Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ

Унччен Г.Лебедев ячӗллӗ лицей пулнӑ ҫурта авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен хута палӑртнӑччӗ. Анчах ку вӑхӑта ӗлкӗреймерӗҫ.

Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Алексей Ладыковпа пӗрле унта ҫитсе курнӑ. Унта 4-мӗш лицей пулӗ, пуҫламӑш классене вӗрентӗҫ.

Ертӳҫӗсем классем хӑтлӑ пулнине палӑртнӑ. Гимнастика залӗ, спортзал, ташламалли пӳлӗм те пур унта. Сенсор пӳлӗмӗ те хӑтлӑ. Столовӑй «Пӗремӗк ҫурчӗ» ятлӑ. Робототехника класӗ те ӗҫлӗ. Картишре — автохула.

Лицей ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ. Унта 4-мӗш лицейри 170 ача тата 50-мӗш шкулти 150 шӑпӑрлан ӑс пухма пуҫлӗ. Пӗтӗмпе 320 ача валли вырӑн хатӗрленӗ. Ҫитес вӗренӳ ҫулӗ валли тепӗр 180 шӑпӑрлан валли вырӑн пулӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра Пермь крайӗн ҫыннине тытса чарнӑ. Ӑна вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑшӑн айӑпласшӑн.

Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт ялӗнче пурӑнакан темиҫе ҫын полицие заявлени ҫырнӑ. Хайхискерсем каланӑ тӑрӑх, вӗсен пӳрчӗн чӳречисене такам ҫӗмӗрнӗ. Килтен вара япаласем ҫухалнӑ: апат-ҫимӗҫ, эрех…

Полицейскисем ку ӗҫе тӗпчеме пуҫланӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ҫакна ял ҫынниех тума пултарнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем пӳртсене тӗрӗсленӗ. Пӗринче вӑрланӑ япаласене асӑрханӑ. Анчах ку ӗҫе вырӑнти ҫын мар, Пермь крайӗнчен килнӗ арҫын тунӑ-мӗн. Вӑл пӗлӗшӗ патне хӑнана килнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл кӳршисен ҫуртне ҫаратнӑ та.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/38030
 

Республикӑра

Чӑваш Енре 12 ҫынна пӑр илсе кайма тытӑннӑ. Телее, вӗсене ҫӑлнӑ. Ку паян ирхине Шупашкар районӗнчи Кипечкасси ҫывӑхӗнче пулнӑ.

Пӑр ҫыранран катӑлса кайнӑ. Ун ҫинче вара 12 пулӑҫӑ пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсене ҫӑлас операци 2 сехете тӑсӑлнӑ.

Пулӑҫӑсене 11 сехет 5 минутра ҫӑлнӑ. МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх, пурне те ҫыран хӗррине, Шомик ялӗ ҫывӑхӗнче, кӑларнӑ. Халӗ вӗсен сывлӑхӗ тӗлӗшпе хӑрушлӑх ҫук.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38034
 

Культура
Гидроэнергетиксен дипломне тивӗҫнисем
Гидроэнергетиксен дипломне тивӗҫнисем

Шупашкарти гидроэлектростанци хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти инвалидсене чысланӑ. Анчах унччен вӗсем сусӑрсем валли пултарулӑх конкурсӗ йӗркеленӗ.

Ҫиччӗмӗш хут йӗркелекен ӑмӑртӑва кӑҫал Ҫӗнӗ Шупашкарти инвалидсен пӗрлешӗвӗн 35 пайташӗ хутшӑннӑ. Вӗсенчен хӑшӗсем конкурса кашни ҫулах хутшӑнса пынӑ. Ҫапах та хальхинче тӳресем анлӑ сарӑлнӑ техникӑпа хатӗрленӗ ҫӗнӗ ӗҫсене хаклама пултарнӑ: тӗрӗ, шӑрҫаран тӗрленӗ хатӗрсем, ҫыхнӑ япаласем, йывӑҫа касса ӑсталанисем, оригами (хӑмаран хатӗрленӗ ӗҫсем), живопсиь, графика. Сусӑрсем декупаж (япаласене ӳкерчӗпе тата орнаментпа илемлетни), канзаши (чечеке яппунсен мелӗпе хатӗрлесси), тильда (алӑпа ӑсталанӑ пуканесем) мелӗпе те ӑсталаҫҫӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗ ята кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ӗнтӗ Тамара Андреева ҫӗнсе илнӗ. Парнесене Надежда Зайкова тата Алексей Городнищев те тивӗҫнӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑннисене тӗрлӗ номинаципе те хавхалантарнӑ.

 

Культура
Уйӑп Мишши
Уйӑп Мишши

Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 2 сехетре Шупашкарти Литература музейӗнче Уйӑп Мишши ҫурланӑранпа 105 ҫул ҫитнине асӑнса литература каҫӗ иртмелле.

Михаил Шумилов 1911 ҫулта чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Мӑштавӑшра ҫуралнӑ. Шупашкарти коммуна шкулӗнче, унти педагогика техникумӗнче тата Чулхулари педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Вӗрентекенте те ӗҫленӗ, «Сунтал» журналта редакторӑн ҫумӗ тата яваплӑ секретарӗнче тӑрӑшнӑ, Чӑваш Енри писательсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн председателӗнче тимленӗ, «Тӑван Атӑл» литература альманахӗнче тӑрӑшнӑ.

Уйӑп Мишшин пӗрремӗш сӑввисем 1925 ҫулта «Канаш», «Ҫамрӑк хресчен» хаҫатсенче тата Мускаври «Ӗҫлекен сасси» журналсенче ӗҫленӗ. Тепӗр пилӗк ҫултан унӑн пӗрремӗш кӗнеки кун ҫути курнӑ.

Юбилея халалланӑ каҫра «Илӗртӳллӗ инҫет» курав уҫмалла.

 

Культура
Николай Ишентейӗн хайлавӗсен пуххи
Николай Ишентейӗн хайлавӗсен пуххи

Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Ишентейӗн суйласа илнисем пӗр кӗнекере кун ҫути курнӑ. «Суйласа илнисем» ят панӑскере ҫыравҫӑн тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Вӗсенче автор нравственность, юратупа туслӑх, тӑван тавралӑха юратас темӑсене хускатнӑ.

«Тӗрӗллӗ ҫыру тӗлӗнтермӗшӗсем» хайлава Н. Ишентей 2005 ҫултах ҫырнӑ, «Ташлакан купӑса» — 2006-мӗшӗнче, «Чарусӑр мечӗке» — 2007-мӗшӗнче, «Хаваслӑ кӑлтӑрмача» — 2009-мӗшӗнче.

Николай Ишентей – Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ, 20 ытла кӗнеке авторӗ. Вӑл ачасем валли кӑна мар, аслисем валли те ҫырать. Унӑн ӗҫӗсем «Чи вулакан кӗнеке» республикӑри конкурсра та пӗрре кӑна мар ҫӗнтернӗ. Ҫыравҫӑ Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ кӑҫалхи ӑмӑртӑвӑн чӑваш тапхӑрне те хутшӑннӑччӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Ҫӗмӗрле районӗнчи пӗр хуҫалӑхра виҫӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Ача пуль тесен, йӑнӑшатӑр. Хулари Кадеевсен виҫӗ ӗнинчен пӗри виҫӗреш пӑруланӑ. Патшалӑх ветслужбинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пекки питӗ сайра тӗл пулать. Пинте пӗрре те мар. 37 пин те пӗрре.

Кадеевсем ветеринарсене пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен 12 ҫулхи ӗни (мӑйракаллӑ ҫак выльӑхшӑн ку вӑл самай ҫулланнине пӗлтерет) ирхи улттӑранпах пӑрулайманнине хыпарланӑ. Вырӑна ветеринари участокӗн заведующийӗ Елена Кузнецова пырса ҫитнӗ. Тухтӑр ӗнене пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн пӗр пӑру ҫут тӗнчене килнӗ. 15—20 минут иртсен тепри ҫуралнӑ. Тата кӑштахран виҫҫӗмӗшне пӑруланӑ.

Виҫӗрешсем пысӑк мар. Вӑтамран 13—15 килограмм таяҫҫӗ. Ҫапах та кил хуҫисем те, ветеринарсем те вӗсемшӗн пӑшӑраханмаҫҫӗ: пӑрусем сывах.

 

Ял хуҫалӑхӗ
Канашри кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче
Канашри кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче

Канашри кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче чӑх-чӗпӗн ҫӗнӗ ӑратне ӗрчетеҫҫӗ. Ҫак эрнере унта «Супер Ник» тата «Браун Ник» ӑратлӑ талӑкри чӗпсем илсе килнӗ. Свердлов облаҫӗнчи «Свердловский» ӑратлӑ савутран 28 пин пуҫ турттарса килнӗ.

Канаш районӗнчи ветеринарсем тӑрӗсленӗ хыҫҫӑн чӗпсене уйӑхлӑха карантина хупнӑ. Вӑл вӑхӑтра вӗсем епле аталаннине асӑрхаса тӑрӗҫ.

Инҫетрен илсе килнӗ чӗпсене ҫуркунне халӑха сутма палӑртаҫҫӗ. Вӗсем ҫӑмарта тумалли чӑхсем пулӗҫ.

Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: ҫуркунне хапрӑка Мускав ҫыннисем туяннӑ. Вӗсем предприятие хупма шутламаҫҫӗ, чӑх ӑратне ҫӗнетсе хапрӑка аталантарасшӑн. Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» пирки вара аталанать теме йывӑр. Унта чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче инкубаторсене ҫӑмарта хумалла тенӗччӗ те, анчах ку хыпар чӑна килесси иккӗленӳллӗ: хапрӑкра ӗҫлекенсем калаҫнӑ тӑрӑх, ҫӑмарта раштав уйӑхӗнче кӑна кӳрсе килмелле-мӗн.

 

Республикӑра

Урамра юр хырнӑ-и? Шуса ӳкмелле пӑрлак-и? Эппин, Шупашкар хула администрацине ҫӑхав ҫырӑр. «Халӑх тӗрӗслевӗ» ятарлӑ сайт уҫнӑ. Унта ҫӑхавсене йышӑнаҫҫӗ.

Ҫӑхав ҫырни ахаль юлмӗ. Ӑна хуравлаҫҫех. Ӗҫ тӑвакан тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсем ӑна ӗҫлемелли 10 кунра хуравлӗҫ.

Шуҫлак вырӑна, юр хырман ҫӗртине сӑн ӳкерсе ҫыру ҫумне ҫирӗплетме пулать. Ку таранччен 1000 ытла ҫӑхав килнӗ. Вӗсен 7 проценчӗ ҫулсене хырманнипе, пӑрлӑ ҫулсене хӑйӑрпа тӑвар хутӑшне сапманнипе ҫыхӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/37984
 

Республикӑра

Паян Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Профессире – чи лайӑххисем» ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Унта ЧР МЧСӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов чи лайӑх 13 ӗҫчене тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.

Ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлнисене те тимлӗхсӗр хӑварман. Вӗсен йышӗнче 13 ҫулти Евгения Тимофеева та пур. Вӑл ҫунакан пӳртрен ветерана илсе тухнӑ. Ӑна хисеп хучӗпе чысланӑ, чечек ҫыххи парнеленӗ.

«Чӗре хушнипе» номинацире Надежда Будковӑна палӑртнӑ. Вӑл кӑҫал пушартан 22 ҫулти каччӑна ҫӑлнӑ. Хӑюллӑскер ҫунакан пӳртрен хӑйӗн ҫинче йӑтса тухнӑ та пушарнӑйсене чӗннӗ. Каччӑ халӗ сывалать. Надежда вара хӑй тӗрӗс тунинче пӗрре те иккӗленмест.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38010
 

Страницӑсем: 1 ... 2562, 2563, 2564, 2565, 2566, 2567, 2568, 2569, 2570, 2571, [2572], 2573, 2574, 2575, 2576, 2577, 2578, 2579, 2580, 2581, 2582, ... 3907
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.06.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 02

1937
88
Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1951
74
Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...