Ӑслӑлӑх
![]() Наум Урхи чӗлхеҫӗ, тӑлмач, фольклорист Ыран, раштавӑн 6-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Чувашская литературная норма и речевая практика» (чӑв. Чӑваш литературин виҫи тата калаҫу практики) ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ ирттерет. 14 сехетре пуҫланакан мероприятие Наум Андреев (Урхи) чӗлхеҫӗ, тӑлмач, фольклорист, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Наум Андреевич 1891 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче ун чухнехи Етӗрне уесӗнче, хальхи Элӗк районӗнчи Ехремкассинче ҫуралнӑ. 1984 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче куҫне хупиччен вӑл чӑваш чӗлхине самай тӗпченӗ. Чӗмпӗрти арҫынсен гимназине 1913 ҫулта вӗренсе пӗтернӗскер 1968 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнче экстерн мелӗпе экзамен тытса аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен дипломлӑ пулса тӑнӑ. 1920 ҫултан пуҫласа «Сунтал», «Ҫӗр ӗҫлекен», «Чӑваш ялӗ» журналсенче, «Канаш», «Ҫамрӑк хресчен» хаҫатсенче, кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. Тӗп куҫару комиссийӗн пайташӗ те пулнӑ. 1940–1943 ҫулсенче вӑл ЧАССР Аслӑ Канашӑн Президиумӗнче, 1944–1956 ҫулсенче хальхи гуманитари институтӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри делегаци Пушкӑрт ҫӗрӗ ҫинче Раштавӑн 2-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ ятпа поэзи уявӗ иртнӗ. Мероприятие Шупашкартан ЧР Культура министерствин этноконфесси хутшӑнӑвӗсен пай пуҫлӑхӗ Лидия Филиппова ертсе пыракан делегаци тухса кайнӑ. Чӑвашри йыш «Ухсай вулавне» хутшӑннӑ. Мероприяти вӑхӑтӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи шкулсенчи учительсемпе видеоҫыхӑну мелӗпе хутшӑнса илме те май тунӑ. Аслӑ поэтӑн ҫӗрӗ ҫинче пулнисем унӑн палӑкӗ патне чечек хунӑ, Яков Ухсай музейне кӗрсе тухнӑ, Слакпуҫӗнчи Культура ҫуртӗнче иртнӗ «Яков Ухсай – халӑх поэчӗ» уявра пулнӑ. Унта вырӑнти хастарсем те кӑмӑлтан хутшӑннӑ. Каҫхине Пелепейри Культура ҫуртӗнче поэтӑн 105 ҫулхи ячӗпе концерт иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Пӑкӑран ӑсталанӑ карта Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ялӗнчи Шурновсен карти тӗрлӗ мультфильмри, юмахри сӑнарсемпе капӑрланнӑ. «Йытӑ, кушак, автан, акӑш, дельфин... Кама кӑна «чӗртмен-ши» Шурновсем ҫемйи?», — вырӑна ҫитсе курнӑ хыҫҫӑн ҫапларах хыпарланӑ «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Ирина Кошкина. Карта тӑршшӗ — 13 метр. Пӗр тӑваткал метрне тума 900-е яхӑн пӑкӑ тӑкакланнӑ. Пластмасса кӗленчен пӑккисенчен карта тытас ӗҫе ҫемье пуҫӗпех кӳлӗннӗ. Пӗри хурласа: «Аташатӑн ҫав», — тесе пӗтернӗ пулсан ӗҫӗ те каяс ҫукчӗ. Хӑйне евӗр картана Шурновсен 30 ҫулти хӗрӗ кӑна мар, унӑн йӑмӑкӗ те, ашшӗпе амӑшӗ те, мӑшӑрӗ те кӳлӗннӗ. Ҫулла вӗсен килӗ ҫумӗнче искусствӑлла пальма ларать. Тӗрӗссипе, хӗлле те хӑй вырӑнӗнчех-ха вӑл. Унсӑр пуҫне, Ҫӗнӗ ҫул умӗн вӗсем Хӗл мучи лартаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев__ Общество палатин ҫӗнӗ пайташӗсем тӗлӗшпе алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗ должноҫе тӑватӑ ҫынна лартнӑ. Чӑваш Республикинчи ҫамрӑксен «Ҫамрӑк социаллӑ технологисем» общество организацийӗн представителӗ тивӗҫне Роман Васильева шаннӑ. Чӑваш Республикинчи «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗ» общество организацийӗн президенчӗн пуканне Нина Смирнова йышӑннӑ. «Куҫ курманнисен спорчӗн федерацийӗ» общество организацийӗн республикӑри уйрӑмӗн председателӗ Дмитрий Фадеев пулӗ. «Эйм-Инвест» акционерсен уҫӑ обществин генеральнӑй директорӗн пулӑшуҫи Иосиф Шакуров пулӗ. Халӗ Чӑваш Енри Общество палатин тулли списокне хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енре саккуна пӑсса пассажирсене турттаракан водительсене тупса палӑртас енӗпе рейд ирттернӗ. Ҫак вӑхӑтра патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем 1518 автобуса тӗрӗсленӗ. Мероприятие ирттернӗ вӑхӑтра водитель айӑпӗпе ҫул ҫинче пӗр инкек пулнӑ. Унта пӗр ҫын суранланнӑ. Рейд вӑхӑтӗнче патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем рейса ҫула тухнӑ чухне паракан хутсӑр ҫӳренӗ 11 водителе тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмпе автобус водителӗсен тӗлӗшпе 169 административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн вӗсене тӳрлетме сакӑр хушу хучӗ панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫамрӑк усламҫӑсене грантпа хавхалантарасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Ӑна 20 ҫамрӑк тивӗҫме пултарӗ. Грант 50 пин тенкӗпе танлашӗ. Ку укҫа ҫамрӑксене услампа ӗҫлеме хавхалантарасса, пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсем нумайланасса шанаҫҫӗ. Гранта пӗр хутчен парӗҫ. Сӑмах май, 2012 ҫултанпа республикӑра «Эсӗ – усламҫӑ» программа ӗҫлет. Проектпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре пурӑнакан 14-30 ҫулсенчи 5000 ытла ҫамрӑк вӗреннӗ. Пирӗн республикӑра 100 бизнес-проект хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енре коммуналлӑ такаксемшӗн тӳлев ӳсесси пирки каллех пӗлтерчӗҫ. Ку сивӗ шыв хакӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ. Чӑваш Ен ЖКХ тӳлевӗ хӑпарас енӗпе Раҫҫейре ТОП-10 регионсен йышне кӗнӗ. Кун пирки ИА Регнум пӗлтерет. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗпе танлаштарсан, кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче ЖКХн потребитель тарифӗн индексӗ 6,9 процентпа танлашнӑ. Севастопольте, Крымра, Питӗрте, Якутире, Чулхула, Омск, Мурманск облаҫӗсенче, Мускав хулинче ку индекс тата пысӑкрах. Чӑваш Енре шыв хакӗ 22,2 процент хӑпарӗ. ЖКХ хакӗсем хӑпарас енӗпе пирӗн республика 4-мӗш вырӑнта. Чи малта – Севастополь, Крым тата Чулхула облаҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш раойнӗнчи организацисенчен пӗринче ӗҫлекен кадастр инженерӗ суя сведенисем кӗртнӗ. Кӑлтӑка Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ асӑрханӑ. Межевани планне тӗрӗс мар шӑрҫаланӑ специалиста РФ Административлӑ йӗрке пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 14.35 статйин 4-мӗш пайӗпе айӑпласа административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Патшалӑх регистрацийӗ тутарма Муркаш районӗнчи ҫав хут кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче ҫитнӗ. Унта ҫӗре «Ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ» тесе кӑтартнӑ. Анчах вӑл лаптӑк ҫинче автозаправка станцийӗ ларнӑ, тепӗр майлӑ каласан унта нимле майпа та акса-лартса тӑваймӑн. Регистрацилекен органа тӗрӗс мар хут хатӗрлесе панӑ инженер ӗҫне республика прокуратурине ярса панӑ. Административлӑ ӗҫе суд пӑхса тухса кадастр инженерне 30 пинлӗх штрафланӑ. Сӑмах май, кӑлтӑкпа ӗҫлекен специалистсем унччен те пулнӑ. Маларах прокурорсем административлӑ 7 ӗҫ пуҫарнӑ. 3 ӗҫ Росреестрӑн республикӑри управленийӗнче выртать, вӗсемпе те ҫывӑх вӑхӑтра татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш пуканисем синтепонран та хитре пулаҫҫӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тралькассинчи Культура ҫуртӗнче тӑрӑшакан ҫамрӑк хӗрарӑм чун канӑҫне пуканесенче тупнӑ. Ачалӑхри йӑли-йӗрки, пуканепе вылясси, иртсе пӗтменнишӗн мар. Лилия Жукова синтепонран пуканесем хӑй аллипе ӑсталать. Тем тӗрли хушшинче чӑваш тумне тӑхӑннисем те пур. Ал ӑсти асӑннӑ районти Турханта ҫуралса ӳснӗ, халӗ вӑл Тралькассинчи Культура ҫуртӗнче методистра тӑрӑшать. Унта тимленипе пӗрлех ӳркенмен хӗрарӑм общество ӗҫне те хастар хутшӑнать. Ун патӗнче хӑнара пулса хавхаланнӑ «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» ҫырнӑ тӑрӑх, «хӑш-пӗр ҫын ӑшӑ кӑмӑлӗпе, хавхаланӑвӗпе, ӗҫченлӗхӗпе палӑрса тӑрать. Вӗсен ӑсталӑхӗнчен, ҫаврӑнӑҫулӑхӗнчен тӗлӗнсе пӗтереймӗн. Лайӑх тӗслӗх ыттисенче те ырӑ вӑрлӑх шӑтарасса шанас килет». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() «Чувашавтодор» (чӑв. Чӑвашавтоҫул) акционерсен уҫӑ обществине ҫул юсама шанман. Кун пирки нумаях пулмасть Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ. Унтан та ытларах — монополипе кӗрешекенсем асӑннӑ предприятие таса чунлӑ мар поставщиксен (подрядчиксен, ӗҫ пурнӑҫлакансен) списокне кӗртнӗ. Ҫирӗп утӑма тума службӑна акционерсен обществи иртнӗ ҫулхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче алӑ пуснӑ контракта юсассин условине самай пӑсни хистенӗ. Ку ыйтӑва республикӑн Арбитраж судӗнче те пӑхса тухнӑ, «Чувашупрдор» (чӑв. Чӑваш Енӗн ҫул-йӗр управленийӗ) хысна предприятийӗпе пӑхса хӑварнӑ контракта татма йышӑннӑ. Ӗҫе вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫламаннине кура «Чӑвашавтодор» «хура» списокра икӗ ҫул тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.