Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗнӗ ҫул ҫамрӑксем валли кӑна мар Муркаш районӗнчи Атапай ялӗнче 50 ҫул урлӑ каҫнисем валли елка ирттернӗ. Унти клуба Атапайӗнчи, Ҫеменкассинчи, Сентимӗрти ҫынсем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем валли елкӑсӑр пуҫне уяв сӗтелӗ те хатӗрленӗ. 50 ҫултан аслӑраххисем валли хатӗрленӗ уява Оринин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С.В. Бардасов, Ветерансен канашӗн ертӳҫи В.И. Вязов, вырӑнти ял тӑрӑхӗн депутачӗ Р.П. Быкова ҫитнӗ. Ҫӗнӗ ҫула пуҫтарӑннисене вӗсем ҫывхарса килекен уявпа саламланӑ май малашне те вӑр-вар пулма, ҫӑмӑл кӗлеткеллӗ пулма суннӑ. Аслисене ырӑ сунма, уяв кӑмӑлӗ парнелеме Хӗл Мучипе Юрпике те пырса ҫитнӗ. Пӗрле савӑнма пуҫтарӑннӑ халӑх уявра кӑмӑлтан хавасланнӑ, юрланӑ та, ташланӑ та, Ҫӗнӗ ҫул ҫитнишӗн, уява пухӑннишӗн ҫамрӑк чухнехиллех хӗпӗртенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Асӑрхаттару паллисене пӑхмаллах Шупашкарти водительсене урамра ҫакӑнса тӑракан ҫул-йӗр паллисене тимлерех пӑхма ыйтаҫҫӗ. Унччен хӑнӑхнисем ҫумне ҫак кунсенче ҫӗннисем хутшӑннӑ. Шупашкарти Ярославль урамӗнчи 74-мӗш ҫурт патӗнче, акӑ, «Чарӑнма юрамасть» паллӑна хушма табличкӑпа, «Эвакуатор ӗҫлет» текеннипе, вырнаҫтарасшӑн. Б. Хмельницикий тата Дементьев урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта, «Кошкино» чарӑну еннелле, ҫак кунсенче «Ҫаврӑнмалли вырӑн» паллӑна тата «Расстояние до объекта» (чӑв. Объектченхи инҫӗш) 150 м» асӑрхаттарӑва вырнаҫтарнӑ. Яноушек тата Граждан урамӗсем пӗрлешнӗ вырӑнта «Ҫуран ҫӳрекенсем каҫмалли вырӑн» тесе ҫырса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ «Книга + Кино» (чӑв. Кӗнеке + Кино) кинолектори ирттерме палӑртать. Мероприятие унтисем ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ валли планланӑ. Кинолектори вӑхӑтӗнче илемлӗ тата документлӑ фильмсене кӑтартӗҫ. Вӗсем пурте — вулавӑш коллекцийӗнчисем. Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче 14 сехетре пӗр тӑван Стргацкийсен «Понедельник начинается в субботу» повеҫӗ тӑрӑх ӳкернӗ «Чародеи» камите йыхравлаҫҫӗ. Кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче 16 сехетре «Ты у меня одна» илемлӗ фильм кӑтартӗҫ. Ӑна РСФСР халӑх артистки М.М. Неёлова ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче 14 сехетре — «Карнавальная ночь» кинокамит, 18-мӗшӗнче 16 сехетре — Н.В. Гоголӗн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Шинель». Юлашкинчен каланине РСФСР халӑх артисчӗ З. Трауберг ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланнӑ. Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче 14 сехетре – «На златом крыльце сидели» камит-юмах, 28-мӗшӗнче 14 сехетре – «Золушка» илемлӗ фильм. Кинона юратакансене 212-мӗш пӳлӗмре кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() «Чӑваш биопродукчӗ» тавар паллин пӗлтерӗшне ӳстерес тесе ҫак конкурса виҫҫӗмӗш хут ирттернӗ. Унта 1-4-мӗш класра вӗренекен ачасем хутшӑннӑ. Жюри пӗтӗмпе 136 ӗҫе хакланӑ, вӗсенчен чи лайӑх 6 ӗҫе суйланӑ. Ачасем ӳкернӗ пулин те ӳкерчӗксем тарӑн шухӑшлӑ. Шӑпӑрлансем республикӑра апат-ҫимӗҫ мӗнле туса кӑларнине, вӑл пахалӑхлӑ пулнине ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Шупашкар районӗнчи Салапайкасси шкулӗнче вӗренекен Максим Исаев пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑна ку ӗҫре амӑшӗ те пулӑшнӑ. Максимпа амӑшӗ Тамара Шатаева шухӑшланӑ тӑрӑх, сӗтел ҫине хамӑр ял хуҫалӑхӗнче туса илнӗ продукцие хумалла. Алия Манинова, вӑл 1-мӗш класра кӑна вӗренет, малти вырӑна йышӑннӑ. Вӑл ӳкерчӗкре хӑйӗн ялне сӑнланӑ. Конкурса хутшӑннӑ тепӗр 4 ачана та Чӑваш Енри пысӑк предприятисем парнесемпе хавхалантарнӑ. Вӗсем пурте ЧР Элтеперӗн елкине кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнче ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем Мускавран Шупашкара килекен автобуса чарнӑ. Пакунлисем салона тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Салонра алкоголь шӗвекӗсем тупнӑ: шурӑ эрех, коньяк. Унта паллӑ мар ҫӗрте каларнӑ спирт шӗвекӗ те пулнӑ. Водительтен эрех докуменчӗсене ыйтнӑ – спиртла шӗвек суя маррине ӗнентерекен хут пулман унӑн. Полицейскисем автобусра пулнӑ 405 литр эрехе туртса илнӗ. Халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, эрехе экспертизӑна янӑ. Палӑртса хӑвармалла: кӑҫал полицейскисем 900 ытла литр эрех, 13 пин «фанфурик» туртса илнӗ. Ку пӗтӗмпе 169 пин тенкӗлӗх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче кинотеатр тата культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Халӗ ҫӗрпӳсем пахалӑхлӑ кино курма пултарӗҫ. Сасси те лайӑх пулӗ. «Асам» кинозал культура аталанӑвӗн центрӗнче уҫӑлнӑ. Кинозалта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, ҫемҫе креслӑсем лартнӑ. Ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туянмашкӑн 5 миллион тенке яхӑн тӑкакланӑ. Укҫа-тенке Кино фончӗ уйӑрнӑ. Фонд 100 пин ытла ҫын пурӑнман пӗчӗк хуласенче кинозалсене ҫӗнетмешкӗн укҫа уйӑрать. Кинозала чи малтан шкул ачисем килнӗ. Вӗсем Раҫҫейре ӳкернӗ «Снежная королева 3: Огонь и лед» фильм пӑхнӑ. Ял ҫыннисемшӗн тата районшӑн ку тахҫантанпах кӗтнӗ пулӑм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Автобус уҫҫи алӑра Муркаш районӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулти ачасене Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗнӗ автобус панӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитета иртнӗ ҫул 4 шкула автобус килнӗ, кӑҫал — 20. Районтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобусшӑн ку тӑрӑхри 58 шкул ачипе шкул ҫулне ҫитмен 30 ача хытах хавасланнӑ. Автобус уҫҫине шкул директорне Л.Н. Кудашована Чӑваш Енӗн Гражданла оборона тата инкеклӗ ӗҫсем енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи В.И. Петров панӑ. Ачасем хӑтлӑ условире вӗренччӗр, шкулсем ҫӗнелччӗр тесе республикӑра нумай тунине палӑртса хӑварнӑ вӑл. Унтан цифрӑсем илсе кӑтартнӑ: республикӑри 336 шкул автобусӗ 651 маршрутпа ҫӳрет, 1135 ялти 12 пин ачана турттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ ҫул умӗн ӗҫре палӑрнисене чысланӑ. Вӗсене ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртне йыхравланӑ. Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнче ӗҫлекен Валентина Романова хӑйӗн ӗҫне хакланӑшӑн савӑннӑ. Наградӑна Шупашкарти агрегат савутӗнче вӑй хуракан Владимир Мастеров та тивӗҫнӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК ӗҫченӗсене Владимир Неверова, Виктор Степанова та Ҫӗнӗ ҫул умӗн савӑнтарнӑ. Вӗсем те чыславра пулнӑ. Владимир Юрьевич телекуравра 20 ҫул ытла ӗҫлет. Ҫак тапхӑрта вӑл лайӑх енчен ҫеҫ палӑрнӑ. Виктор Степанов вара яланах камера хыҫӗнче тӑрать, кунашкал награда панине те вӑл пӗрре мар ӳкернӗ. Халӗ хӑй те ав чысланисен йышӗнче пулнӑ. Хисеплӗ наградӑна, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена, ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев та тивӗҫнӗ. Финанс министрӗ Светлана Енилина та ҫак орденлӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нумаях пулмасть «Ирӗклӗх» общество организацийӗн хастарӗсем ЧР Элтеперӗ патне ҫыру янине, вӗсем Чӑваш Енре ӳкернӗ документлӑ фильмсене, халӗ ЧР Электрон тата кинождокументаци архивӗнче упранаканскерсене, тӗнче тетелне вырнаҫтарма ыйтнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Хастарсем «Страна Чувашия» документлӑ лентӑна, «Спящая роща» илемлӗ фильма тата ыттисене ҫынсем курччӑр тесе ыйтнӑ. «Ирӗклӗх» ҫырӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав фильмсем архивра тусан пуҫтарса выртаҫҫӗ. Ҫак кунсенче хастарсен ҫырӑвне ЧР Культура министерстви хуравланӑ. Унти тӳре-шаран шухӑшӗпе, ҫав фильмсене тӗнче тетелне вырнаҫтарма юрамасть. Культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов ҫырӑва хуравланӑ май ҫапла палӑртнӑ: Патшалӑх архивӗ ыркӑмӑллӑх мероприятийӗсене, ҫавра сӗтелсем, семинарсем ирттернӗ чухне ку фильмсемпе усӑ курать. Кунсӑр пуҫне ҫак кинофильмсем «Чувашия. Кинематограф. Из века в век» мультимедийлӑ кӑларӑма кӗнӗ. Грантпа килӗшӳллӗн, ку кӑларӑма республикӑри вулавӑшсене парӗҫ, унта ачасем вӗренӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Курни — пӗрре, тытса пӑхни — тепре Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Елчӗк районӗнчи сӗт-ҫу тирпейлекен савутра пулнӑ. Акционерсен обществин учредителӗ Руслан Каштанов пилӗк ҫул хушши ӗҫлемесӗр тӑнӑ завода ҫӗнӗрен вӑй илтерме май килнине пӗлтернӗ. Икӗ ҫул хушшинче завода пӗтӗмпех ҫӗнӗрен тирпейлесе хута янине палӑртнӑ вӑл. Тавар сивӗтмелли ятарлӑ хатӗр те туяннине асӑннӑ. Савут кулленех сӗт, турӑх, хӑйма, ҫу, тӑпӑрч тата сыр тирпейлесе кӑларать. Предприятире 31 ҫын тӑрӑшать. Таварсене республикӑри ача пахчисене, ытти ҫӗре ӑсатаҫҫӗ. Елчӗксен ҫимӗҫӗ Мускавра тата Тутарстан Республикинче те тавар анлӑн сарӑлнӑ. «Предприятисем производство валли ҫӗнӗ хатӗрсем туянаҫҫӗ пулсан 30 процентне субсиди мелӗпе куҫаратпӑр. Сыра халӑх юратать. Сирӗн тӗллев — лайӑх бизнес-план хатӗрлесси», — тенӗ Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.