Чӑваш Енӗн Правительствинче тунтикунсерен иртекен ӗнерхи планеркӑра ҫуллахи кану тапхӑрне епле хатӗрленнине те сӳтсе явнӑ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра 8 пляж уҫасшӑн, вӗсенчен 5-шӗ Шупашкарта пулӗ, пӗрерӗшӗ — Ҫӗнӗ Шупашкарта, Куславккапа Етӗрне тӑрӑхӗсенче. Унсӑр пуҫне ҫынсене канмалли 120 ытла вырӑн хатӗрлемелле.
«Часах шӑрӑх ҫанталӑк пуҫланӗ, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫынсем пялжсене кайма пуҫлӗҫ. Вӗсене хӑвӑртрах хатӗрлесе ҫитермелле», — хушса каланӑ республика ертӳҫи Олег Николаев.