Ӗнер Хӗрлӗ Чутайӗнчи район пульницинче ача вилнӗ. Ҫулталӑк та виҫӗ уйӑхрискер инфекци чирне пула куҫне хупнӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Ку вӑл — малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх. Ун пирки республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов пӗлтернӗ.
Пульницӑри инкек сӑлтавне тӗрӗслеме республикӑра ӗҫ комиссийӗ йӗркеленӗ. Планпа пӑхман тӗрӗслев вӑхӑтӗнче медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне хаклӗҫ.
ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасен хӳтӗлевҫи Елена Сапаркина тата специалистсем вырӑна ҫитсех тӗрӗслев ирттерӗҫ. Лару-тӑрӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй сӑнаса тӑмалла.
Владимир Викторов министр вилӗм сӑлтавӗ пирки татса калама тӑхтанӑ, тӗрӗслев вӗҫленнӗ хыҫҫӑн татӑклӑн комментарилеме пулнӑ.