Етӗрне округӗнчи Сӑрҫи ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 1986 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм путса вилнӗ. Ку инкек утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ.
Шупашкарти Дементьев урамӗнчи 7-мӗш ҫуртӑн чатӗнче ҫакна сӳтсе яваҫҫӗ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав хӗрарӑмӑн 4 ача юлнӑ. Ашшӗ вара пӗлтӗр вилнӗ-мӗн. Ҫынсем ҫемьене, ачасене пулӑшас тесе укҫа пухма тытӑннӑ.
Аса илтерер: ҫав каҫах Шупашкарти тӗп пляжра ӳсӗр арҫын путса вилнӗ.
Кӗҫӗр, ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре, Етӗрне округӗнчи Сӑрҫи ялӗнче 82 ҫулти арҫыннӑн килӗнче мунча ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм кӗске вӑхӑтранах юнашар ларакан ҫурт ҫине куҫнӑ.
Пушарнӑйсем 96 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхасакан ҫулӑмпа кӗрешнӗ. Пушар мунчана, пурӑнмалли ҫурта тӗп тунӑ. Юрать, кил хуҫи хӑй шар курман. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электрохатӗр йӗркеллӗ ӗҫлеменнипе пулнӑ.
«Сӑрҫи» заповедник пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑр районӗнче упа фотоловушка камери ҫине лекнӗ. Ҫавна май кӑмпа пуҫтарма ҫӳрекенсене асӑрхануллӑрах пулма ыйтаҫҫӗ.
Упана камера ӗнер, авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 17 сехет те 6 минутра ӳкернӗ. Камерӑна малтан упа лекнӗ, тепӗр 20 минутран кадра кӑмпа пуҫтаракан хӗрарӑм кӗнӗ. Заповедникӑн хурал пайӗн патшалӑх инспекторӗсем кӑмпаҫӑсене асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ.
Сӑмах май, иртнӗ эрнере кӑмпаҫӑсен тӗлӗшпе икӗ протокол ҫырнӑ, тепӗр 5 ҫынна асӑрхаттарнӑ. Вӗсем – вырӑнти ҫынсем кӑна мар, ытти районта тата хулара пурӑнакансем те.
«Сӑрҫи» заповедникре вӑрмансенче пушар тухнине пӗлтерекен видеокамера лартма тытӑннӑ. Кунашкалли, «Вӑрманти дозор», унччен Чӑваш Енре пулман.
Камера 360 градус таран ҫаврӑнма пултарать. Ӑна вышка ҫине лартаҫҫӗ, карас телефонӗн ҫыхӑнӑвӗпе усӑ кураҫҫӗ. Сӑнӳкерчӗк компанин серверӗ ҫине килет. Унтан информаци заповедникӑн оператор компьютерӗ ҫине ҫитет. Ятарлӑ программа пушар ӑҫта тухнине палӑртма май парать. Ҫапла майпа пушар ӑҫта тухнине 20–30 минутра тупса палӑртаҫҫӗ.
Кунашкал камерӑсене Раҫҫейре 2010 ҫулта алхаснӑ пушарсем хыҫҫӑн вырнаҫтарма тытӑннӑ. Кун хыҫҫӑн та «Сӑрҫи» заповедникре 5–7 вырӑнта тухнӑ ҫулӑма сӳнтерме тивнӗ. Чулхула облаҫӗнче 50 ытла кунашкал камера вырнаҫтарнӑ. Мари Элте, Чӗмпӗр облаҫӗнче те ку енӗпе ӗҫлеҫҫӗ
Шупашкарти пӗр лавккара наркӑмӑшлӑ эрешменлӗ гранатпа киви сутнӑ. Ҫакна лавккаран гранат туяннӑ хӗрарӑм асӑрханӑ.
Нарӑсӑн 1-мӗшӗнче пулнӑ ку. Хӗрарӑм граната ҫума тӑнӑ, кӗтмен ҫӗртен унтан пӗчӗк эрешмен тухса ӳкнӗ. Ҫак хӗрарӑмӑн ашшӗ — биолог. Вӑл эрешмене пӗлӗшне, ку енӗпе ӗҫлекенскере, тӗпчеме панӑ.
«Сӑрҫи» заповедникӑн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Наталья Борисова ку хейракантиум Мильде эрешмен ами пулнине ҫирӗплетнӗ. Кунашкаллисем ӳссе ҫитсен 1 сантиметр пысӑкӑш пулаҫҫӗ.
Сӑмах май, ку эрешмен Кӑнтӑр Европӑран тухнӑ. Темиҫе теҫетке ҫулта вӑл Тӗп тата Ҫурҫӗр Европӑри чылай ҫӗршыва ҫитнӗ. Вӑл питӗ наркӑмӑшлӑ, ку эрешмен ҫыртни пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать.
Чӑваш Енре хир сыснисем Африка мурӗпе вилнине сайтра пӗлтернӗччӗ. ЧР Правительстви мура пӗтерес тӗлӗшпе 687 пин тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Михаил Игнатьев кун пирки алӑ пуснине ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Ку укҫа-тенке Улатӑр район администрацийӗн хыснинчен уйӑрӗҫ.
Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Сӑрҫи» заповедникре 1,5 ҫулти икӗ хир сыснин тата виҫӗ ҫуран виллисене тупнӑ. Лабораторире тӗпченӗ хыҫҫӑн вӗсем Африка мурне пула вилни паллӑ. Халӗ республикӑра карантин.
Чӑваш Енри вӑрмансенче Африка мурӗнчен вилнӗ хир сыснисен виллисене тупнине пула ҫак чӗрчунсене сунарҫӑсен те тытма юрамӗ.
Ку чару Улатӑрпа Пӑрачкав районӗсене пырса тивет. Хушӑва Чӑваш Енӗн праивтельстви шайӗнчех хатӗрленӗ. Ӗҫлӗ хута ЧР Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин ӗнер алӑ пуснӑ.
Аса илтеретпӗр, пилӗк чӗрчуна «Сӑрҫи» заповедникре асӑрханӑ. Хир сыснисен виллисене ҫунтарса янӑ, виҫӗ метр тарӑнӑшне пытарнӑ.
Инфекци радиусне палӑртнӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш зонӑна Улатӑр районӗнчи Березовая Поляна тата Сӑрҫи Майданӗ, Пӑрачкав районӗнчи Любимовка, Сыреҫ ялӗсем кӗнӗ. Иккӗмӗш зонӑра — Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсем, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисем.
Чӑваш Енри вӑрмансенче Африка мурӗнчен вилнӗ хир сыснисен виллисене тупнӑ. Пилӗк чӗрчуна «Сӑрҫи» заповедникре асӑрханӑ. Вӗсем мӗне пула вилнине ветеринарсем тӳрех чухланӑ-ха. Лаборатори тӗпчевӗ вара иккӗленӗве ҫирӗплетнӗ.
Хир сыснисен виллисене ҫунтарса янӑ, виҫӗ метр тарӑнӑшне пытарнӑ. Халӗ инфекци ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Инфекци радиусне палӑртнӑ: 30 метр. Пӗрремӗш зонӑна Улатӑр районӗнчи Березовая Поляна тата Сӑрҫи Майданӗ ялсем, Пӑрачкав районӗнчи ялсем кӗнӗ.
Иккӗмӗш зонӑра — Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсем, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисем лекнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |