Культура
![]() Шупашкарти митинг хыҫҫӑн ӳкерӗннӗ пӗлтӗрхи сӑнӳкерчӗк Паян, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши поэт ҫуралнӑранпа 117 ҫул ҫитрӗ. Ҫав ятпа Шупашкарти унӑн палӑкӗ патӗнче митинг иртнӗ. Вӑл ирхи тӑхӑр сехетре пуҫланнӑ. Унта ытти ҫулсенчиллех тӑван культурӑна, чӗлхене, Ҫеҫпӗле сума сӑвакансем: ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем, вӗренекенсем — пуҫтарӑннӑ. Вӗсем поэта сума суса ӑшӑ сӑмах нумай каланӑ, сӑвӑсем вуланӑ. Митинга пынисем палӑк патне чӗрӗ чечек хунӑ. Поэт ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе Ҫеҫпӗлӗн тӑван тӑрӑхӗнче, Канаш районӗнче те, тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, «Зов Сеспеля» (чӑв. Ҫеҫпӗл чӗнӗвӗ) ятпа поэзин регионсем хушшинчи фестивалӗ иртет. Ҫак мероприятие Шӑхасанта йӗркелеме пуҫланӑранпа чылай ҫул ӗнтӗ. Вӑл тӑрӑхшӑн поэт-трибунал — мӑнаҫлӑх палли. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |