Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче уй-хирти хӗрӳ ӗҫ малалла пырать. Ӗнер ӗҫе правительство пайташӗсемпе Михаил Игнатьев Элтепер ирттернӗ канашлура тишкернӗ. Тунти кун тӗлне республикӑра 84,4 пин га ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче пӑрҫа тата пӗрчӗллӗ культурӑна ҫулса пӑрахнӑ. Ҫакӑ планран 30 процент шутланать. Вӑтамран тухӑҫ пӗр гектартан 28,4 центнер тухать. Кунне вӑтамран республикӑра 7,1 пин гектар ҫинчен тырӑна тӗшӗлесе кӗртеҫҫӗ. Вырмара пурӗ 642 комбайн ӗҫлет. Ҫӗр улмине пухса кӗртес ӗҫ те пуҫланнӑ. Республикӑри 8 муниципалитетра тытӑннӑ. Пахча-ҫимӗҫе республикӑра 5 районта пурӗ 34 га пуҫтарса илнӗ. 12 муниципалитетра пурӗ кӗрхи культурӑна 2,8 пин гектар акса хӑварнӑ. «Палӑртма кӑмӑллӑ, Елчӗк районӗнче уй-хир ӗҫне ҫуррине пӗтернӗ те. Кӑтарту вӗсен чи лайӑххи — 52 процент. Вӗсем ир пуҫласа кунӗ-ҫӗрӗпе уйра, ыттисен ырӑ тӗслӗх илмелле», — тесе каланӑ Чӑваш Ен Элтепрӗ Михаил Игнатьев. Республикӑра кая юлса пыраканнисем: улатӑрсем, хӗрлӗ чутайсем, муркашсем, куславккасем, сӗнтӗрвӑррисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |