Хулара
![]() Шупашкарта ҫынсем пӑр ҫийӗн утаҫҫӗ. Шуса ӳксе аманакан та сахал мар. Уйрӑмах ҫурт картишӗсенче шуҫлак. Чылай ҫӗрте хӑйӑр хутӑшӗ сапаҫҫӗ-ха, анчах хӑш-пӗр вырӑнта нимӗн те тумаҫҫӗ. Управляющи компанийӗсем шуҫлак ҫулпа кӗрешмелли ҫӗнӗ мел тупнӑ. Вӗсем ҫул ҫине «Бионорд» сапаҫҫӗ. Ӑна ытларах подъездсен умне сапаҫҫӗ те 1-1,5 сехетрен пуҫтарма тытӑнаҫҫӗ. Ку – йӳнӗ япала мар. Анчах лайӑх енӗ нумай: хӑйӑр пек сапаланмасть, шыв юхмалли вырӑнсене питӗрмест. Гранулӑсем часах ирӗлеҫҫӗ, пуҫтарма та кирлӗ мар. Сӑмах май, ку матераилпа ҫулсене темиҫе ҫул каяллах сапма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 4-мӗшӗччен Швецири Эстерсунд хулинче биатлон енӗпе тӗнче кубокӗ иртет. Унта пирӗн ентеш Татьяна Акимова та хутшӑнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине ҫавӑн пекех Светлана Сплепцова, Виктория Сливко, Ольга Подчуфарова кӗнӗ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, Татьяна Акимовӑпа Светлана Слепцова хутӑш эстафетӑра старта тухӗҫ. Ӑмӑрту шӑпах ҫак тупӑшуран пуҫланӗ. Спортсменсем старта 17 сехет ҫурӑра тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ветеринара Африка мурне сарӑлма панӑшӑн суд айӑпланӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 20 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Суд тата следстви ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Улатӑр районӗнчи Сӑрҫи Майданра тӑватӑ сысна чирленӗ. Вӗсен Африка мурӗ пулни пӑхсах курӑннӑ. Анчах ветеринар вӗсене сипленӗ. Лешсем вилсен ҫӳлтисене пӗлтермен. Сыснасене ял хӗррине илсе тухнӑ, тимӗр контейнера чикнӗ. Ҫапла майпа Африка мурӗ сарӑлмалли вучах пулнӑ. Улатӑр районӗнче инкеклӗ луру-тӑру пулнӑ. Сыснасен тӗлӗшпе экспертиза ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Нумаях пулмасть Шупашкарти Граждан урамӗнче ҫурт йӑтӑнса аннӑччӗ. Унта никам та пурӑнман, кафе пулнӑ. Ку кафе хуҫине самаях шар кӑтартнӑ. Унтан япаласем ҫухалнӑ-мӗн. Мародерсем ҫывӑрман: чӳречене ҫӗмӗрсе кӗнӗ, холодильникрен сӑрана йӑкӑртнӑ. Ҫӳлӗксем ҫинче эрех-сӑра пачах юлман. Хуралҫӑсем ҫакӑ мӗнле пулса тухнине ӑнлантарайман. Кафе хуҫи полицие заявлени ҫырнӑ. Оперативлӑ ушкӑн вырӑна ҫитнӗ. Унччен ҫурт ҫывӑхӗнче патрульпе пост службин ӗҫченӗсем сыхланӑ. Кайран хурала вара ҫурт хуҫин йӗркелемелле пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫитес ҫул Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкӗ пулӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ планеркӑра каланӑччӗ. Ӗнер Элтепер ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑ. Ашшӗпе амӑшне хисеп тунине палӑртакан ҫулталӑка йышӑннине ӗҫлӗ хутра ҫамрӑксем ҫемьене хисеплеччӗр тенипе ӑнлантарнӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн ҫулталӑкшӑн яваплисене палӑртмалла, ӗҫ планне йышӑнмалла. Вырӑнти хӑй тытӑмра тӑрӑшакансен, тӗрлӗ харпӑрлӑх формиллӗ организацисен те ку енӗпе ҫине тӑмалла. Аса илтеретпӗр, Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкне ҫирӗплетме Элтепере Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗ тата Ашшӗсен республикӑри канашӗ ыйтнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Пуҫлӑхӗ Юрий Васильев ку ыйтӑва ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тӑрӑшакансемпе тата общество организацийӗсемпе сӳтсе явнине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Леонид Волков полпред вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи экс-полпречӗ Леонид Волков Владимир Путинран черетлӗ хутчен пулӑшу ыйтнӑ. Маларах вӑл Президент патне юпа уйӑхӗнче ҫырнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, тӗпчевҫӗсем Леонид Волкова преми сӗмӗпе 2 миллион тенкӗ кӗсьене чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗрремӗш ҫырура экс-полпред хӑй айӑплӑ маррине, преми парас схемӑна вӑл ку должноҫе ларичченех йышӑннине, коррупципе кӗрешмелли плана такамсем унпа усӑ курса тултарасшӑн тесе шухӑшланине палӑртнӑ. Владимир Путин патне черетлӗ хутчен ҫырнинче Леонид Волков унччен ҫав должноҫе йышӑннӑ ҫын та ҫавӑн пек схемӑпа шалу тата преми илнине асӑнса хӑварнӑ. Ҫырура Леонид Волков преми парас тытӑмра пӗр пеклӗх ҫуккине хурланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Раштавӑн 9—10-мӗшӗнсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешӗҫ. Раҫҫей шайне кӑларнӑ кубока пӗлтӗр те ирттернӗччӗ. Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Сергей Шелтуков правительство ларӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ӑмӑртӑва ҫӗршывӑн 15 регионӗнчи 120-е яхӑн спортсмен килмелле. Унсӑр пуҫне АПШри, Монголинчи, Казахстанри тата Беларуҫри командӑсем ҫитме кӑмӑл тунине пӗлтернӗ. Мероприятие раштавӑн 9-мӗшӗнче «Шупашкар Арена» пӑр керменӗнче 17 сехетре шоу-программӑпа уҫмалла. Унта Сосо Павлиашвили юрӑҫ та хутшӑнмалла. Финалти ӑмӑртусене курма кӗрес тесен билета 300 тенкӗпе туянмалла, пиллӗк ҫултан кӗҫӗнрех ачасене укҫасӑрах кӗртӗҫ, анчах вӗсен аслисен чӗрҫи ҫинче ларма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти 53 ҫулти хӗрарӑмӑн тӗнче тетелӗнчи юратӑвӗ 400 пине ларнӑ. Халӑх сетӗнче ҫавскер хӑйне «Америкӑн Сиринчи сӑнавҫи» тесе паллаштарнӑ ҫынпа унӑн юрату пуҫланса кайнӑ. Электрон пуштӑпа ҫыру ҫӳретнӑ вӑхӑтра арҫын АПШ ҫынни пулнине, унӑн 16 ҫулти хӗрӗ Англинче пурӑннине ӗнентернӗ. «Ҫар ҫынни» служба вӗҫленсен хӗрарӑмпа пӗрлешес шухӑшлине каланӑ. Пӗр уйӑх ҫыру ҫӳретнӗ хыҫҫӑн арҫын отставкӑна каяс, Раҫҫее пурӑнма куҫас шут тытнине пӗлтернӗ. Анчах малтан Англинчи банкра счет уҫмалла. Ку енпе пулӑшма Шупашкар хӗрарӑмне ыйтнӑ. Хӗрарӑм 97 пин тенкӗ кредит илсе тата хӑйӗн 10 пин тенкине хушса счет уҫнӑ. Унтан хайхи арҫын счет ҫине 2 700 000 доллар хунине, вӑл укҫапа хӗрарӑм хӑйне кирлӗ пек усӑ курма пултарнине пӗлтернӗ. Анчах Сиринчен Мускава килме билет туянса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм тата кредит илнӗ, пӗрле ӗҫлекенӗнчен 50 пин тенкӗ кивҫен ыйтнӑ. Укҫана счет ҫине куҫарнӑ. Хӑйне шӑнман пӑрпа лартса янине ӑнланнӑ, 400 пинсӗр юлнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Коршунов Паян Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗпе ҫутҫанталӑк министрне ҫирӗплетнӗ: пуҫлӑх портфельне Александр Коршунова тыттарнӑ. Унччен Александр Петровича ҫак тивӗҫе пурнӑҫлама шаннӑччӗ. Аса илтеретпӗр, А. Коршунова министр тилхепине унччен ҫав пукана йышӑннӑ Сергей Павлов Вӑрнар тӑрӑхӗнчен республикӑн Патшалӑх Канашне суйланнӑ хыҫҫӑн вӑхӑтлӑха шаннӑччӗ. Александр Коршунова министр тивӗҫне пурнӑҫлаттарассине Михаил Игнатьев Элтепер авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Александр Коршунов маларах агрохими службин «Чувашский» патшалӑхӑн центрне ертсе пынӑччӗ. Федерацин патшалӑх хысна учрежденийӗ шутланакан ҫав центр пуҫлӑхне лариччен вӑл республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вокзал вырӑнне вокзал «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ «АвтоВАС» акционерсен обществинчен тарма шутланӑ. ПУПӑн автобусӗсем АО автовокзалӗсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма пӑрахасшӑн. Ҫакна «Чӑвашавтотранс» билет хакӗн 20 проценчӗ, багаж тӳлевӗн 50 проценчӗ «АвтоВАСа» юлнипе сӑлтавланӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, ку цифрӑсене «Правда ПФО» интернет-хаҫата республикӑн транспорт министрӗ Михаил Резников илсе кӑтартнӑ. Кӑҫал «Чӑвашавтотрансран» «АвтоВАС» ҫӑмӑллӑхлӑ билтесен 20 процентне, укҫа ҫине куҫарсан ку 22 миллион тенкӗпе танлашнӑ, суд урлӑ шыраса илнӗ иккен. Ҫав вӑхӑтрах ҫӑмӑллӑхлӑ категорие турттарнишӗн унитарлӑ предприятие хыснаран пӗр пайне кӑна субсидилеҫҫӗ-мӗн. Маршрутсене оптимизацилес шутлӑ «Чӑвашавтотранс» Шупашкарти Хулаҫум вокзалпа усӑ курма пӑрахасшӑн. Хӑйӗн транспортне вӑл Вокзал ҫумӗнчи автостанцирен (вӑл унитарлӑ предприятин структура подразделенийӗ шутланать) ҫӳретме тытӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |