Сывлӑх
![]() Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗ Инсультпа кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун шутланать. 2006 ҫулта календаре кӗртнӗ ҫав кун республикӑри пульницӑсенче профилактика кунӗсем иртмелле. Васкавлӑ пулӑшу пульницинче 8 сехетрен 12-ччен «хӗрӳ лини» йӗркеленӗ. 41-04-17 номерпе шӑнкӑравласа вӑл е ку ыйтӑва уҫӑмлатма май килӗ. Унпа паян шӑнкӑравлама пулать. Юпан 29-мӗшӗнче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртмелле. Ҫынсене унти тухтӑрсем йышӑнӗҫ. Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинчи Сывлӑх центрӗнче юпан 27, 28, 29-мӗшӗсенче чире палӑртма скрининг-диагностика ирттереҫҫӗ. Унта кирек кама та йышӑнасса шантараҫҫӗ. Юпан 28-мӗшӗнче тухтӑрсем МТВ-центра ҫитсе 12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен скрининг-диагностика тата грипран вакцинаци ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫак кунсенче ИӖМ ӗҫченӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри «Сисӗмлӗ чӗре кӗввисем» фестиваль иртнӗ. Кӑҫал вӑл Шупашкарта йӗркеленнӗ. Конкурса Раҫҫейри 33 хуларан килнӗ. Виҫӗ кунра жюри пайташӗсем чи лайӑх юрӑсене суйланӑ, кайран вӗсене Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртнӗ гала-концертра шӑрантарнӑ. Пирӗн ентешсем, «Служу Отечеству» ансамбль, виҫӗ номинацире малти вырӑнсене йышӑннӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, вӗсем конкурсра ҫӗнтернӗ. ИӖМ вӗренӳ заведенийӗсен хушшинче пӗрремӗш вырӑна Иваново облаҫӗ йышӑннӑ. Гран-прие вара Томск облаҫӗнчи пушарнӑй Максим Борков тивӗҫнӗ. Вӑл вокал енӗпе 15 ҫул ӗҫлет. Конкурсҫӑсене ҫӑмӑлах килмен. Вӗсем виҫӗ ҫӗнӗ юрӑ шӑрантарнӑ: иккӗшӗ — пушар хуралӗ пирки, тепри — ҫӑлавҫӑсем ҫинчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑвашстат республикӑра мӗн чухлӗ ҫын ӗҫленине тишкернӗ. Тулли мар ӗҫ кунӗпе вӑй хуракансене, ӗҫрен кӑларса янисене те тишкернӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи утӑ-авӑн уйӑхӗсенче ӗҫпе тивӗҫтерекен организаци-предприяти пуҫарӑвӗпе 3000 ытла ҫынна тулли мар ӗҫ кунӗ ҫине куҫарнӑ. Штата кӗскетнине пула ӗҫрен кӑларса янисене вара пушшех те йывӑртарах. Унашкаллисем кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта – 1090 ҫын. 20 пин ытла ҫынна вара тӳлевсӗр отпуска янӑ. 13 пин ытла хӗрарӑм декрет отпускӗнче ларать. Статистикӑна пӗчӗк предпринимательлӗхре вӑй хуракан ҫынсене шута илмесӗр хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Илья Алексеев Ирӗкрен хӑтарнисене тытса усракан учрежденисенче этем правине епле пӑхӑннине тӗрӗслекен Халӑхӑн сӑнав комиссийӗ унччен те пулнӑ-ха. Пирӗн республикӑра халӗ унӑн ҫӗнӗ йышне ҫирӗплетнӗ. Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, комиссие Раҫҫей Федерацийӗн Общество палатин канашӗ регионсем валли палӑртать. Пирӗн республикӑри Халӑхӑн сӑнав комиссине «Ирӗклӗх» чӑваш нацийӗпе культура обществин учредителӗсенчен пӗри — Илья Алексеев та кӗрет. Ҫӗнӗ тиев пирки тӑван чӗлхемӗр хӳтӗлевҫи ҫапларах каланӑ: «Манӑн юридици пӗлӗвӗ ҫук, анчах комиссире тӗрлӗ профессипе тӗрлӗ шухӑшлӑ ҫынсем кирлӗ. Комисси пайташӗ пулнӑ май ирӗкрен хӑтарнисен учрежденийӗсенче этем правине хӳтӗлес ыйтӑва епле тытса пынипе ҫине тӑрӑп». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Лайӑх хыпар: Шупашкарти пӗрлештернӗ вулавӑшсен директорӗ Евгений Бондарев Пӗтӗ Раҫҫейри «Ҫулталӑк библиотекарӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫак ята тивӗҫессишӗн 48 регионти 132 ҫын кӗрешнӗ. Евгений Викторовича дипломпа тата укҫа илмелли сертификатпа чысланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Раҫҫейри вулавӑш ассоциацийӗ кӑҫал тата ҫитес ҫул йӗркелекен мероприятисене тӳлевсӗр кайса курӗ. Пултаруллӑ библиотекаре Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ирина Клементьева тав тунӑ. Сӑмах май, чи малтан жюри пайташӗсем конкурсҫӑсем «Пуласлӑх вулавӑшӗ» темӑпа ҫырнӑ эссене тӗрӗсленӗ. Унтан тӗнче тетелӗнче сасӑлав иртнӗ. Кайран финала тухнӑ 20 ҫынран 10-шне суйланӑ, вӗсем Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне халалласа проект хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Евгения Семенова Раҫҫейре чи лайӑх терапевтсен танлаштарӑмне пӗрремӗш хут йӗркеленӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: унта пирӗн 9 ентеш кӗнӗ. Танлаштарӑма пӗтӗмпе Раҫҫейри чи лайӑх 500 терапевт кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче Хулари клиника центрӗнче ӗҫлекен Наталия Казакова пур. Вӑл ку ӗҫре — 21 ҫул. Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче вӑй хуракан Алена Шабалина, Хулари клиника центрӗн терапевчӗ Екатерина Лявкина, Хулари 7-мӗш пульница ӗҫченӗ Владимир Васильев, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницин тухтӑрӗ Евгения Семенова, Васкавлӑ медпулӑшу пульницин терапевчӗ Гелюся Феизова, Хулари клиника центрӗн врачӗ Олеся Ильина, Ҫӗрпӳ районӗн тӗп пульницин ӗҫченӗ Любовь Леонтьева та ТОП-500 Раҫҫейри танлаштарӑма кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Челепири йӗрке хуралҫисем Чӑвашри ҫамрӑка тытса чарнӑ. Право хуралӗнчисен аллине 1989-мӗш ҫулхи арҫын контрафактлӑ таварпа ҫакланнӑ. Чӗрӗскер хулари Артиллери урамӗнчи суту-илӳпе кану комплексӗн территорийӗнче пирус сутнӑ. Ку продукцие йӗрке хуралҫисем контрафакт паллиллӗ тесе хаклаҫҫӗ тата тавар ҫине паллӑ брендсен тавар паллине вырнаҫтарнӑ. Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ арҫын продукцие туянакансене тӗнче тетелӗ урлӑ шыранӑ. Саккас паракансем тупӑнсан вӑл тавара илсе кайса панӑ. Йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ чух унӑн 6430 сигарет пачки пулнӑ. Ӑна 264 480 тенкӗпе хакланӑ. Контрафакт сутакан тӗлӗшпе административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна административлӑ майпа штрафлама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ 85 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Шӑпах 85 ҫул каялла Чӑваш автономийӗ ял хуҫалӑх институчӗ уҫӑлнӑ наци республикисенчен пӗри пулса тӑнӑ. Ҫӗнӗ аслӑ шкулта малтанах 106 ҫын вӗреннӗ. Ун чухне икӗ уйрӑм ӗҫленӗ. 1934 ҫулта вара зоотехнологи тата агрономи факультечӗсем йӗркеленнӗ. Майӗпен институт аталанса пынӑ, ятарлӑ лабораторисем уҫӑлнӑ. Вӑл пурнӑҫпа тан утнӑ. Унтан инженерсем, ветеринари тухтӑрӗсем, экономистсем вӗренсе тухнӑ. Халӗ вӑл вӗренӳ инноваци комплексӗ шутланать. Унта пысӑк квалификациллӗ специалистсене хатӗрлеҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта академирен 30 пин ытла специалист вӗренсе тухнӑ. Паян унта 3 пин студент вӗренет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар районӗнчи Янӑшри кинемисемпе мучисем Шупашкара спектакль курма кайса килнӗ. Канӑва культурӑллӑ майпа ирттернисем — Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвне тивӗҫтерекен центр тытӑмӗнчи ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансем. Ватлӑхри куна социаллӑ пулӑшу кӳрекен уйрӑмра ирттерекенсене асӑннӑ ҫуртӑн ертӳҫи Роза Васильева йӗркеленипе хулана илсе кайнӑ. Вӗсем К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пулнӑ. Ватӑсем Федор Павловӑн «Ялта» драми тӑрӑх лартнӑ спектакле курнӑ. Темиҫе теҫетке ҫул каяллах ҫырнӑ хайлав чӑваш драматургийӗн малтанхи тапхӑрне кӗрет пулин те куракана вӑл паян та килӗшет, ӑна пӑхнӑ чухне халӑх чуна ыраттарса, пӗтӗм чунтан хумханса пӑхать. Янӑшри ватӑсем те спектакле юратса йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Геннадий Трифонов геолог Африкӑри ачасемпе Ишлей ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, Мускавра Ломоносов ячӗллӗ университетра вӗреннӗ, сакӑрвунна ҫывхаракан Геннадий Трифонов геолог нумаях пулмасть Кӑнтӑр Африкӑри Республикӑра пулнӑ. Унта вӑл XXXV Пӗтӗм тӗнчери геологи конгресне хутшӑннӑ. Профессор хӑй вӑхӑтӗнче Урал тӑрӑхӗнчи, Саянти, Алтайри, Украинӑри руда тӗл пулакан вырӑнсенче ӗҫлесе пурӑннӑ. Ӑслӑлӑхри унӑн ӗҫӗсем АПШра та, Египетра та, ытти хӑш-пӗр ҫӗрте те упранаҫҫӗ. Геннадий Трифонов Турцире, Испанире, Португалинче, Францинче, Египтра, Грецире, Германире, Венгрире, Австралинче тата ытти ҫӗршывра пулнӑ. «Советская Чувашия» хаҫат корреспонденчӗ Чӑваш Ен пирки ытти ҫӗрте илтнӗ-и тесе кӑсӑкланнӑ та, геолог савӑнӑҫлӑ хыпарах калайман: пирӗн тӑрӑх ҫинчен этнографсем кӑна пӗлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |