Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫак кунсенче Шупашкар хулинчи Президент амӑшӑх центрӗнче «Амӑшлӑх культури: музыка, сӑпка юрри, тӗрӗ» проектӑн вуннӑмӗш занятийӗ иртнӗ. Тӳрех палӑртса хӑварар: вӑл «Ҫемье» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланать, ача кӗтекен хӗрарӑмсене наци культурипе ҫывӑхрах паллашма май парать.
Ку занятире хӗрарӑмсемпе Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтенче вӑй хуракансем ӗҫленӗ. Пулас амӑшӗсем Анна Савадерова профессорпа пӗрле тӗнче классикин шедервӗсене итленӗ, вӗсене тишкернӗ, ҫавӑн пекех сӑпка юррисене вӗреннӗ. Халӑх ал ӗҫӗсен ӑсти Раиса Васильева вара чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме пулӑшнӑ. Вӑл ачасем валли сыхчӑ мӗнле тумаллине те каласа кӑтартнӑ.
Сӑмах май, ку проект Чӑваш Республикинчи Хӗрарӑмсен пӗрлӗхен пуҫарӑвӗпе пурнӑҫланать.
