Персона
![]() Надежда Лисоваян Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Украинӑри Остёр хулинчи гимназири Ҫеҫпӗл Мишшин музейне хупнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кун пирки ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Украинӑри чӑвашсен ентешлӗхӗн председателӗн ҫумӗ Надежда Лисовая Фейсбукра хыпарланччӗ. Ун чухне вӑл вӗренӳ заведенийӗнче пулнӑччӗ, гимнази директорӗпе Анна Дробязкӑпа тӗл пулса калаҫнӑччӗ. Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче музейри экспонатсене шкултан илсе тухнӑ. Надежда Лисовая ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем пурте йӗркеллех. Вӗсене илсе тухма вырӑнти хастарсем пулӑшнӑ. Ҫеҫӗл музейӗн фондӗнчи экспонатсене упраса хӑварма пулӑшнӑшӑн Украинӑри хастар чӑвашсен ентешлӗхӗн пайташӗсене Валерий Сидорова, Георгий Трофимов, Николай Ястребова, Фаина Павловӑна, Лира Урдана, Никита Никитина, Ирина Холоденкона, Владимир Иванова, Людмила Цыкала, Мария Золота тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |