|
Персона
![]() Татьяна Акимова биатлонистка Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳссе биатлон енӗпе тӗнче шайӗнче ят ҫӗнсе илнӗ Татьяна Акимова ҫитес ҫулхи Олимпиадӑна хутшӑнайӗ. Хыҫа юлнӑ биатлон тапхӑрӗ уншӑн ӑнӑҫлӑ пулчӗ. Тӗнче кубокӗнче вӑл икӗ хутчен медале (ҫав шутра ылтӑн та пур) тивӗҫрӗ, Тӗнче чемпионатӗнче хутӑш эстафета командинче бронза лекрӗ. Ҫак эрнере Татьяна Акимована Олимп вӑййине хатӗрленмелли хӗрарӑмсен биатлон командине кӗртнӗ. Раҫҫей спортсменкисенчен йышра ҫавӑн пекех — Екатерина Юрлова-Перхт, Ирина Старых, Дарья Виролайнен, Виктория Сливко, Светлана Миронова, Ирина Услугина тата Ольга Подчуфарова. Нумаях пулмасть Татьянӑна тата унӑн мӑшӑрне Вячеслава (вӑл та биатлонист) Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев йышӑннӑччӗ. Пӗлтерер, 2018 ҫулхи Олимпиада Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчхан хулинче нарӑс уйӑхӗн 9–25-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «ЮТВ» телеканалӑн тӗп редакторӗ тӗлӗшпе Роскомнадзорӑн республикӑри управленийӗ административлӑ протокол ҫырнӑ. Хӑй укҫипе уйрӑм ҫын тытса тӑракан телеканала надзор органӗ «О защите детей от информации, причиняющей вред их здоровью и развитию» (чӑв. Ачасен сывлӑхне тата аталанӑвне сиен кӳрекен информацирен хӳтӗлесси) федераци саккунне пӑснӑ тесе йышӑннӑ. Телеканал ӗҫне Роскомнадзорӑн управленийӗ пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗччен сӑнаса тӑнӑ. Маларах асӑннӑ саккунсӑр пуҫне Раҫҫейӗн Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин 2012 ҫулхи 202-мӗш номерлӗ приказӗ вӑл те ку кӑларӑм хӑш ҫулхисем валли пулнине кӑтартмалли пирки калать. Анчах «ЮТВ» телеканалӑн ҫак енӗпе кӑлтӑк тупӑннӑ: вӑл пур чухне те ӑна пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти музей комплексӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти музей комплексне ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пыма тытӑннӑ. Ӑнланнӑ тӑрӑх, сӑмах историпе ӳнер музей комплексӗ пирки пырать. Унӑн пуҫлӑхне Александр Ильина ӗҫрен кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти музейпа Нина Глотова «хуҫаланӗ». Рита Кириллова журналист Фейсбукра тӗлӗнсе ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ пуҫлӑх юлашки ҫулсенче Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Музейра вӑл нихӑҫан та ӗҫлемен: пуҫламӑш классене вӗрентнӗ, шкул тулашӗнчи ӗҫе йӗркеленӗ, Шупашкарта КПСС райкомӗнче инструкторта тӑрӑшнӑ, хула комитетӗнче агитаципе пропаганда пайӗнче консультант пулнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче педагогика пӗлӗвӗ илнӗскер юлашки ҫулсенче тивӗҫлӗ канура. Журналиста пуринчен ытла тӗлӗнтерни музея ертсе пыма отрасльте ӗҫлемен ҫынна лартни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Михаил Ивановӑн пӗрремӗш альбомӗ Путишлерех ҫак тӗслӗхе Альбина Юрату Фейсбукра ҫырса кӑтартнӑ. Сӑмахне вӑл тивӗҫлӗ канури лӑпкӑ пурнӑҫа ырланинчен пуҫланӑ: «Ӑҫта каяс килет — каятӑн, мӗн чухлӗ ҫывӑрас килет — ҫывӑратӑн, кама ыталас килет — ыталатӑн... Никам та кӗвӗҫмест, арӑмсем те...», — тенӗ вӑл унта. Тӗп шухӑшӗ вара — Шупашкарти Ухсай ячӗллӗ Культура керменӗнче Михаил Иванов юрӑҫпа иккӗш хушшинчи пӗр пулӑм пирки. Альбина Юрату хӑй каланӑ тӑрӑх, Василий Филиппов композитора пула вӑл юрӑҫа ҫын умӗнчех чуптуса илнӗ. Тӗрӗссипе вара вӑл ӑна «Юратупа телей сунса» юрӑ альбомӗ пуҫласа тухнӑ ятпа саламланӑ. Сцена ҫинчех Альбина Юрату сӑвӑҫа шампань эрехӗ тыттарнӑ. Концерт хыҫҫӑн артистсемпе «ҫӑвас» тенӗ-мӗн те, анчах кӗленчене такам йӑкӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Шупашкарта 50 ҫул каялла хупнӑ масара тепӗр хутчен хупнӑ. Хулан тӗп пайӗнче 2А микрорайонта вырнаҫнӑ ҫӑвана (Гагарин, Ярмӑркка, Пионер, Калинин урамӗсен чиккинче вӑл) хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хупасси пирки постановление алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӑван пур территорийӗнче те пытарма юрамасть. Анчах ку виле ҫунтарнӑ кӗле пырса тивмест. Ӑна тӑванӗн вилтӑпри ҫине пытарма юрать. Анчах ҫакна тумашкӑн тӑван пулнине ӗнентерекен документ кирлӗ. Ку масара 2015 ҫулта строительсем микрорайона пӑхса ҫаврӑннӑ чухне тупнӑ. Кайран ҫакӑ паллӑ пулнӑ: ку ҫӑвана 1967 ҫулта Шупашкарти ӗҫ тӑвакан комитет хупнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() Ака уйӑхӗн 8–9-мӗшӗсенче Шупашкарта В.И.Чапаева асӑнса ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри турнир иртет. Унта ҫӗршыври 15 регионти ирӗклӗ кӗрешӳҫӗ хутшӑнӗ. Пирӗн республика чысне 40 спортсмен хӳтӗлӗ. Вӗсем малти вырӑна тухассишӗн сакӑр виҫе категорийӗнче тупӑшӗҫ. Арҫынсем те, хӗрарӑмсем те вӑй виҫӗҫ. Ӑмӑртура медальсен 16 комплектне выляттарӗҫ. Ҫӗнтурӳҫӗсене дипломпа, медальпе, парнепе — «Чапай» пӑхӑр бюстпа — хавхалантарӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна тухнӑ спортсмена «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята парӗҫ. Палӑртса хӑвармалла: турнир 50-мӗш хутчен ӗнтӗ Шупашкарти Олимп резервӗсен 5-мӗш спорт шкулӗн ятарлӑ залӗнче иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Статистика
![]() Чӑваш Енре миллионерсен йышӗ пысӑкланнӑ. Вӗсен тупӑшӗ 100 миллион таранах ҫитнӗ. Ҫакна Налук служби пӗлтӗрхи деклараци компанине малтанлӑха ҫирӗплетнӗ кӑтартусемпе калама пулать. Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне 1517 ҫын 1 миллион ытла тенкӗ ӗҫлесе илнине пӗлтернӗ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 1,5 хут нумайрах. 10-100 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ ҫынсен йышӗ 20 процент ӳснӗ. Пӗтӗмпе вӗсем — 18-ӑн. Тепӗр ҫын ҫулталӑкне 500 миллион тенкӗ таран тупӑш тунине кӑтартнӑ. Ҫынсем тупӑшӗ пирки отчет тӑратас кӑтарту та ӳснӗ. Кӑҫал 120 ытла деклараци тӑратнӑ ӗнтӗ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, нумайрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал хисеплӗ донорсем ҫулсерен тӳлекен укҫана илнӗ. Хальхинче ӑна республикӑра пурӑнакан 4133 ҫын тивӗҫнӗ. Хисеплӗ донорсене тӳлемелли укҫа федераци хыснинчен килнӗ. Пӗтӗмпе — 54,4 миллион тенкӗ. Кӑҫал тӳлев виҫи ӳснӗ, 13041 тенкӗпе танлашнӑ. Ҫак тӳлеве 40 хутчен юн е унӑн плазмине 60 хутчен тӳлевсӗр панӑ ҫынсем тивӗҫеҫҫӗ. Вӗсене «Раҫҫейри хисеплӗ донор» паллӑпа чыслаҫҫӗ. Хисеплӗ донорсем кирек хӑш вӑхӑтра та отпуска кайма, медицина пулӑшӑвне черетсӗр илме, санаторипе курорт сиплевне каймашкӑн ҫӑмӑллӑхлӑ путевка илме пултараҫҫӗ. Пӗлтӗр Чӑваш Енре «Раҫҫейӗн хисеплӗ донорӗ» ята 106 ҫын тивӗҫнӗ. Республикӑра кунашкал ҫынсем 12062-ӗн. Пӗлтӗр 11 пин ытла юн хатӗрленӗ, плазма — 1,7 пин литр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ ӗҫченӗсем Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче нелегалсене ӑнсӑртран чарнӑ. Саккуна пӑсса пирӗн ҫӗршыва килнӗ ҫынсене тытса чарнӑ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем автобуса Шӑхасан тӗлӗнче тӗрӗслес тесе чарнӑ. Унта вара — нелегалсем: сакӑр арҫын тата икӗ хӗрарӑм. Вӗсене документсене тӗрӗслес тесе чарнӑ. Вуннӑшӗнчен иккӗшӗн докуменчӗсем йӗркеллӗ пулман. Вӗсен тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Йӗрке хуралҫисем кунашкал профилактикӑна малашне те ирттерӗҫ. Ку Раҫҫейре саккуна пӑсса пурӑнакан ют ҫӗршыв ҫыннисене тупса палӑртма пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Тӑвай район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, паян райадминистраци пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке чиркӳ ҫыннисемпе «актуаллӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ». Муниципалитетӑн пӗчӗк залне чиркӳ ҫыннисемпе пӗрлех район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ. Кӗске те ытлашши уҫӑмлах хыпарпа паллашсан чиркӳ ҫыннисемпе тӳре-шара хайхисене ҫӗр парас тата религи тӗллевӗллӗ пурлӑха вӗсене куҫарас ыйтусене хускатнине ӑнланма пулать. Ку ыйтупа экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Любовь Берилло тухса калаҫнӑ. Объектсене регистрациленишӗн мӗн чухлӗ тӳлемеллине те уҫӑмлатнӑ. Ку ыйтупа нумай ӗҫ тӑвакан центр пуҫлӑхӗ Николай Перцев сӑмах илнӗ. Тӗлпулура прихутсемпе вӗренӳ учрежденийӗсем килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва та хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
