Ӳнер
![]() Уяв саманчӗ Мускавра Нацисен ҫуртӗнче Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ актерсене, чӑвашла ӳкернӗ илемлӗ тата документлӑ фильмсене халалланӑ уяв каҫӗ иртнӗ. Мероприятие ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан чӑвашсен ентешлӗхӗн хастарӗсем йӗркеленӗ. Унта пуҫтарӑннисене Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Шакин саламланӑ. Уяв каҫӗ «Чӑваш кинематографӗн историйӗ» фильмпа уҫӑлнӑ. 1928 ҫулта ӳкернӗ «Ял» фильма кӑтартни пуриншӗн те пысӑк кӗтменлӗх пулнӑ. «Ҫеҫпӗл» кинофильмра ӳкерӗннӗ Владимир Бурмистров уявра хӑйӗн юрлас пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ. Вӑл ҫав фильмра янӑранӑ «Нимене» те шӑрантарнӑ. Василий Чапаевӑн мӑнукӗ Татьяна Чапаева хӑнасене хӗрӗ Алла ӳкернӗ «Пластика речи» фильмпа паллаштарнӑ. Тӗп роле унӑн мӑнукӗ Гриша калӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар аэропорчӗ. Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн Чӑваш Енре Шупашкарти аэропорта Андриян Николаев летчик-космонавт ятне парас шухӑшлӑ. Ыйтӑва татса париччен халӑх кӑмӑлне пӗлесшӗн. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр министерствин сайтӗнче ятарлӑ ыйтӑм вырнаҫтарнӑ. Интернет-сасӑлав ыйтӑвӗ ансат: «Шупашкар аэропорт» Чӑваш Республикин хысна предприятине Совет Союзӗн икӗ хут Паттӑрӗн, авиацин генерал-майорӗн, СССР летчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн ятне памалла тесе шухӑшлатӑр-и?» — тенӗ унта. Ӑна виҫӗ тӗрлӗ хуравлама пулать: «Ҫапла, пӗтӗмӗшле кирлӗ, «Кирлӗ мар», «Шухӑш ҫук». Ыйтӑвӗсем те, хурав варианчӗсем те вырӑсла, эпир чӑвашлатса ҫыртӑмӑр. Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пуҫарнӑ сасӑлав раштавӑн 30-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ӗнерхи 23 сехет тӗлне 238-ӑн сасӑланӑччӗ, ҫав йышран 137-шӗ кирлӗ тесе каланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑвашла «Мауглин» хуплашки Джозеф Редьярд Киплинг (1865—1936) акӑлчан ҫыравҫин чи паллӑ произведенийӗ — икӗ кӗнекерен тӑракан «Книга джунглей». 1894, 1895-мӗш ҫулсенче пичетленнӗскерсем тӑрӑх Мауглие пӗлетпӗр те эпир. Кашкӑр кӗтӗвне лекнӗ арҫын ачан шӑпине тӗпе хурса ача-пӑча тата пукане театрӗсем сахал мар спектакль лартнӑ тесе аса илтерет Чӑваш кӗнеке издательстви. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче те ӑна лартнӑ. 1979 ҫулта сцена ҫине кӑларнӑ спектакле вырӑсла вылянӑ. Чӑваш кӗнеке издательстви тимленипе нумаях пулмасть Дж.Р. Киплингӑн «Мауглийӗ» 1000 экземплярлӑ тиражпа (редакторӗ _ Ольга Иванова, ӳнерҫи — Андрей Фомиряков) чӑваш вулаканӗсем патне ҫитнӗ. Нина Гернет инсценировкине Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов куҫарнӑ. Кӗнекепе пӗрле «Чӑваш Ен» патшалӑх телевиденипе радиовещани компанийӗн фондӗнче упранакан радиоспектакле ҫырса илнӗ аудиодиска хурса панӑ. «Эппин, ҫӗнӗ кӑларӑмпа паллашакансем Маугли тата унӑн ҫывӑх юлташӗсем чӑвашла калаҫнине итлейӗҫ», — пӗлтернӗ кӗнеке издательствин сайтӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти патрульпе пост службин ӗҫченӗсем ҫемьене пушартан ҫӑлнӑ. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 1 сехетре полицейскисем дежурствӑра пулнӑ чухне пӗр ҫуртӑн тӑрринчен тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Полицейскисем малтан ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Кайран хӑйсем ҫунакан ҫурт патне ыткӑннӑ, ҫывӑракан ҫемьене вӑратнӑ. Вӗсем карта урлӑ сиксе чӳречерен шаккама тытӑннӑ, хунарпа ҫутатнӑ. Кӑштахран ватӑ хӗрарӑм алӑка уҫнӑ. Иккӗмӗш хутра ачисемпе мӑнукӗсем ҫывӑрнине пӗлтернӗ. Полицейскисем шарфпа чӗркенсе лешсене вӑратнӑ, документсене пуҫтарма, ҫуртран тухма пулӑшнӑ. Тепӗр сехетрен ҫулӑма сӳнтернӗ. Ҫуртӑн тӑрри кӑштах ҫуннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫулталӑк вӗҫлениччен ЧР Элтеперӗн автопаркне ҫӗнетесшӗн. Унччен 1 миллион ҫурӑ тенкӗ тӑракан виҫӗ иномарка туянасшӑн. Тендерсене патшалӑх туянӑвӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Михаил Игнатьевӑн администрацийӗ виҫӗ хура машина илесшӗн. Кашнин хакӗ — 1 миллион та 516 пин тенкӗ. Пӗтӗмпе ку тӗллевпе 4,5 миллион тенкӗ тӑкакласшӑн. «Кӗмӗле» республика хыснинчен уйӑрӗҫ. Машина седан, автомат курупкаллӑ пулмалла. 1 сехетре 100 ҫухрӑм таран хӑваламалла. Кунсӑр пуҫне машинӑра климат-контроль пулмалла, ларкӑчсен ӑшӑнмалла. Ытти вак-тӗвеке те шута илмелле. Ахӑртнех, Тайота Камри ку енӗпе йӑлтах тивӗҫтерет. Поставщика раштавӑн 9-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Килӗшӗве раштав варринче алӑ пусӗҫ. Кун хыҫҫӑн машинӑсене Энгельс урамӗнчи автопарка лартмалла (2 кунра). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫӳхе пӑр ҫийӗн утакансене штрафлама пултарӗҫ. Ку улшӑнӑва административлӑ йӗрке кодексне кӗртме хатӗрленеҫҫӗ. Ҫӳхе пӑр ҫийӗн утакансене (ун ҫийӗ 7 см. ҫӳхерех пулсан) 2 пин тенкӗлӗх штрафласшӑн. Кун пирки правительствӑра иртнӗ канашлура калаҫнӑ. Шыв ҫинчи хӑрушсӑрлӑх пирки уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалли пирки асӑннӑ. ЧР инкеклӗ лару-тӑру комитечӗн пуҫлӑхӗ Вениамин Петров каланӑ тӑрӑх, кӗркунне тата ҫуркунне шыв ҫинче инкек шучӗ ӳсет. Кӑҫал кӗркунне пуҫланнӑранпа 11 тӗслӗх пулнӑ. Вӗсенче 10 ҫын путса вилнӗ. Ҫаксене шута илсе административлӑ йӗрке кодексне улшӑнусем кӗртесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хыснине 100 миллион тенкӗ укҫа кӗнӗ. Нумаях пулмасть Дегтярев урамӗнчи пурлӑх комплексне сутнӑ. Паян 100 миллион тенкӗ хыснана хывнӑ. Пурлӑх комплексне аукционра сутнӑ. Унта 4 гектар ҫӗре кӑларнӑ. Халӗ туянаканпа тата Шупашкар хула комитечӗпе суту-илӳ пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ахӑртнех, унта пурӑнмалли ҫуртсем пулӗҫ. Аукцион чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртнӗ. Туянакан 30 кунра пурлӑхшӑн укҫа тӳлесе татма тивӗ. Укҫа шӑпах паян хыснана куҫнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗ Чӑваш наци телерадиокомпанине хушма укҫа уйӑрса пама йышӑннӑ. Ку укҫапа телекурава тата радиона спутник канал урлӑ эфира кӑларма тытӑнӗҫ. Наци телерадиокомпанийӗн директорӗ Алексей Белов каланӑ тӑрӑх, халӗ телекурава Чӑваш Енри мӗнпур ҫын тенӗ пекех курма пултарать. Анчах кабель сечӗ хуласенче тата пысӑкрах ялсенче ҫеҫ пур. Ытти тӑрӑхра тата республика тулашӗнче тӳрӗ эфира пӑхмаҫҫӗ. Онлайн-трансляци ҫеҫ пур. Спутник оператора конкурс ирттерсе суйлӗҫ. Спутник урлӑ ҫитес ҫул кӑтартма тытӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти 4-мӗш гимназире хулари 5-6 классенче вӗренкенсем хушшинче «Маттур ачасем» ятлӑ чӑвашла квест-вӑйӑ иртнӗ. Ку вӑййа Шупашкарти чӑваш чӗлхипе литература вӗренекенӗсен ассоциаци пӗрлешӗвӗн «Вӗренӳри ҫӗнӗлӗхшӗн» ушкӑнӗ тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 4-мӗш гимназире ӗҫлекен чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем йӗркеленӗ. Тӗрлӗ шкулсенче вӗренекенсем пӗр-пӗринпе тупӑшса ҫӑмӑл мар, кӑсӑклӑ ӗҫсем пурнӑҫланӑ. Квест-вӑйӑ «Килти ӗҫ» пайран пуҫланнӑ. Кунта шкулсем хӑйсен ушкӑнӗсемпе паллаштарнӑ: команда ятне, девизне каланӑ, кашни ача хӑй мӗн ятлине, мӗнпе кӑсӑкланнине, мӗн юратнине пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех командӑсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Пӗрисем ташласа, теприсем юрласа, виҫҫӗмӗшӗсем сӑвӑ каласа панӑ. Вӑйӑра хутшӑнакан ушкӑнсем «Ваттисен сӑмахӗсен, тупмалли юмахсен тӗнчи» станцире пулнӑ, «Пултаруллӑ ачасем» станцире чӑвашла сӑвӑсем каланӑ, юрӑсен йӗркисене аса илнӗ. «Чӑваш ҫӑлтӑрӗсем» станцире Чӑваш Республикин паллӑ ҫыннисене, «Вӑрманта ҫырлара...» станцире чӑваш вӑрманӗсенчи йывӑҫ-курӑксене, кайӑксене, чӗр-чунсене аса илнӗ, «Пулӑра» станцире «пулӑ тытса» тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫланӑ, «Ман тӑван хулам» станцире юратнӑ хула ҫинчен панӑ ыйтусем ҫине хуравланӑ. |
Культура
![]() Борисы Чиндыков пухса хатӗрленӗ кӗнекесем Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫак кунсенче «Чувашский рассказ» ярӑмлӑ кӗнекен иккӗмӗш томӗ кун ҫути курнӑ. Хальхинче вӑл «Родные берега» ят панӑ. Хальхине те Борис Чиндыков ҫыравҫӑ пухса хатӗрленӗ. Ҫыравҫӑ Марина Карягина тележурналистӑн «Ирхи тӗпелӗнче» хыпарланӑ тӑрӑх, кӗнеке хатӗрлессипе тимлеме пуҫласанах ун чухлӗ ӗҫ тупайрасси пирки те иккӗленнӗ. Пӗрремӗш кӑларӑмра XIX—XXI ӗмӗрсенчи ҫыравҫӑсен вырӑсла куҫарнӑ калавӗсем вырӑн тупнӑччӗ. «Ку антологи чӑваш новеллистикин пуянлӑхне туллин ҫутатакан кӑларӑм тесе каласшӑн мар эпӗ. Кунта эпӗ суйласа илнӗ хайлавсене кӗртнӗ», — тесе каланӑччӗ маларах хӑйӗн ӗҫӗ пирки Борис Чиндыков. Борис Борисович палӑртнӑ тӑрӑх, ун пек антологи кӑларас шухӑш издательствӑра ҫуралнӑ. Хайлавсене ҫыравҫӑ чӑваш тӗнчине, чунне, тавракурӑмне ӑнланса илме пулӑшни тӑрӑх суйланӑччӗ. Аса илтерер, 2015 ҫулта кун ҫути курнӑ пӗрремӗш тома 39 калав кӗнӗччӗ. Хальхи Чӑваш Енри, ҫавӑн пекех Чӑвашран тухнӑ, тӑван республикӑран аякра ӗҫлесе пурӑнакан вырӑс тата вырӑс чӗлхиллӗ ҫыравҫӑсен прозипе паллаштарать. Кӗнеке ятне Геннадий Шугаевӑн «Родные берега» ятлӑ калавне тӗпе хурса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.