Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Чӑваш чӗлхи
![]() «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче чӑвашла скайппа калаҫма пулать иккен. Кун пирки «Аван-и? ☼ Чӑвашла Messengerсем» ушкӑнра паян ирпе Сарман Игитбаев ятлӑ ҫын пӗлтернӗ. Унта ҫапларах ҫырса хунӑ: «Тусна, тӑванна, юратнӑ ҫынна тӳлевсӗрех шӑнкӑравла — скайпра! Паллашма, выляшма, туслашма, тавлашма — скайпа! Скайппа усӑ куракансем пӗр-пӗрне тӳлевсӗрех шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ. Скайп кунсеренех пуплеме те, кирлӗ ӗҫ тума та пит меллӗ хатӗр». Унтан ҫапла хушса хунӑ: «Паянхи кун чӑвашла калаҫакансем, чӑваш чӗлхине вӗренме кӑмӑл тунисем тӗнчипех пурӑнаҫҫӗ. Ку ушкӑна скайпра та тӑван чӗлхепе, чӑваш чӗлхипе пуплешекенсене ҫыхӑнма йӗркеленӗ». Скайппа чӑвашла калаҫас тесен http://vk.com/topic-143142075_35131349 каҫӑпа иртсе логин ҫырса хӑвармалла. Калаҫӑвӑн тӗллевне те палӑртма юрать иккен. Унтах конференц-канашлу е презентаци те йӗркелеме пулать тенӗ. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |