Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

(16.11.2026-мӗшӗнчи 60 ҫулӗ тӗлне)
Пӗри Шупуҫҫынни, тепри Уйпуҫ ҫынни,
Хытах савса тӑван чӗлхемӗре
Шуратрӗҫ чӑвашсен таса пирне.
Асра тӑрать тата Слакпуҫ ҫынни...
Эсӗ ҫавсем пуҫланӑ тӗп йӗре
Тарӑнлатса кӑлартӑн уй-хире.
Ӗҫчен те пултаруллӑ ҫын пулни
Ана ҫинче йӑлт палӑрчӗ сӗре.
Мухтав сана, ӑс-тӑн пӑхаттирне!
(29.11.2026-мӗшӗнчи 70 ҫулӗ тӗлне)
Ҫӗршыв арканнӑ чухнехи йывӑр вӑхӑтсем пире ҫывӑхлатрӗҫ. Эпӗ санӑн ун чухнехи тимӗр чӑтӑмлӑхунтан, ылтӑн ӗҫченлӗхунтан халӗ те тӗлӗнме пӑрахмастӑп. Санӑн курӑмлӑ ҫитӗнӗвӳсем, вилӗмсӗр сӑнарусем пурте чуну витӗр тухнӑ, ҫынсен савӑнӑҫне, хурланӑвне вӗсем витӗр кӑтартса пурӑнаҫҫӗ.
Эсӗ ман умра нихҫан та 70 ҫулхи карт пек курӑнмастӑн. Ман асра санӑн ӗҫ лаҫҫинче эсӗ Якраш тантӑшупа тӑван Пухтел юррисене чунтан юрлани илтӗнсе янӑрать. «Хура лаша ан хартлат» кӗввипе сӑмахӗсем санӑн гимн пулса юлнӑ пекех туйӑнса тӑраҫсӗ. «Ҫу кунӗнче ҫуна кӳлсе сана йывӑр тӑвас ҫук»... Йывӑрсене чӑтса, хӗлӗн-ҫӑвӗн канми тӑрӑшса пайтах савӑнӑҫ, хавхалану, мӑнаҫлӑх кӳтӗн эсӗ чӑваш ӳнерне!
Ту ҫине хӑпарма ҫӑмӑл мар. Эсӗ ӑсталӑхпа чӑтӑмлӑх ситертӗн – мухтав!
Виталий Станьял
Хушса ҫырни: Самого постоянно поздравляют, а я редко отзываюсь и за это домашние поделом упрекают меня. Вот и сейчас вспомнил, что в ноябре много дней рождения писателей, художников, педагогов, краеведов, моих друзей (ныне юбилеи у скульпторов Эрьзи и Нагорнова, математика Миронова, Ухсая, Ктра Мишша, Пайраша профессора Таймасова, преподавателей Каховского, Архипова...) и среди них сын ровесника студенческих лет из Уйбусь Ялдра Шумерлинского района Ягурия Кульева славный журналист Олег Ялтра. О каждом когда-то о них либо писал, либо как-то дружил, и сейчас тоже надо бы шевелиться.
