Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Хальхи вӑхӑтра хваттер е ҫурт туянма питех те йывӑр. Патшалах тӗрлӗ категорие тӗрлӗ енӗпе пулӑшни питех те аван.
Вӑрнарти 2-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен Екатерина Мокеева вара ҫӑмӑллӑнах хваттерлӗ пулма пултарнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм унта математика учителӗ пулса тӑрӑшать. Хыснара ӗҫлекенсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси ҫинчен калакан регионти программӑпа килӗшӳллӗн ӑна социаллӑ найм мелӗпе хваттер уйӑрса панӑ. Аса илтерер: ҫав программа пирӗн тӑрӑхра 2025 ҫултанпа ӗҫлет.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалах педагогика университетӗнчен вӗренсе тухсан хӗр хӑйӗн тӑван шкулне таврӑннӑ. Унта вӑл учитель пулса виҫҫӗмӗш ҫул ӗҫлет.
Екатерина 2025 ҫулта «Педагогика дуэчӗ» конкурс лауреачӗ пулса тӑнӑ, кӑҫал «Педагогика дебючӗ» конкурса хутшӑннӑ.
