Муркаш тӑрӑхӗнче ҫырла та туса илеҫҫӗ. Республикӑри ҫырла плантацийӗн ҫурри ҫав тӑрӑхра.
Хӑш-пӗр ҫӗрте (сӑмахран, Шупашкар районӗнчи «Прогресс» хуҫалӑхра) ҫак ӗҫе пӑрахӑҫланӑ пулсан Муркаш районӗнчи Мичурин ячӗллӗ агрофирмӑра ку енӗпе паян та ҫине тӑраҫҫӗ.
Темиҫе кун каялла унта хура хурлӑхан татассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Предприяти ертӳҫи Борис Михайлов Чӑваш Енӗн Наци телекуравне пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫырлана 100 ытла гектар ҫинче татмалла.
Хуҫалӑхра йӗплӗ хурлӑхан та пур.