Политика
![]() РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Енӗн экс-полпречӗ Леонид Волков Владимир Путинран пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл унран хӳтлӗх ыйтать. Леонид Волков Владимир Путин патне ҫыру ҫырни пирки Регнум портал пӗлтерет. Унӑн хальлӗхе килтен ирӗк ыйтмасӑр тухма юрамасть. Шӑпах ҫавӑнта вӑл хӑйӗн адвокачӗ урлӑ Президент патне ҫыру ҫырнӑ. Леонид Волков ҫырура вӑл айӑплӑ маррине, преми парас схемӑна вӑл ку должноҫе ларичченех кӗртнине палӑртнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, такамсем унпа усӑ курса коррупципе кӗрешмелли плана тултарасшӑн. Аса илтерер: Леонид Волкова 2 миллион тенкӗ кӗсйине чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре пӗр талӑкра темиҫе пушар алхаснӑ. Вӗсенчен пӗринче 18 ҫулти ҫамрӑкӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Муркаш районӗнчи Шурча ялӗнче ҫулла пурӑнмалли икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Иккӗмӗш хут йӑлтах ҫунса кӗлленнӗ. Пӗрремӗш хутра вара, тӗпелте, газ баллонӗ сирпӗнсе кайнӑ. Ҫавна май иккӗмӗш хут урайӗ йӑтӑнса аннӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн 18 ҫулти каччӑн виллине тупнӑ. Ҫав кунах Улатӑрта ҫурт ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсем унтан 50 ҫулти кил хуҫине илсе тухнӑ. Ун чухне вӑл сывланӑ-ха, анчах васкавлӑ медпулӑшу ҫитсен чӗри тапма пӑрахнӑ. Кайран 25 ҫулти кӳршин виллине тупнӑ. Вӑл ун патне кӑнтӑрлах хӑнана пынӑ-мӗн. Икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе те следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Экспертсем хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, пушар пируса пула тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Раҫҫейре
Ҫемьере ача ҫурлани – пысӑк телей. Ашшӗпе амӑшӗ, тӑванӗсем ун валли хитре ят шыраҫҫӗ. Ара, хӑшӗ-пӗри ятран ҫыннӑн пурнӑҫӗ мӗнле пулассине ӗнентерет вӗт. Паллах, Настя, Маша, Даша, Саша, Дима, Андрей, Алексей, Николай, Евгений, Марина йышши ятсем халӗ анлӑ сарӑлнӑ. Анчах хӑшӗ-пӗри хӑйӗн ачине тӗлӗнмелле ят хурать. Чӑнах та тӗплӗн шухӑшласах тӑваҫҫӗ-ши ҫак утӑма? Хӑшӗ-пӗришӗн хӑйне евер ят кулӑшла пек туйӑнать… Тӗслӗхрен, Мускав ҫывӑхӗнчи Королев хулинче ашшӗпе амӑшӗ хӗрне Виагра тесе чӗнеҫҫӗ. Телейлӗскерсем ҫак ята мӗншӗн суйланине те ӑнлантарнӑ: пӗрремӗшӗнчен, ят илемлӗ, иккӗмӗшӗнчен, ача шӑпах ҫак препарата пула ҫут тӗнчене килме пултарнӑ, виҫҫӗмӗшӗнчен, вӗсем «ВИА Гра» ушкӑна питӗ кӑмӑллаҫҫӗ. Анат Тагилта вара Раҫҫейри никама пӑхӑнманлӑх кунӗнче пӗр ҫемьере хӗр ҫут тӗнчене килнӗ. Ашшӗпе амӑшӗ савӑннипе пӗчӗкскере Россия ят хунӑ. Кӗскен тата йӑлтах ӑнланмалла. Мускавра 1998 ҫултанпа хунӑ хӑйне евӗр ятсене тишкерсен ҫакӑ паллӑ: арҫын ачасене Дмитрий-Аметист, Матвей-Радуга, Николай-Никита-Нил, Граф, Дар, Иван-Коловрат, Меркурий, Кантогор-Егор, Март, Христамрирадос, Князь, Принц, Космос, Ангел, Ветер, Воля, Дельфин, Ярослав-Лютобор, Илья Богодар, Каспер Ненаглядный, Архип-Урал, Еремей Покровитель, Кит, Лука-Счастье, Саммерсет Оушен, Мононо Никита, Огнеслав, Будда-Александр, Господин, Мир ят хунӑ. |
Политика
![]() Эдуард Шемяков ЧР ШӖМ министрӗ Сергей Неяскин Шупашкарти ҪҪХПИ уйрӑмӗн пуҫлӑхне Эдуард Шемякова должноҫран кӑларнӑ. Темпе айӑпа кӗмен вӑл. Шемяков шалти ӗҫсен органӗсенче урӑх ӗҫе куҫать. Министр ку хушӑва паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ ӗҫри должноҫе вӑл ҫитес вӑхӑтра йышӑнӗ. Ун вырӑнне кам пуласси хальлӗхе паллӑ мар. Сӑмах май, Эдуард Шемяков Шупашкарти ҪҪХПИ уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енре ҫулсене юсакан тӗп организацие улӑштараҫҫӗ. «Чӑвашавтодор» текех республикӑри ҫулсене юсамӗ. «Чӑвашавтодор» юпан 1-мӗшӗнчен ҫулсене юсамасть. Ҫӗнӗ подрядчике чӳкӗн 1-мӗшӗччен тупасшӑн. Чӑваш Енри ҫул-йӗр пирки правительствӑра калаҫнӑ. Кӑҫал ҫулсене юсамашкӑн 4 миллиард тенкӗ ытла уйӑрнӑ, анчах 1\3 пайӗпе ҫеҫ усӑ курнӑ. Правительствӑра каланӑ тӑрӑх, ку темех мар. Чи кирли – ҫулсен пахалӑхӗ. Хальлӗхе 72 ҫухрӑм ҫула тата 170 картише юсанӑ. Кӗперсене юсас ӗнӗпе те нумай ӗҫлемеллине палӑртнӑ. Кӑҫал Пӑрачкав тата Вӑрнар районӗсенче кӗпер ишӗлнӗ. Республикӑра пӗтӗмпе 45 кӗпере юсама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата унӑн 38 ҫулти пӗлӗшӗ суд сакки ҫине ларӗҫ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен арҫын ӗҫ вӑхӑчӗн учет табельне суйса ҫырса пынӑ. Вӑл пӗлӗшӗ культура ҫуртӗнче тирпейлӳҫӗре ӗҫлет тесе палӑртнӑ. Ҫавна май лешӗ ӗҫ укҫи илнӗ. Ҫапла майпа муниципалитет хыснине 15 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Кунсӑр пуҫне пуҫлӑх ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсене следствие ун майлӑ калама ыйтнӑ. Лешсем хирӗҫлесен пуҫлӑх вӗсенчен пӗрне питӗнчен ҫутӑлтарнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта шӑв-шав ҫӗкленнӗ. Пепке кӗтекен, икӗ ача амӑшне (вӗсенчен пӗри сусӑр) хваттертен урама кӑларса ярасшӑн. Людмила Соломонова пурӑнакан хваттере Шупашкарти ҫар чаҫӗ туртса илесшӗн-мӗн. Руфина ҫул урлӑ каҫнӑ чухне машина айне лекнӗ. Амӑшӗ хӗрне виҫӗ ҫул ӗнтӗ зонд урлӑ ҫитерет. Ача ҫапса хӑварнӑ арҫын ирӗке амнистипе тухнӑ. Халӗ вӑл ҫемьене 500 пин тенке пӗчӗкшерӗн тӳлет. Людмила сахал тупӑшлӑ ҫемьесен йышне кӗрсе пурӑнмалли кӗтесе тивӗҫнӗ. Суд урлӑ. Администраци уйӑрса панӑ хваттер лайӑх лару-тӑрура пулман. Амӑшӗ юсав ӗҫӗсем тума тытӑннӑ. Халӗ хваттер питӗ илемлӗ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче ӑна суда чӗннӗ. Хваттер унӑн мар, ҫар чаҫӗн иккен. Ҫемьене хваттертен кайма ыйтнӑ. 2007 ҫулта ҫар ҫыннин ҫемйине кӑларса янӑ. Лешӗ ӑна приватизацилеме тӑнӑ-мӗн. Приставсем ку ӗҫе 7 ҫул тӑснӑ. 2014 ҫулта тинех хваттер пушаннӑ. Анчах ҫар чаҫне ӑна тавӑрса паман. Чиновниксем унта Соломоновсене пурӑнма янӑ. Ку лару-тӑру пирки ҫар ҫыннисем халӗ тин пӗлнӗ, хваттере пушатма ыйтнӑ. Хула администрацийӗ ҫар чаҫӗ кая юлнине ҫирӗплетет. Хваттер тахҫанах хула хыснине куҫнӑ. Суд ҫапла йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче яланхиллех М.Д.Михайлов ячӗллӗ опера фестивалӗ иртӗ. Кӑҫал вӑл чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пуҫланӗ. Фестиваль Дж.Вердин «Отелло» премьерипе уҫӑлӗ. Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкар ҫыннисем Ж.Бизен «Кармен» постановкипе киленме пултарӗҫ. Солистсем Михайловск театрӗн артисчӗсем пулӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Э.Сапаев ячӗллӗ Мари патшалӑх оперӑпа балет театрӗ «Любовь к трем апельсинам» постановка кӑтартӗ. Икӗ кунран Чулхалари патшалӑх академи оперӑпа балет театрӗ опера-мюзикл лартӗ. Раштавӑн 1-мӗшӗнче Удмурт Республикин артисчӗсем сцена ҫине тухӗҫ. Фестиваль хупӑннӑ кун сцена ҫине Раҫҫейри тата ют ҫӗршывсенчи паллӑ артистсем тухӗҫ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем те пулӗҫ. Дирижер ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Ольга Нестерова пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Пӳлӗм пулсан та – хӑвӑн «Мир квартир» (чӑв. Хваттерсен тӗнчи) портал Раҫҫейри ҫурт-йӗр хакне тишкернӗ. Хальхинче вӑл пӳлӗм сутса илме мӗн хака ларнипе кӑсӑкланнӑ. Шупашкара илсен, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пӳлӗмсен хакӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчен тытӑнса юпа уйӑхӗччен чакса пынӑ. Пӳлӗмӗн вӑтам хакӗ 679 пин те 559 тенкӗпе танлашнӑ. Пӳлӗмсем уйрӑмах йӳнелнӗ хула — Смоленск. Унта хак тӑхӑр уйӑхра 13,7 процент чакса 743 пине ҫитнӗ. Новосибирскра 12,2 процент йӳнелнӗ, Хабаровскра — 8,9%, Кисанта (Рязаньте) – 8,7%. Ҫапах та хаксем хӑпарнӑ хуласем те пур. Кунта — Воронеж (+7,8%), Сочи (+7,3%), Сургут (+6,9%), Чуллӑ Ҫыр (+6,8%) тата Ӗпхӳ (+6,4%). Мускаври пӳлӗме вӑтамран 3,1 миллионпа туянма пулать. Унта хак пӗр процента яхӑн кӑна чакнӑ. Сочинче те пӳлем хакӗ Мускаври пекех — 3 миллион тенкӗ. Питӗрти коммуналлӑ пӳлӗмшӗн вӑтамран 1,6 миллион тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Олег Цыпленков Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери премие Ольга Тургайпа Олег Цыпленков тивӗҫнӗ. Ольга Тургая чӑваш прозине тата журналистикине аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, «Лауреаты Международной премии имени Михаила Сеспеля» (чӑв. Михаил Ҫеҫпӗл ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери преми лауреачӗсем) кӑларӑма хатӗрлесе пичетленӗшӗн тата чӑваш театр ӳнерне аталантарма пулӑшнӑшӑн преми тивӗҫнӗ. Олег Цыпленкова республикӑри ҫамрӑксене патриот воспитанине парассипе чылай ҫул ӗҫленӗшӗн, тӑван халӑхӑмӑр аваллӑхра пурӑннӑ вырӑнсене илсе кайса ҫӳренӗшӗн, чӑваш кинематографне аталантарнӑшӑн суйласа илнӗ. Ҫеспӗл Мишши премине 1966 ҫулта ҫирӗплетнӗ. 50 ҫул каялла йышӑннӑ премин пӗрремӗш лауреачӗсем — Леонид Агаков ҫыравҫӑ, Юрий Збанацкий украина ҫыравҫи (вӑл «Ҫеҫпӗл» роман ҫырнӑ), Чӑваш академи драма театрӗн артистки Нина Григорьева. Премие вӗсем 1967 ҫулта тивӗҫнӗ. 1996 ҫултанпа Ҫеҫпӗл Мишши премине Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх фончӗ валеҫет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |