Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Вӑрмар округӗнчи Пысӑк Енккассинче пурӑнакан 59 ҫулти арҫын пушарта шар курнӑ. Инкек кӑнтӑрла пулнӑ.

Кил-ҫуртриа япаласем, сӗтел-пукан ҫуннӑ. Кил хуҫи урама тухса ӗлкӗрнӗ-ха, анчах унӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ.

Халӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пушар мӗне пула тухнине тӗпчеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14573
 

Персона
chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Филологи наукисен кандидачӗ Станислав Александров (Убасси) пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Ку хыпара ҫак йӗркесен авторӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен сайтӗнче паян курчӗ. Хыпара тӑватӑ кун каяллах, ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, вырнаҫтарнӑ.

Асӑннӑ институтра Станислав Алексеевич 1985–1987, 1989–1992 ҫулсенче литература пайӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, 2017–2018 ҫулсенче редакципе издательство пайӗн заведующийӗн заместителӗ пулса тӑрӑшнӑ.

Станислав Алексеевич А.Н. Горький ячӗллӗ Тӗнче литературин институтӗнчӗн аспирантуринчен вӗренсе тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6247.html
 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре Вӑтам Ази арҫыннине суд тунӑ. Ӑна сакӑр ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.

Арҫын машининче 1 килограмм героин пулнӑ. Ҫав тавара ӑна Мускав облаҫӗнчи пӗр хулара хурса парса янӑ. Георина багаж уйрӑмӗнче пытарнӑ.

М-12 ҫулпа Чӑваш Ен территорийӗпе пынӑ чухне ӑна пакунлисем тытса чарнӑ. Ку вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Георина арҫын Самар облаҫне илсе ҫитересшӗн пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 73-ри хӗрарӑн инвестици платформине укҫа хывса пуяс тенӗ.

Пӗлтерӗве вӑл мессенджерсенчен пӗринче асӑрханӑ. Хӑйӗнпе ҫыхӑннӑ консультант сӗннипе «бизнес-проекта» хӑй пухса пынӑ 300 пин тенке хывнӑ.

Укҫа процентпа таврӑнманнине кура вӑл хӑйне улталанине ӑнланса илнӗ та пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 71 ҫулти хӗрарӑм светофорӑн хӗрлӗ ҫутипе чупса каҫма тӑнӑ. Пӑтӑрмах видеокамера ҫине лекнӗ.

Васкакан хӗрарӑм ҫине «Тойота Королла» автомобиль пырса кӗнӗ, ҫуран ҫӳрекенпе ҫапӑннӑ хыҫҫӑн шар курнӑ хӗрарӑм малалла темиҫе метра ыткӑнса кайнӑ.

Совет урамӗнчи 15-мӗш ҫурт патӗнче каҫхи сакӑр сехетре пулнӑ инкекре хӗрарӑм вилнӗ.

Ҫӑмӑл машина водителӗ, 1997 ҫулта ҫуралнӑ каччӑ, урах пулнӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Драмӑн сӑнавлӑ театрӗ черетлӗ, 31-мӗш, сезона уҫнӑ.

Куракансене ҫав кун театр хӑйӗн ҫӗнӗ спектакльне, «Праздник непослушания» юмаха, кӑтартнӑ. Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, юмаха ачасем те, аслисем те килӗштереҫҫӗ. Аслӑ куракансене Антон Чеховӑн «Врач без пациентов, или Чехов без пауз» ӗҫне кӑтартнӑ.

Ҫитес уйӑхра театр Свердлов облаҫӗнчи Первоуральск хулине гастрольпе тухса кайӗ, унтисем кунта спектакльсемпе килӗҫ.

 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Йӗпреҫре ҫуралса ӳснӗ Андрей Михайловӑн (Малай) фильмӗнче Ксения Бородинӑпа Алексей Чадов ӳкерӗнеҫҫӗ. Фильм «За любовь» ятлӑ. Вӑл 2026 ҫулта экран ҫине тухӗ.

Андрей режиссурӑпа Чӑваш Енре пурӑннӑ чухне кӑсӑкланма тытӑннӑ. Вӑл ку таранччен кӗске метражлӑ фильм, сериал ӳкернӗ. Унӑн ӗҫӗсем кинофестивальсенче те ҫӗнтернӗ.

Палӑртса хӑварар: хальхи вӑхӑтра режиссёр ҫемйипе Мускавра пурӑнать. Ҫапах Чӑваш Ен пирки манмасть, ӑна ырӑпа кӑна аса илет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14566
 

Пӑтӑрмахсем
marimedia.ru сайтри сӑн
marimedia.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче ПВО пилотсӑр вӗҫекен аппарата персе антарнӑ. Ку ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 18 сехетре пулнӑ. Унӑн пайӗсем Аркасси ялӗ патӗнчи уйра ӳкнӗ. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче.

Шар курнисем ҫук. Ҫывӑхра пурӑнакан ҫынсем каланӑ тӑрӑх, шӑпах ҫав вӑхӑтра вӗсем шаплатнӑ сасӑ илтнӗ.

 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх лартнӑ спектакле кӑтартӗҫ.

Ҫав поэмӑна поэт 17-ре чухне ҫырнӑ. Хальхи саманапа шухӑшласа хакласан симӗс, тути ҫинчен амӑшӗн сӗчӗ типсе пӗтмен теме пулать.

Чӑваш академи драма театрӗ ку спектакле хӑй вӑхӑтӗнче кӑтартнӑ-ха. Халӗ вара классикӑн вилӗмсӗр ӗҫне паянхи куракан хак парӗ.

Театрта премьерӑна икӗ кун умлӑ-хыҫлӑн, ҫурла уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче, кӑтартӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall296698703_7738
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӳкеҫре мультфильмри сӑнарсем тупӑннӑ. Вӗсене ҫуртсен стенисем ҫине ӳкернӗ.

Пӗрремӗш мурал ҫинче —Леопольд кушак аҫи. Унта чӑвашла «Атьсем, атьӑр туслӑ пурӑнатпӑр!» тесе ҫырнӑ.

Иккӗмӗш мурала ӳкерсе пӗтереймен-ха. Унта «Ну, погоди!» мультфильмри кашкӑрпа мулкач пулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14562
 

Страницӑсем: 1 ... 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, [36], 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, ... 4002
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне хастар иртӗ: калаҫусем, ҫӗнӗ теллевсем, пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем... Ӗҫре хаюллӑнах ҫӗнӗ шухӑшсем сӗнӗр — вӗсене ырлӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра пӗтӗмлетӳсем тума ан васкӑр, уйрӑмах — эрне варринче. Эрне вӗҫнелле хушма тупӑш тума майсем пулӗҫ.

Юпа, 08

1873
152
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ.
1915
110
Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1948
77
Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
1959
66
Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...