Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта пурӑнакан Алевтина Иванова электрогазосварщик пулса 13 ҫул ӗҫлет. Вӑл ку енӗпе — 5-мӗш разрядлӑ специалист.
Хӗрарӑм хулари Калинин районӗнчи «Новоюжный» учрежденире тӑрӑшать. Асӑннӑ учреждени тытса тӑракан ҫуртсенче пурӑнакансемпе вӑл яланах ӑшӑ кӑмӑллӑ, коллективра та ӑна хисеплеҫҫӗ.
Алевтина Капитоновна тимӗр карта тытать, тенкелсем шӑратать, подъезда кӗмелли алӑксене юсать, тимӗр шӑратмаллипе ҫыхӑннӑ ытти ӗҫе те пурнӑҫлать.
Хӗрарӑм унччен тӗрлӗ сферӑра ӗҫлесе пӑхнӑ. Формощивкра тӑрӑшакансене аслӑ пиччӗшӗ электрогазосварщика вӗренме сӗнсен вӑл килӗшнӗ. Унтанпа специальноҫе тек улӑштарман.
