Чӑвашлӑх
![]() Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Мускавра чӑвашсем пысӑк уявне паллӑ тӑвӗҫ. «Хӗрлӗ Октябрь» культура керменӗнче наци уявне «Кӗр сӑрине» пухӑнӗҫ. Унта пурне те хапӑлласах кӗтеҫҫӗ. Чӑваш артисчӗсем юрри-ташшипе савӑнтарӗҫ. Уявра Чӑвашра туса кӑларнӑ апат-ҫимӗҫе те тутанма май пулӗ. Сӑмах май, Мускаври чӑвашсем ку уява ҫулленех паллӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ. «Кӗр сӑри» ҫӳлерех асӑннӑ культура керменӗнче 15 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Элӗк районӗнчи Элеккӗнушкӑнь ялӗнче юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫӗрле лавккана ҫаратнӑ. Сентресем ҫинчен апат-ҫимӗҫ, эрех-сӑра, пирус ҫухалнӑ. Ку ӗҫе кам тунине тӳрех тупса палӑртнӑ. Ҫак ялтах пурӑнакан 54 ҫулти арҫын хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тума хатӗрленнӗ-мӗн. Ӗҫмелли-ҫимелли туянса укҫа пӗтермен — кайнӑ та лавкка ҫаратнӑ. Ҫаратнӑ лавккана полицейскисем Аза ятлӑ йытӑпа тӑрӗсленӗ. Вӑл шӑршӑпа шӑпах ҫав арҫын патне илсе ҫитернӗ. Лешӗ вӑрланӑ япаласене кил картишӗнчи ҫӑла пытарнӑ. Халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Палӑртмалла: унччен те вӑл судпа айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Канаш районӗнче кӗҫех нумай ачаллӑ виҫӗ ҫемье ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫӗ. Районта икӗ ҫулта 7 ҫӗмье ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкинче савӑннӑ ӗнтӗ. Нумай ачаллӑ Татьяна Николаева ҫӗнӗ ҫурта пӑхса ҫаврӑннӑ. Ку ҫурта ҫу уйӑхӗнчех хӑпартма тытӑннӑ. Пӳртре йӑлтах пур: канализаци, газ, шыв. Ҫӑл та картишрех. Ҫурта юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче ӑшӑтма тытӑнӗҫ. Ун чухне Николаевсем ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки тума пултарӗҫ. Хальлӗхе ҫемье хунямӑшӗ патӗнче пурӑнать. Ҫемьере тӑхӑр ҫын: упӑшкипе иккӗшӗн пилӗк ача, хунямӑшӗн тата мӑнук пур. Пысӑках мар ҫуртра, паллах, хӗсӗкрех. Ҫурт ҫумӗнче пахча та пур. Ҫурта ял хӗрринче мар, варринче хӑпартни те савӑнтарать ҫемьене. Унччен унта ватӑ хӗрарӑм пурӑннӑ. Вӑл вилсен вырӑнти влаҫ ун вырӑнӗнче ҫӗннине хӑпартнӑ. Вӑрӑмпуҫ ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьене пӗрремӗш хут ҫурт туса панӑ тӗслӗх ку. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Иркутскри чӑвашсем Чӳклеме ирттернӗ Иркутск чӑвашӗсем Чӳклемене иртнӗ уйӑх вӗҫӗнчех ирттернӗ-ха. Анчах хыпарне халӗ кӑна пӗлтӗмӗр. «Чӳклеме» ача-пӑча уявне йӗркеленӗ май унти хастарсем ҫулҫӑран тӗрлӗ япала ӑсталассипе маҫтӑр-классем йӗркеленӗ. Ку ӑсталӑха вӗсем хӑлхасӑр тата начар илтекен ачасен 9-мӗш номерлӗ тӳрлетӳ шкулӗнче вӗренекенсене хӑнӑхтарнӑ. Уява ирттерме Иркутск хула администрацийӗ те пулӑшнӑ. Мероприятие Европа ҫурчӗ текен ҫуртра йӗркеленӗ. Унта «Школа Межнационального общения» (чӑв. Нацисем хушшинчи хутшӑну шкулӗ) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май пуҫтарӑннӑ. Уявра чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе паллашнӑ, чӑваш апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхнӑ, чӑвашла ташлама вӗреннӗ, усал-тӗселтен хӳтӗлеҫҫӗ тесе тӑван халӑхӑмӑр епле хӳтӗленни пирки те каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Павел Кайсаров паттӑрлӑхӗшӗн наградӑна тивӗҫнӗ. Вӑл хӗре каччӑ мӑшкӑлласран ҫӑлнӑ, преступнике шыраса тупма та пулӑшнӑ. Стефания ҫав куна чунне ыраттарса аса илет. Каччӑ, 20 ҫултискер, ӑна тапӑннӑ та ҫӗре йӑвантарнӑ. Халӗ лешӗ следстви изоляторӗнче ларать. Преступлени иртнӗ вырсарникун Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. Ҫав урамра ҫын нумай утать. Хӗр киле ҫурҫӗр иртни 2 сехетре таврӑннӑ. Ҫул ҫинче ӑна йӗксӗк тапӑннӑ. Хӗр кӑшкӑрсан каччӑ ӑна мӑйӗнчен пӑвма хӑтланнӑ. Юрать, хӗршӗн ҫак пӑтӑрмах ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ. Павел Кайсаров ҫав вырӑна ӑнсӑртран лекнӗ. Малтан килне урӑх ҫулпа кайма шухӑшланӑ. Хӗр кӑшкӑрнине илтсен Павел чупса пынӑ, йӗксӗке илсе ывӑтнӑ. Лешӗ малтанах хӗрӗн савнийӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Анчах хӑранипе часах тарса ҫухалнӑ. Павел Стефанийӑна килне ӑсатнӑ. Хӗр кайран полицие чӗннӗ. Преступление часах уҫӑмлатнӑ. Каччӑ унччен те суд сакки ҫине ларнӑ-мӗн. Павел Кайсарова вара полицейскисем чысланӑ. Вӑл ҫав каҫ урӑхла пулма пултарайман… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Етӗрне районӗн хаҫачӗ «Ӗҫ ялавӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, район пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин должноҫран кайнӑ. Хӑй ӗҫ вырӑнне хӑварасси пирки вӑл депутатсен пухӑвӗнче каланӑ. Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче депутатсем планра палӑртман пуху ирттернӗ. Сӑлтавӗ те пулнӑ: влаҫ улшӑнать. Район пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Владимир Кузьмин ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каяссине пӗлтернӗ. Должноҫран кӑларма ыйтса вӑл заявлени ҫырнӑ. Пур депутат та унӑн йышӑнӑвӗпе килӗшнӗ. Халӗ Етӗрне район пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пӗрремӗш ҫум Владимир Семенов вӑхӑтлӑх пурнӑҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() «Контактра» халӑх тетелӗнче Мария Савельева пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти «Акконд» хапрӑк канихветне Германире сутаҫҫӗ. Йенӑри «Колобок» пельменнӑйӗнче «Леди День» канихвета тӑватӑ штукне 2 евро та 30 центпа туянма пулать. Шупашкарти паллӑран та паллӑ кондитер хапрӑкӗ Китайра лавкка уҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, «Акконд» кондитер фирми Шанхайра «SIAL China» ятпа иртнӗ апат-ҫимӗҫ куравӗ хыҫҫӑн хӑйне валли ҫул уҫнӑ. Китайри Суйфэньхэ провинцире Шупашкарти кондитерсем хӑйсен фирма лавккине кӑҫал ӗҫлеттерсе янӑ. Суту-илӳ точкине фирма франшиза мелӗпе (хрантсус чӗлхинчен чӑвашла кӑнттамрах куҫарсан ку сӑмаха енсем калаҫса татӑлни теме юрать) уҫнӑ. «Акконд» тӗнче шайне пӗлтӗртенпе тухма пуҫланӑ. Ун чух вӑл Таджикистанра икӗ лавкка уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пурнан пурнӑҫра сиксе тухакан ыйтусене уҫӑмлатма Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗнче социаллӑ тата консультаци пулӑшӑвӗ кӳрекен уйрӑм йӗркеленӗ. Унта пыракансене уйрӑм специалисчӗсем учреждени кӳрекен пулӑшу ҫинчен каласа кӑтартнипе пӗрлех ыйтӑм та йӗркелеҫҫӗ, кирлӗ специалистсем патне яраҫҫӗ. Ыйтӑва центрта татма май ҫук чухне пулӑшу шыраса ӑҫта каймаллине ӑнлантараҫҫӗ. Уйрӑм специалисчӗ Людмила Шубина пӗлтернӗ тӑрӑх, кашни ҫынпа унӑн кӑмӑл-туйӑмне кура калаҫма тивет. Теприсем чуна уҫма васкамаҫҫӗ, апла пулин те вӗсен чун ыратӑвне ӑнланма тӑрӑшмалла. Социаллӑ тата консультаци пулӑшӑвӗ кӳрекен уйрӑмран ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 969 ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Хӑшӗсене специалистсем киле ҫитсех сӗнӳ-канашпа пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Валерий Раштав Валерий Раштав поэта Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, унчченхи пухура чӑваш парламентне ертсе пынӑ Юрий Попов тата Фарида юрӑҫ пӗр шухӑшлӑ пулса ноутбук парнеленӗ. Студент чухнех сарӑмсӑрланса юлнине пула унтанпах вырӑнпах выртакан Валерий Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртне лекнӗ. Шӑпа унта ҫитернӗ пулин те поэт чунлӑскерен аллинчен хутпа ручка каймасть. Пӗлтӗр чӑваш литературин ҫӳлӗкӗ Валерий Самойлов-Раштавӑн юрра хывӑннӑ сӑввисен пуххипе, ӑна «Телей кайӑкӗ» ят панӑ, пуянланнӑччӗ. Валерий Раштав маларах «Шухӑша вӗҫтереймӗн ҫилпе» ятпа кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Ӑна Валерий Самойловӑн университетра пӗрле вӗреннӗ тусӗсем парнелӗх кӑларнӑ. Поэт патӗнче юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Юрий Попов тата Валерий Раштав сӑввисемпе кӗвве хывнӑ самай юрра шӑрантаракан Фарида пулнӑ. Чӑваш Енӗн Ҫыравҫӑсен союзӗн пайташне вӗсем ноутбук парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ӑмӑртӑвӑн пӗлтӗрхи анонсӗ Кӑсалхи раштав уйӑхӗн 9–11-мешӗсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн хӗрарӑм-кӗрешӳҫӗсен уҫӑ ӑмӑртӑвне пуҫтарӑнмалла. Сӑмах май каласан, пӗлтӗр те ӑна ҫав кунсенчех ирттернӗччӗ. Нумаях пулмасть Мускавра РФ спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗнче йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна федерацин вице-президенчӗ Омар Мурузалиев ертсе пынӑ. Хатӗрленӳ ыйтӑвӗсене сӳтсе явма республикӑн правительствинчен спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Яковлев хутшӑннӑ. Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫенсе илессишӗн кӗрешме килӗшекен хӗрарӑмсене хавхалантарма парне фондне 80 пин доллара яхӑн пӑхса хӑварнӑ. Вӑй виҫекенсен ӑмӑртӑвӗ «Шупашкар Арена» пӑр керменӗнчи хӑтлӑ залра иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |