Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Вӗсем – хӑйсен ӗҫне пӗлекен чӑн-чӑн ӑстасем. Вӗсем арҫынна леш тӗнчерен пурнӑҫа тавӑрнӑ. Шумаях пулмасть Шупашкар хулинчи Ленин районӗнче васкавлӑ медпулӑшу бригади арҫын патне килнӗ.
Пациент кӑкӑр тӗлӗнчен хӗссе ыратнине каланӑ. Унӑн сивӗ тар тапса тухнӑ, вӑл йывӑррӑн сывланӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу медикӗсем часрах ЭКГ тунӑ, арҫыннӑн инфаркт пулнине палӑртнӑ, хӑвӑртрах пульницӑна илсе кайма тухнӑ.
Анчах ҫул ҫинче арҫыннӑн чӗри чарӑнса ларнӑ. Тухтӑрсем ҫухалса кайман – машинӑрах экстреннӑй майпа дефибрилляци тунӑ. Пациентӑн чӗри тапма пуҫланӑ. Ӑна пульницӑна реанимацие чӗрӗ илсе ҫитернӗ.
Ҫав арҫыннӑн хӗрӗ ашшӗне ҫӑлнӑшӑн медиксене куҫҫуль витӗр тав тунӑ.
