(Ҫеҫпӗл Мишши вилнӗренпе 100 ҫул иртнине асӑнса)
Ҫеҫпӗле ҫывӑх пулнӑ ҫын Н. Рубис ӑна Аслӑ Асаплануҫӑпа (Великий Страдалец) танлаштарнӑ: «Аслӑ Асаплануҫӑ ‑ ҫапла калама хӑятӑп эпӗ, мӗншӗн тесен вӑл унӑн пурнӑҫне тӗрӗссӗн кӑтартать. Михаил Кузьмичӑн пурнӑҫӗ вӗҫсӗр-хӗрсӗр асапланура иртрӗ-ҫке: чир-чӗрӗ, выҫлӑх, хаяр элек, телейсӗр юратӑвӗ...» Хӑйӗн пурнӑҫӗ Асап ҫулӗ ҫинче пулнине поэт аван ӑнланнӑ. «Асаплану ‑ ман пурнӑҫӑн саккунӗ», — тесе ҫырать вӑл хӑйӗн А. Червякова патне 1921 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче янӑ ҫырӑвӗнче.
Асаплану ҫулӗ Ҫеҫпӗле сарӑмсӑр вилӗм патне кӑна мар, поэзири вилӗмсӗрлӗх патне те илсе тухнӑ. Асапланма пӗлни унӑн поэт чунне ҫӗкленӗ, ҫынсене юратма вӗрентнӗ. Асаплану Ҫеҫпӗлӗн идеалӗсем чӑн пурнӑҫринчен урӑхларах пулнинчен те нумай килнӗ. Ҫак синкерлӗх пӗтӗм чӑваш интеллигенцийӗн шӑпинче палӑрать тесе канани те йӑнӑш пулас ҫук-тӑр. Ахальтен мар поэтӑмӑр НЭП политикине йышӑнман, унӑн идеалӗ ҫынсен Библири пек пӗрлӗхӗ пулнӑ. Ҫынлӑха тӗпе хунӑ пӗрлӗхре чунсӑрлӑхпа чурӑслӑх валли вырӑн пулман.
Украинӑри Остёр хулинчи гимназири Ҫеҫпӗл Мишшин музейне хупнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кун пирки ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Украинӑри чӑвашсен ентешлӗхӗн председателӗн ҫумӗ Надежда Лисовая Фейсбукра хыпарланччӗ. Ун чухне вӑл вӗренӳ заведенийӗнче пулнӑччӗ, гимнази директорӗпе Анна Дробязкӑпа тӗл пулса калаҫнӑччӗ.
Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче музейри экспонатсене шкултан илсе тухнӑ. Надежда Лисовая ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем пурте йӗркеллех. Вӗсене илсе тухма вырӑнти хастарсем пулӑшнӑ.
Ҫеҫӗл музейӗн фондӗнчи экспонатсене упраса хӑварма пулӑшнӑшӑн Украинӑри хастар чӑвашсен ентешлӗхӗн пайташӗсене Валерий Сидорова, Георгий Трофимов, Николай Ястребова, Фаина Павловӑна, Лира Урдана, Никита Никитина, Ирина Холоденкона, Владимир Иванова, Людмила Цыкала, Мария Золота тав тунӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, чӑвашсен Украинӑри ентешлӗхӗн хастарӗсем ҫулӑм чӗреллӗ чӑваш классикӗпе, Ҫеҫпӗл Мишшипе, ҫыхӑннӑ паллӑ вырӑнсенче пулнӑ. Ку хыпара асӑннӑ тӑрӑхри хастар ҫын, Надежда Лисовая, ӗнер Фейсбукра пӗлтернӗ.
Надежда Лисова (вӑл чӑвашсен Украинӑри ентешлӗхӗн ертӳҫи пулнӑччӗ) хыпарланӑ тӑрӑх, ентешлӗх ертӳҫипе Михаил Люллинпа Остёр хулинче пулнӑ. Унта вӗсем хула администрацийӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе Леонид Мысловецпа курнӑҫнӑ.
Унтан Ҫеҫпӗл Мишшипе ҫыхӑннӑ паллӑ вырӑнсене ҫитнӗ. Евдокия Пенская вил тӑпри ҫине ҫитсе те пуҫ тайнӑ. Аса илтерер: хӗрӳ поэт Украинӑра пурӑннӑ чух Евдокия Пенскаян ашшӗ-амӑшӗн килӗнче тӗпленнӗ. Евдокия чӑваш поэчӗн ал ҫырӑвӗсене упраса хӑварассипе тӑрӑшнӑ. Евдокии Федоровна тата Давид Степанович Пенскийсен вил тӑпри ҫинчи палӑка хӑй вӑхӑтӗнче Украинӑри хастар чӑвашсем тӑрӑшнипе лартнӑ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Каҫал тӑрӑхӗнчисен «Кӗтне» ентешлӗхӗн канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхра ҫуралнӑ Валери Туркай поэт пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ентешлӗхӗн канашӗ ҫӗнелнӗ. Халӑх пӗрлешӗвне ертсе пыма ларура Чӑваш халӑх поэтне, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ фонд ертӳҫине, Комсомольски районӗн тата Украинӑри Чернигов облаҫӗнчи Остер хулин хисеплӗ ҫыннине Валерий Туркая шаннӑ.
«Кӗтне» ентешлӗхе 1998 ҫул пуҫламӑшӗнче йӗркеленӗ. Пуҫаруҫисенчен пӗри шӑпах Валери Туркай пулнӑ та. Ентешлӗх Шупашкар хулинчи обществӑпа культура ӗҫне те хастар хутшӑнать. Паллӑ чӑваш халӑх поэтне вара ентешлӗхе ертсе пыма тӑваттӑмӗш хут ӗнтӗ суйланӑ.
«Кӗтне» ентешлӗхӗн ларӑвне Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А. Осипов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П. Краснов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ В. Гордеев, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ архитекторӗ С. Лукиянов, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Н. Галкин тата ыттисем хутшӑннӑ.
Ҫеҫпӗл Мишшин черетлӗ 117-мӗш ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе пирӗн республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртрӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, поэтӑн Шупашкарти палӑкӗ патӗнче митинг иртнӗ. Вӑл ирхи тӑхӑр сехетре пуҫланнӑ. Унта ытти ҫулсенчи пекех тӑван культурӑна, чӗлхене, Ҫеҫпӗле сума сӑвакансем: ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем, вӗренекенсем — пуҫтарӑннӑ.
Ӗнер Украинӑри Чернигов облаҫӗнчи Остер хулинче те Ҫеҫпӗл Мишшине сума сунӑ. Кун пирки Лидия Филиппова журналист тата поэт «Одноклассники» (чӑв. Пӗр класрисем) халӑх сетӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Ҫулӑм чӗреллӗ классикӑмӑра пытарнӑ вырӑна унти хастарсем чӑвашсен Украинӑри обществин пайташӗсем Н. Лисовая тата М. Люллина ертсе пынипе чечек хунӑ, сӑвӑсем вуланӑ.
Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫурални, ҫав ятпа республикӑра тӗрлӗ мероприяти ирттерни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 6-мӗш «А» ҫурт тӗлӗнче вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл палӑкӗ умне хастарсем чечек кӑшӑлӗ хучӗҫ. Ҫеҫпӗлӗн тӑван тӑрӑхӗнче, анаш районӗнчи Ҫеҫпӗлте тата вӑл районти Шӑхасанта та (пулас поэт унта вӗреннӗ) уяв мероприятийӗсем иртнӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Сергей Утриван блогер, историк, халӗ Украинӑра пурӑнакан чӑваш, Чернигов облаҫӗнчи Остер хулине ҫитсе паллӑ чӑваш сӑвӑҫипе ҫыхӑннӑ асӑну вырӑнӗсенче — ун вилтӑпри ҫинчи обелиск, шкул ҫумӗнчи палӑк, поэт вилнӗ вырӑнта лартнӑ мемориал патне Чӑваш поэзийӗн классикне асӑнса чечек хунӑ. Кунсӑр пуҫне Сергей Утриван Ҫеҫпӗл Мишшин «Чӑваш ачине» сӑвва хӑй вуласа видео ӳкернӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Канаш хулипе районӗ Укринӑри Остер хулипе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ иккен.
Чӑваш наци конгресӗн VIII отчетпа суйлав сьездне килнӗ май вӗсем Канаш ҫӗрӗ ҫине те ҫитсе курнӑ. Хӑнасем район администрацийӗн ларусен залӗнче концерт лартнӑ, суйлав комиссийӗсен председателӗсемпе тата секретарӗсемпе ирттернӗ канашлӑва хутшӑннӑ.
Канашсен ентешлӗхӗн председателӗ Анатолий Кипеч чӑвашсем тата Украина халӑхӗ хушшинчи туслӑ ҫыхӑнӑва ҫирӗплетессишӗн, ҫав шутра Ҫеҫпӗл Мишши ятне манӑҫтарас мар тесе тӑрӑшнӑшӑн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |