Республикӑра
![]() Чумеринсем Чӑваш Енри икӗ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ. Ку Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче алӑ пуснӑ. Раҫҫейре ку орденпа 8 ҫемьене чысланӑ. Иккӗшӗ — Чӑваш Енрен. Ку ордена Ҫӗмӗрлери Чумеринсем тивӗҫнӗ. Ҫемье пуҫӗ Алексей Николаевич — чиркӳ пупӗ. Унӑн арӑмӗ чиркӳре ӗҫлет. Вӗсем 11 ачана ҫитӗнтереҫҫӗ. Аслисем Марийӑпа Дмитрий ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ. Владимир — Хусанти патшалӑх университетӗнче вӗренет. Екатерина кӗҫех шкул пӗтерет. Петр, Серафима, Антоний, Иулиания, Сергей, Иван шкулта вӗренеҫҫӗ. Кӗҫенни Алексей ача пахчине ҫӳрет. Яковлевсем Муркаш районӗнчи Иштерек ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен — 7 ача тата 2 мӑнук. Юрий Игнатьевич ял хуҫалӑхӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ, вӑл Афган вӑрҫине хутшӑннӑ. Халӗ хуҫалӑх тытса пырать. Нина Геннадьевна васкавлӑ медпулӑшу пульницинче санитаркӑра вӑй хурать. Яковлевсем выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ, ҫӗр ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ. Палӑртмалла: 2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫнисене 100 пин тенкӗ парса хавхалантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Владимир Ермолаев усламҫӑ укҫа шутлама пӗлет Шупашкар районӗнчи Лапсарта вырнаҫнӑ «Юрма» предприятие унӑн хуҫи, Владимир Ермолаев усламҫӑ, сутса ярасшӑн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инвестици климатне лайӑхлатассипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Экспертсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кайӑк-кӗшӗк ӗрчетекен предприятие ярӑнтарни вӑл хупӑнассине, ҫынсем ӗҫсӗр тӑрса юлассине пӗлтермест. Владимир Ермолаевӑн аллинче пулнӑ услама Тутарстанри «Агросила» компани илме пултарать-мӗн. Кӳршӗллӗ регионти ҫав предприяти ӑнӑҫлӑ ӗҫлет тесе калаҫҫӗ. Шупашкар районӗнчи тепӗр чӑх-чӗп хапрӑкӗпе вара уҫӑмлӑх сахалтарах. Аса илтерер, унти «Чӑваш бройлерӗ» обществӑна панкрута кӑларасшӑн. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ «Корма и концентраты» (чӑв. Выльӑх апачӗ тата концентрат) тулли мар яваплӑ обществӑн тавӑҫне иртнӗ уйӑхра пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн предприятире панкрут умӗнхи сӑнав процедурине кӗртме йышӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Хитре машинӑн номерӗ те хитре Кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Шупашкарта пӑтӑрмахлӑ та ыйту ҫине ыйту ҫураттаракан пулӑм пулса иртнӗ. Т999ТТ номерлӗ «Мерседес» ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ. Кайран машинӑна «Пожарка» каҫхи клубран инҫех мар вырнаҫнӑ кӳршӗллӗ картишре тупнӑ. Автомобиль ларнӑ вырӑна криминалистсемпе кинологсем пырса ҫитнӗ, анчах машинӑра водитель пулман. «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта хыпарланӑ тӑрӑх, айӑплине часах тупнӑ. Ятне кӑтартман ҫав ҫынна суд пӗр талӑклӑха хупса та хунӑ имӗш. 15 талӑк таран арестлеме е ҫулталӑк ҫурӑччен правасӑр хӑварма май пур ҫинче ҫакӑн пек ҫӑмӑл явап тытнӑ ҫынна ӑннӑ темелле. Телей тенӗрен, автопортал тепӗр япала пирки те тӗшмӗртет. Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ ҫыннӑн расна статус мар-ши тесе те шухӑшлаҫҫӗ. Руле тытса пыраканни полицейски пулма ӗмӗтленнӗ пулать, биографири пӑнчӑ ӑна, паллах, кирлӗ мар. Чӑнкӑ номерлӗ машина рулӗ умӗнче кам пулни пирки автопортал Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствине ыйтса ҫырнӑ. Пакунлисем «Мерседес Бенц» автомобильпе вӗсен ӗҫтешӗн ывӑлӗ малтан усӑ курнине тунман-ха, анчах инкек вӑхӑтӗнче руле тытнӑ ҫын асӑннӑ ӗҫченӗн ҫемйипе нихӑш енчен те ҫыхӑнман иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() «Коммерсантъ» хаҫатри Юрий Мартьянов сӑн ӳкерчӗкӗ «Коммерсантъ Деньги» журнал кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче пичетленӗ «Карта честности» статьяра сывлӑх сыхлавӗ валли регионсем оборудовани, ытти хатӗр-хӗтӗр туянма мӗн чухлӗ укҫа уйӑрма янине тишкернӗ. Перекетлисене тата укҫана шыв пек юхтаракансене уйрӑм список тусах палӑртнӑ. Чӑваш Ен те ҫав танлаштарӑмра пур. Ытлашши тӳленине процентпа пӑхнӑ чухне пирӗн тӑрӑх ҫӳлти йӗркене йышӑннӑ. Тӑван республикӑмӑр хыҫҫӑнхисем — Брянск облаҫӗ, Алтай, Ханты-Мансийск тата Тутарстан. Журналта илсе панӑ факта тӗрӗслеме Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе ятарлӑ комисси йӗркеленӗ. Экономика министерствин, Финанс министерствин, ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Тӗрӗслевпе халӑх хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗн, Пурне те тивӗҫ медицина страхлав фончӗн территорири органӗн пайташӗсем хаҫат илсе кӑтартнине хаклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Татьяна Акимова биатлонистка Нарӑс уйӑхӗн 9–19-мӗшӗсенче биатлон енӗпе Тӗнче чемпионачӗ иртмелле. Унта Раҫҫейрен 14 спортсмен хутшӑнӗ. Австрири Хохфильцена 8 биатлонист тата 6 биатлонистка кайӗҫ. Сумлӑ йышра Антон Бабиков, Алексей Волков, Евгений Гараничев, Матвей Елисеев, Александр Логинов, Дмитрий Малышко, Максим Цветков, Антон Шипулин тата Дарья Виролайнен, Екатерина Глазырина, Ольга Подчуфарова, Светлана Слепцова, Ирина Старых, Татьяна Акимова пулӗ. Ҫапла-ҫапла, пирӗн ентешӗмӗр те пысӑк шайри ӑмӑртура Лаура Далмайер, Габриэла Коукалова, Кайса Макаряйнен, Мари Дорэн Абер, Доротея Вирер, Франциска Хильдебранд, Жюстин Бреза, Ева Пускарчикова, Анаис Шевалье пек спортсменкӑсемпе тупӑшӗ. 2016 ҫулхи Тӗнче кубокӗнче вӑл ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗччӗ. Сӑмах май, кӑҫалхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ тӗлне Раҫҫейӗн биатлонисчӗсен пӗрлешӗвӗ пичетленнӗ танлаштарӑмра Татьяна Акимован — 1136 очко. Иккӗмӗш вырӑнти Светлана Слепцовӑн — 694 очко, виҫҫӗмӗш картлашкари Дарья Виролайненӑн — 692. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш халӑх сайчӗ, «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ, «Хавал» тата «Ирӗклӗх» пӗрлешӳсем тӑван чӗлхене юратакансене, ӑна аталантарма пулӑшма хатӗррисене нимене чӗнеҫҫӗ. «#ТӑлмачНиме» ят панӑ мероприяти Шупашкар хулинчи Смирнов урамӗн 7-мӗш ҫуртӗнче (Благовещени микрорайонӗ) иртӗ, 14 сехетре пуҫланӗ. Мероприятире Чӑваш халӑх сайчӗ йӗркеленӗ «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫипе» (корпусӗпе) мӗнле ӗҫлемеллине ӑнлантарса парӑпӑр, унпа ӗҫлеме вӗрентӗпӗр. Текстсене чӑвашларан вырӑсла куҫарса нимелле ӗҫлесе те пӑхӑпӑр. Пуху нарӑсӑн 11-мӗшӗнче (шӑматкун) асӑннӑ ҫуртри «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗн пӳлӗмӗнче иртӗ. Пурне те хапӑлласа кӗтетпӗр! Хӑвӑрпа пӗрле ноутбук илсе пырсан аван пулӗ. |
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене медицина тытӑмне аталантармашкӑн федераци хыснинчен укҫа-тенкӗ кирлӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Регионсенче хыснаран укҫа-тенкӗ уйӑрасси пирки РФ Правительствин Председателӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, 6 миллиард тенке ҫӗршыври 69 регион хушшинче пайлӗҫ. Ку укҫана пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗ парас ӗҫе аталантарас тӗллевпе уйӑраҫҫӗ. Документпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Ен валли 31 миллион та 694 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Регионсен хыснинчен вара ку тӗллевпе 29,5 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти следовательсем 8 ҫулти хӗрачана антарса хӑварнӑ маршрутка водительне тӗрӗслеҫҫӗ. Ача билетшӑн карттӑпа тӳленӗшӗн кӑларса янӑ. Ку кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 16 сехет те 45 минутра пулнӑ. Вӑл «Чернышевски урамӗ» чарӑнура 60-мӗш маршруткӑна ларнӑ, музыка шкулне ҫитме тӗллевленнӗ. Анчах хӗрачан ҫумра укҫа мар, карточка ҫеҫ пулнӑ. Водителӗн вара унпа усӑ курмалли хатӗр пулман, ҫавӑнпа вӑл ӑна тепӗр чарӑнура антарса хӑварнӑ. Следовательсем водитель тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ. Аса илтерер: республикӑри общество транспортӗнче карточкӑпа тӳлемелли терминалсене кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен лартмалла пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре ҫак кунсенче тепӗр икӗ ҫын шӑнса вилнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет. Улатӑр районӗнчи Первомайски поселокӗнче кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ирхине 76 ҫулти хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ывӑлӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӑл ҫав поселокрах пурӑннӑ. Каҫхине хӗрарӑм киле кайнӑ, анчах, ахӑртнех, ҫухалса кайнӑ. Кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче 21 сехет ҫурӑра Шупашкарта Лакрей вӑрманӗнчен инҫех мар 30-ти арҫын виллине асӑрханӑ. Гаража вӑл юлташӗпе тара илнӗ. Гараж алӑкӗ шалтан питӗрӗнчӗк пулнӑ. Халӗ ку ӗҫсене уҫӑмлатаҫҫӗ. Вӗсене пусмӑрласа вӗлерменни паллӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак икӗ ҫын шӑнса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти аэропорта ҫӗнетсе тӗнче шайӗнчи евер тӑвасшӑн. Ку ӗҫе пурнӑҫламашкӑн ҫур миллиард тенкӗ кирлӗ. Аэропорта 2021 ҫулччен юсаса пӗтересшӗн. Аэропортра ҫӗнӗ рейссем уҫасси тата ҫурта ҫӗнетесси пирки нумаях пулмасть иртнӗ ларура калаҫнӑ. РФ транспорт министрӗ Михаил Резников аэропорта аталантармалли план хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, аэровокзал комплексне ҫӗнетмелле, ҫурта икӗ хутлӑ тумалла. Багаж тӗрӗслемелли пункта та ҫӗнетесшӗн. Регистраци вырӑнне, хурал тытӑмне тата ытти вырӑна юсӗҫ. Ҫӑлав станцине, техникӑна ҫӗнетесси пирки те калаҫнӑ. Кӑҫал Мускава самолетсем нумайрах вӗҫессине сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн пекех Симферополе, Анапӑна, Анталие рейссем уҫӑласси пирки пӗлтернӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вара ҫак ӗҫсене планра палӑртнинчен кая юлмасӑр пурнӑҫламаллине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |