Ҫутҫанталӑк
![]() Хир сыснине тытма юрамасть Чӑваш Енри вӑрмансенче Африка мурӗнчен вилнӗ хир сыснисен виллисене тупнине пула ҫак чӗрчунсене сунарҫӑсен те тытма юрамӗ. Ку чару Улатӑрпа Пӑрачкав районӗсене пырса тивет. Хушӑва Чӑваш Енӗн праивтельстви шайӗнчех хатӗрленӗ. Ӗҫлӗ хута ЧР Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин ӗнер алӑ пуснӑ. Аса илтеретпӗр, пилӗк чӗрчуна «Сӑрҫи» заповедникре асӑрханӑ. Хир сыснисен виллисене ҫунтарса янӑ, виҫӗ метр тарӑнӑшне пытарнӑ. Инфекци радиусне палӑртнӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш зонӑна Улатӑр районӗнчи Березовая Поляна тата Сӑрҫи Майданӗ, Пӑрачкав районӗнчи Любимовка, Сыреҫ ялӗсем кӗнӗ. Иккӗмӗш зонӑра — Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсем, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |