Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫулла

Ял хуҫалӑхӗ
НТРК сӑнӳкерчӗкӗ
НТРК сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш тӑрӑхӗнче ҫырла та туса илеҫҫӗ. Республикӑри ҫырла плантацийӗн ҫурри ҫав тӑрӑхра.

Хӑш-пӗр ҫӗрте (сӑмахран, Шупашкар районӗнчи «Прогресс» хуҫалӑхра) ҫак ӗҫе пӑрахӑҫланӑ пулсан Муркаш районӗнчи Мичурин ячӗллӗ агрофирмӑра ку енӗпе паян та ҫине тӑраҫҫӗ.

Темиҫе кун каялла унта хура хурлӑхан татассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Предприяти ертӳҫи Борис Михайлов Чӑваш Енӗн Наци телекуравне пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫырлана 100 ытла гектар ҫинче татмалла.

Хуҫалӑхра йӗплӗ хурлӑхан та пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-10638896_20461
 

Республикӑра
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Правительствинче тунтикунсерен иртекен ӗнерхи планеркӑра ҫуллахи кану тапхӑрне епле хатӗрленнине те сӳтсе явнӑ.

Кӑҫал пирӗн республикӑра 8 пляж уҫасшӑн, вӗсенчен 5-шӗ Шупашкарта пулӗ, пӗрерӗшӗ — Ҫӗнӗ Шупашкарта, Куславккапа Етӗрне тӑрӑхӗсенче. Унсӑр пуҫне ҫынсене канмалли 120 ытла вырӑн хатӗрлемелле.

«Часах шӑрӑх ҫанталӑк пуҫланӗ, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫынсем пляжсене кайма пуҫлӗҫ. Вӗсене хӑвӑртрах хатӗрлесе ҫитермелле», — хушса каланӑ республика ертӳҫи Олег Николаев.

 

Раҫҫейре
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫитес. 2025 ҫулта, Раҫҫейре пурӑнакансем ҫу уйӑхӗнче тӑватшар кун канӗҫ. Ҫакӑн пек проекта ҫӗршывӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви хатӗрленӗ.

Ҫу уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче тата 8-11-мӗшӗсенче канӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче 11 кун кантарасшӑн: 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗ таран. Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫе тухӑпӑр. Кун пирки РФ ӗҫ министрӗ Антон Котяков пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/186774
 

Культура
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центре ҫӳрекен ватӑсем вӑхӑта яланах усӑллӑ ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ.

Ӗнер вӗсем Атӑл тӑрӑх теплоходпа ҫула тухнӑ. Ҫук-ха, таҫта аякка кайман, Шупашкар ҫывӑхӗнче кӑна пулнӑ. Апла пулин те шыв ҫийӗн ярӑнса ҫӳреме вӗсене питех те килӗшнӗ. Ватӑсенчен хӑшӗсем мӑнукӗсене те пӗрле илнӗ. «Ачасене илемпе килентерме хамӑрӑн хӑнӑхтармалла», — тенӗ, сӑмахран, 69 ҫулти Нина Никифорова пенсионерка.

Центр специалисчӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, теплоходпа ярӑнма кайма никама та хистемен. Кӑмӑл пуррисене вара никама та хирӗҫлемен.

 

Республикӑра
t.me/GKCHS каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/GKCHS каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн Чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн ӗҫченӗсем Шупашкарти яваплӑ ытти тӳре-шарапа пӗрле тӗрӗслеве тухнӑ. Папкӑллӑ, ятарлӑ формӑллӑ ҫынсем шыв хӗрринче ҫынсем хӑрушсӑрлӑх правилине пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗсленӗ.

Маларах асӑннӑ службӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ канмалли кунсенче ҫеҫ пирӗн республикӑра шывра 5 пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Вӗсенче 5 ҫын вилнӗ.

Инкек сӑлтавӗнчен пӗри — ятарласа хатӗрлемен вырӑнсенче тата ӳсӗр пуҫпа шыва кӗни.

Хальхинчи рейда шыва кӗме юраман вырӑнсенче ирттернӗ те. «Шыва кӗме юрамасть» паллӑ лартса хунӑ вырӑнта шыва кӗрекенсен тӗлӗшпе административлӑ протоколсем шӑрҫаланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/GKCHS/2611
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, ку эрнере пессимистла кӑмӑл пулӗ. Ҫынсем халӗ сире хирӗҫ, ҫавӑнпа кӑмӑла кайман ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Тарӑхмалла мар, тӗнчери пулӑмсенчен аякра пулмалла. Хыпарсем ан пӑхӑр, тӗнче тетелӗнче те вӗсене ан пӑхӑр. Хурлӑхлӑ хыпар курас хӑрушлӑх пур.

Ҫурла, 23

1928
97
Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1953
72
Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри).
2005
20
«Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи