Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑҫалхи Президент суйлавӗн кунӗнче Мускавра тата Мускав облаҫӗнче пулассине йышлӑн пӗлтернӗ. Ку хыпара Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Булаев каланине «Московский комсомолец» хаҫатра нарӑсӑн 12-мӗшӗнче ҫырса кӑтартнӑ. Мускав облаҫӗнче Чӑваш Енри 652 ҫын сасӑласшӑн иккен.
Николай Булаев Чӑваш Ен ҫыннисем ҫав кун ҫӗршывӑн тӗп хулине тата облаҫне талпӑннине шанмасӑртарах йышӑнни сисӗнет. «Лару-тӑру хӑмпӑлчӑланса тӑрать, ӑна тӗрӗслеме тивет», – тенӗ иккен РФ Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ.
Палӑртар, кӑҫалхи суйлавра ҫын хӑй пропискӑра тӑман вырӑнта та сасӑлаять. Ку мелпе усӑ курас тесен территорири суйлав комиссине е патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсене кӳрекен нумай функциллӗ центра кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗччен паспортпа каймаллаччӗ. Ҫак уйӑхӑн 25-мӗшӗччен заявление участокри кирек хӑш суйлав комиссийӗнче йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса ҫырнине Патшалӑх пулӑшӑвӗсен пӗрлехи порталӗ урлӑ та ҫитерме юрать. Кун пеккине пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.