Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫынсене ишӗлекен ҫуртра усранӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Полтинин Сӗнтӗрвӑрринчи ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнакан ҫынсене урӑх ҫӗре вӑрах вӑхӑт куҫарманран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ хулара ун пек икӗ ҫурт иккен.
Хулари К. Иванов тата Бондарев урамӗнчи ишӗлекен ҫӳртсенче пурӑнакансем эпир маларах асӑннӑ управлени пуҫлӑхӗнче пулӑшу ыйтнӑ. Бондарев урамӗнчине 2018 ҫултах ишӗлекеннисен шутне кӗртнӗ, К. Иванов урамӗнчине — 2020 ҫулта. Анчах унта пурӑнакансене ҫавӑнтан куҫарма васкаман.
Документсене тишкернӗ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 293-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫӑрнӑ.
