|
Персона
![]() 3-меш лицейӑн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти 3-мӗш лицейра ӗҫлекен Маргарита Степанова «Чӑваш Республикин халӑх учителӗ» ята тивӗҫнӗ. Маргарита Ивановна педагогика тата ачасене воспитани парас ӗҫре чылай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫлет-мӗн. Ҫавӑнпа ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫапла хавхалантарас тенӗ. Маргарита Ивановна Тутарстанри Черемшан вырӑс ялӗнче 1945 ҫулхи раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ шофер пулнӑ, амӑшӗ — вырӑс чӗлхипе литература учителӗ. Хӗрача амӑшӗ пекех педагог ӗҫне суйласа илес тенӗ. Хусанти педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Паян Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Алексей Кулешовпа тӗлпулу иртӗ. 33-ри ҫамрӑк арҫын Кӑнтӑр Африкӑра пулса курни ҫинчен каласа кӑтартӗ. Тӗрӗссипе, вӑл 119 ҫӗршывра пулнӑ, Раҫҫейӗн кашни регионне тенӗ пек ҫитсе курнӑ. Алексей пилӗк континентра пурӑннӑ, Япӑх пӳртсенче чухӑнсем хӗсӗнсе пурӑнакан вырӑнсенче тата керменсенче пурӑнса пӑхнӑ. Ҫамрӑк арҫыннӑн чи юратнӑ регионӗсенчен пӗри — Кӑнтӑр Африка. Ҫавӑнпа вӑл унта пӗрмай каять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Контактри «Чӑваш Ен Правительстви» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Максим Гришина шаннӑ. Максим Юрьевич вӗренӳ тытӑмӗнче 15 ҫул ытла ӗҫлет. Маларах физика учителӗ, шкул директорӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Мари Элта Вӗренӳ пахалӑхне тӗрӗслекен центра ертсе пынӑ. Максим Гришина министр ҫумӗ пулма авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе уса курнӑ Иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче пирӗн республикӑри икӗ ҫынна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят пама йышӑннӑ. Хушӑва Элтепер авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Вӗсенчен пӗри — Сӗнтӗрвӑрринчи тӗп клуб тытӑмӗн художник-оформителӗ Светлана Иванова, тепри — Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗн директорӗ Александр Матвеев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Паян ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗн иккӗмӗш тапхӑрӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Сергей Артаманова председателе лартассине ырлассине пӑхса тухнӑ. Депутатсем унӑн кандидатурине сӗннӗ. Сергей Артамонова председателе лартассишӗн 40 депутат килӗшсе сасӑланӑ, пӗри хирӗҫ пулнӑ, тепӗр ҫын сасӑлама тӑхтанӑ. Ҫапла ӑна председателе ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: Олег Николаев авӑнӑн 26-мӗшӗнче Элтепер должноҫне йышӑннӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл правительствӑна салатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫак кунсенче Ӗпхӳри ҫамрӑксен театрӗн спектаклӗсене кӑтартӗҫ. Пушкӑртстанри артистсем пирӗн патра виҫӗ кун пулӗҫ: юпа уйӑхӗн 2-4-мӗшӗсенче. Паян куракансене «Всем кого касается» спектакль кӑтартӗҫ, ыран — «Богатырь Степан Ромашкин» юмах, шӑматкун — «Аленький цветочек». Юпа уйӑхӗн 16-18-мӗшӗнче Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗн спектаклӗсене Ӗпхӳри куракансем хаклама пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Шупашкарта пурӑнакан, Элӗк районӗнче ҫуралнӑ, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче 100 ҫул тултарнӑ Агриппина Янович вӑрҫӑ ветеранӗ ҫинчен ӳкернӗ фильм «Небесный град и земное Отчество – 2025» пӗтӗм Раҫҫейри фестивальте лауреат ятне тивӗҫнӗ. Фестиваль Можайск хулинче иртнӗ, конкурса 132 кинолента тӑратнӑ. Михаил Ножкин поэт ертсе пыракан тӳресем 22 ӗҫе финал валли суйласа илнӗ. «Через века – помните. Откровения участника ВОВ А.А. Янович» документлӑ фильм лауреат пулса тӑнӑ, ӑна ҫутӗҫ киновӗ категорире палӑртнӑ. Кинолента режиссёрӗ — Марина Янова. Фильма Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 17 сехетре кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» литература клубӗнче Николай Мордяков (Мӑрчак Кули) сӑвӑҫӑн «Юр ҫийӗн кӑвар» кӗнекине пахаланӑ. Кун пирки Марина Карягина журналист, поэт халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Тавралӑха тӗлӗнекен ача куҫӗпе пӑхма манман ӳнерҫӗн, сӑвӑҫӑн шухӑшлавӗпе тӗнчекурӑмӗ хӑйне евӗрлӗ, ҫавӑнпах ӗнтӗ унӑн йӗркисенче — кӗтмен танлаштару, илемлӗ сӑнарлӑх, тарӑн шухӑш...», — ӑшшӑн паллаштарнӑ виҫӗ йӗркерен тӑракан сӑвӑсен автор пултарулӑхӗпе Марина Карягина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Ҫитес уйӑхра, чӳкре, Раҫҫейре пурӑнакансене виҫӗ куна тӑсӑлакан канмалли кунсем кӗтеҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн пӗрремӗш эрнинче 5 кун ӗҫлекенсем 6 кун ӗҫе тухӗҫ: тунтикунран пуҫласа шӑматкунччен (юпан 27-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 1-мӗшӗччен). Ун хыҫҫӑн вара 3 кун канӗҫ. Халӑх пӗрлӗхӗсен кунӗ, чӳкӗн 4-мӗшӗ, ытларикуна лекнӗрен шӑматкунхи кану кунне (чӳкӗн 1-мӗшне) тунтикун ҫине (чӳкӗн 3-мӗшӗ) куҫарнӑ. Виҫӗ кун каннӑ хыҫҫӑн кӗске ӗҫ эрни пулӗ: чӳкӗн 5-7-мӗшӗсенче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗ Олег Николаев юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 12 сехетре «тӳрӗ лини» ирттерӗ. Кун пирки вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче пӗлтернӗ. Трансляцие унӑн телеграм-каналӗнче, «Контактри» «Чӑваш Республики» сообществӑра, ҫавӑн пекех «Раҫҫей 24» телеканалпа курма тата «Раҫҫей радиовӗ» радиостанципе итлеме май пулӗ. Ыйтусене «Госуслуги» портал урлӑ йышӑнаҫҫӗ, халӑх тетелӗсенчи постсен айӗнче те комментари ҫырма юрать. «Тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче ыйтусене 8 (8352) 565-100 номерпе шӑнкӑравласа пама пулать. Сӑмах май, ку Олег Николаевӑн Элтепер должноҫне йышӑннӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш «тӳрӗ лини» пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
