Пирӗн ентеш, 61 ҫулти Елизавета Ларионова, Пӗрремӗш каналпа пыракан «Модный приговор» кӑларӑма хутшӑннӑ.
Вӑл – Куславкка округӗнчи Анат Шуршу ялӗнчен. Елизавета 30 ҫул ытла ӗнтӗ ача пахинче воспитательте ӗҫлет. 9 ҫул каялла вӑл Подольска куҫса кайнӑ, унта ӗҫ тата савни тупнӑ.
Малтанах Елизавета секонд-хендра пӗр-икӗ япала туяннӑ. Кайран вара тӑтӑшах лосина, балахон, ҫат тытакан кофта тӑхӑнса ҫӳреме пуҫланӑ. Савнийӗ вара ҫын умӗнче унран вӑтанма тытӑннӑ. Ҫапла хӗрарӑм «Модный приговор» кӑларӑмран пулӑшу ыйтнӑ.
«Королева пулас килет!» - тенӗ вӑл. Стилистсем унӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ: хӗрарӑм илемне кӑтартакан, ӳсӗмӗпе килӗшсе тӑракан тумтир суйланӑ. Капла в вӑл савнине, тӑванӗсене те килӗшет.