Паян Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча пульницине кӑнтӑрла ҫитес умӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗн машинисем тата васкавлӑ пулӑшу кӳрекен тухтӑрсем персе ҫитнине, вӗсем сиплев учрежденийӗнче тӗтӗм тухать тесе пӗлтернипе вырӑна васканине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Унчченхи хыпарта автор пӗр ачана ҫеҫ урӑх пульницӑна илсе кайнине хыпарланӑччӗ. Анчах Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав урӑхларах хыпарланӑ. Инфекци уйрӑмӗнчи 32 ачана амбулатори килте сипленме янӑ, 64 ачана Шупашкарти ача-пӑчан 3-мӗш пульницине вырттарнӑ, 18 пӗчӗк пациента Республикӑри ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ, 12 ачана — Ҫӗнӗ Шупашкарти больницӑн инфекци уйрӑмне.
Хӑш ача ӑста лекнине пӗлес текенсем валли министерство талӑкӗпех ӗҫлекен хӗрӳ лини уҫнӑ. Унӑн номерӗ – 8 /8352/ 26-15-15.