Республикӑн ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем кимӗрен тухса ӳкнӗ пулӑҫсене ҫӑлнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарти Хусан ҫыранӗ (ун пекки те пур иккен) тӗлӗнче резинӑран ӑсталанӑ моторлӑ кими ҫаврӑнса ӳкнӗ. Арҫын ҫыран хӗрне ишсе тухас тенӗ те ӑна ҫӑлавҫӑсем асӑрхана май пулӑшнӑ. Кимме ҫыран хӗрне илсе тухнӑ.
Тепӗр инкек авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Сӗнтӗрвӑрри тӗлӗнче кимӗ ҫаврӑнса ӳкни пирки хыпарланӑ. Ҫӑлавҫӑсем «Амур» катерпа васкаса ҫитнӗ. Вӗсем пулӑҫсене ҫӑлнӑ.