӑна палламан ҫынсем машина салукра пулнине ӗнентернӗ. Ӑна тавӑрма пулать-мӗн: анчах вӑхӑтлӑха урӑх ҫын ҫине регистрацилемелле. Ҫапла арҫын малтан вӗсене 800 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кайран КамАЗне сутнӑ. Ҫапла вӑл пӗтӗмпе 1 миллион та 750 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() starhit.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн республикӑра Чӑваш АССРӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Андрей Эшпай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявлӗ. Ҫавна май регион ертӳҫи Олег Николаев ятарлӑ йышӑнӑвах кӑларнӑ. Андрей Эшпай — 300 ытла музыка хайлавӗн авторӗ. Ҫав шутра «Ангара» балет, «Круг» оперетта, инструмент концерчӗсем, симфонисем. Академи музыкисӗр пуҫне вӑл 100 ытла романспа юра кӗвӗленӗ, 60 ытла кинофильм валли музыка ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри ике ҫынна паян «Чӑваш Республиикн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Вӗсенчен пӗри — Мария Васендина. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнче «Тӗп вулавӑш тытӑмӗ» учрежденире сектор заведующийӗнче тӑрӑшать. Иккӗмӗшӗ вара — Ольга Фёдорова. Вӑл – Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн йӗркелӳпе право пайӗн пуҫлӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫитес эрнере Ҫӑварни пулать. Синоптиксем ун чухне ҫанталӑк ӑшӑ пулассине калаҫҫӗ. Паян-ыран атмосфера пусӑмӗ пысӑк, ҫил лӑпкӑ. Ыран, шӑматкун, тӗтре карса илӗ. Канмалли кунсенче уяр та сивӗрех ҫанталӑк пулӗ. Ҫӗрле – 13-18, кӑнтӑрла 5-10 градус сивӗ тӑрӗ. Ытларикунран пӗлӗтленме, ӑшӑтма тытӑнӗ. Кӑнтӑрла – 0, ҫӗрле 5-7 градус сивӗ пулӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, нарӑсра нӳрӗк сахал. Юлашки икӗ кунра кӑна юр ҫӑвӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш сивӗ тата юрлӑ киме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |