Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Красноармейски районӗнчи тӗп вулавӑш Ухсай Яккӑвне халалласа онлайн-марафон иртерет. Халӑх тетелӗнчи ҫак мероприяти чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пуҫланнӑ та ҫак эрнере, шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. Поэзи онлайн-марафонне «Читаем Ухсая/Ухсая вулатпӑр» ят панӑ.
Ухсай Яккӑвӗ (чӑн хушамачӗ Никифоров) — чӑваш сӑвӑҫи. Ҫавӑн пекех литературӑри ытти жанрсенче те (драматурги, публицистика) паларнӑ. 1911 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикин Пелепей районӗнчи Слакпуҫра ҫуралнӑ. 1986 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ, ӑна Слакпуҫ ял ҫывӑхӗнчи Кӗсле ту ҫине пытарнӑ.
1938 ҫулта вӑл СССР Писательсен союзӗн членӗ пулса тӑнӑ, 1945 ҫулта — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, 1950 ҫулта Чӑваш АССРӗн халӑх сӑвӑҫи ятне тивӗҫнӗ.
