Республикӑра Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 105 ҫул ҫитнине паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Ҫавна май тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ.
Кӑҫал «Земля вкуса» гастрономи фестивалӗ пӗрремӗш хут иртӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, унта 40 регионти производительсем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех «Руҫ ӑстисем», «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ», «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем», «Раҫҫей чунӗ. Атӑлҫи» фестивальсем иртӗҫ. Ҫырла фестивалӗ те пулӗ.
Аса илтерер: кӑҫал Республика кунӗ Шупашкарта тата Етӗрне округӗнче иртӗ. Етӗрнере уявра хӑмла музейӗ уҫӑлӗ.