Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Театр килте тӗртнӗ урай кавире шырать.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна килте тӗртнӗ урай кавирӗ кирлӗ. Культура учрежденийӗн «Контактра» халӑх тетелӗнче кун пирки ӗнер хыпарланӑ. «Туссем, эпир сирӗнтен пулӑшу ыйтатпӑр! Пире ҫӗнӗ спектакле килте тӗртнӗ урай кавирӗ кирлӗ!» — тесе ҫырнӑ унта.
Ӳкерчӗкӗ кирек епле пулсан та каять иккен, анчах сарлакӑшӗ 50 сантиметртан кая мар пулмалла. Урайне сармалли кавир илсе пырса паракана парне парса тав тӑвассине пӗлтернӗ. Кавир ҫӗнӗ спектакль валли (ятне пӗлтермен) кирлӗ иккен.
Аса илтерер: театр Атӑл хӗрринче, тата тӗрӗсрех каласан, кӳлмекре вырнаҫнӑ. Унта ҫитес тесен «Мода ҫурчӗ» чарӑнура анса юлмалла.
