Сумлӑ сӑмах
Культура
Чылай ача телевизор умӗнче нумай вӑхӑт ирттерет. Тепӗр тесен, ку ашшӗ-амӑшӗшӗн меллӗ: ача ан чӑрмантартӑр тесе телевизор ярса параҫҫӗ те хӑйсен ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ. Анчах ку пӗчӗкскерӗн психикине витӗм кӳни пирки шухӑшламаҫҫӗ. Аслисем мультфильмсем ачашӑн сиенлӗ пулни пирки пачах пӗлмеҫҫӗ теме ҫук. Анчах ку мӗн тери хӑрушӑ пулнине специалистсем ҫеҫ лайӑх чухлаҫҫӗ. Ачасем картинка юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа кирек мӗнле мультика та вӗсем хаваспах пӑхаҫҫӗ. Чӑннипе, шӑпӑрлан ун чухне канмасть, унӑн пуҫ мими вӑйлӑ ӗҫлет. Психологсем каланӑ тӑрӑх, тӗслӗ картинкӑсем хӑвӑрт ылмашӑнни шӑпӑрлана сиен кӳрет. Вӗсем 3 ҫул тултарман ачасене хура-шурӑллӑ мультфильмсем кӑтартма сӗнеҫҫӗ. Эпир пӗчӗк чухне Совет Союзӗнче кӑларнӑ мультфильмсене пӑхма кӑмӑллаттӑмӑр. Ун чухне вӗсене кунне пӗр-икӗ хутчен кӑтартатчӗҫ. Халӗ вара мӗн чухлӗ пӑхас килет – тархасшӑн. АПШра кӑларнӑ мультфильмсем анлӑ сарӑлнӑ. Раҫҫейри психологсем сӑнав тунӑ: ют ҫӗршывра кӑларнӑ мультиксем чӑнах та сиен кӳреҫҫӗ-и? Вӗсем «Шрек», «Алладин», «Красавица и Чудовище», «Гуффи и друзья», «Дональд Дак», «Дятел Вуди», «Золушка» тата ыттине пӑхнӑ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Алькеш поселокӗнче тискер ӗҫ ҫынсен куҫӗ умне тухнӑ. Ҫӳп-ҫап ывӑтмалли контейнерта ҫын виллине, вакланӑскере, тупнӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вилене Роза Люксембург урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче тупнӑ. Вӑл арҫын пулни паллӑ. Ун чухне пӗр хӗрарӑм ирхине ҫӳп-ҫап пӑрахма тухнӑ. Контейнерта вӑл алӑ пайне асӑрханӑ. Хӗрарӑм кун пирки полицие тӳрех пӗлтернӗ. Халӗ ҫав арҫын кам пулнине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Автомобильпе ҫӳрекенсем хӑйсен уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Шупашкарти 39-мӗш шкулта ӑс пухакан ачасем водительсене саламлама шухӑшланӑ. Шӑпӑрлансем Патшалӑх инспекцийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле ҫул ҫине тухнӑ, водительсене парнепе савӑнтарнӑ. Парнесене вӗсем хӑйсем ӑсталанӑ. Тӑварлӑ чустаран ӑсталанӑ теттесем руль умӗнчисене питӗ килӗшнӗ. Виҫҫӗмӗш класс ачисем чустаран ҫул-йӗр паллисене ӑсталанӑ. Вӗсем водительсемшӗн хӑйне евӗр сувенир пулӗҫ. Руль умӗнчисем ачасене чунран тав тунӑ. Кунашкал акци ҫуран ҫӳрекенсене те, водительсене те йӗркене пӑхӑнма хистенине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Паян Пӗтӗм чӑвашсен II «Асам» кинофестивалӗ хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетрӗ. Эрне хушши пынӑ кино ӳнерӗн фестивалӗнче ҫӗнтернисене наци вулавӑшӗнчи акт залӗнче чысларӗҫ. Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» иккӗмӗш кинофестивалӗн чи сумлӑ парни — Гран-При — Владимир Карсаков режиссёрӑн «Сурӑм хӗрӗ» илемлӗ фильмне лекрӗ. Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ режиссёр хӑйӗн ӗҫӗ валли Юрий Скворцовӑн «Сурӑм хӗрӗ» повеҫне илнӗ. Фильмри тӗп сӑнар — Сухви — хӑйӗн тусне юратать. Анчах лешӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн хулана куҫса кайнӑ. Сухви вара савни хыҫҫӑн хулана каясшӑн мар, унӑн шухӑшӗпе кашни ҫын хӑйӗн пурнӑҫне ҫуралнӑ тӑрӑхпах ҫыхӑнтармалла. Сӑмах май, тӗп сӑнара калӑпланӑ Ирина Вирьялова та кинофестивалӗн парнине тивӗҫрӗ — ӑна «Хӗрарӑм рольне чи ӑста выляканӗ» номинацире чысларӗҫ. Ҫавӑн пекех Надежда Кирилловӑна та парне лекрӗ. Ӑна вара «Сурӑм хӗрӗ» фильмра эпизодла хӗрарӑм рольне ӑста вылянӑшӑн чысларӗҫ. «Чи лайӑх илемлӗ фильм» номинацире Елена Рябцева режиссёр хатӗрленӗ «Принять удар» илемлӗ фильм ҫӗнтерчӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӑвай районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн 15-ри хӗрне арҫынпа чуптуса ларнӑшӑн хӗненӗ. 38 ҫулти амӑшӗ ҫурла уйӑхӗн 15-мӗш каҫхине киле таврӑнман хӗрне шырама урама тухнӑ. Пӳрт умӗнчи машинӑра арҫынпа чуптуса ларакан хӗрне асӑрханӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм ӑна туртса кӑларнӑ та алӑпа питрен тата ҫурӑмран ҫапса пӗтернӗ. Килхушшине кӗрсен хӗрарӑм швабра ярса илсе ӗнсерен виҫӗ хутчен туртса ҫапнӑ. Пӳртре ашшӗ хӗрне «тӑн кӗртес» тенӗ. Анчах чӗн пиҫиххипе ҫапса ӗлкӗреймен — пике чӳречерен тухса тарнӑ. Урамра вӑл ӳксе тӑн ҫухатнӑ. Реанимацире кӑна ӑна пулӑшайнӑ. Тухтӑрсем пуҫ мими чӗтреннине палӑртнӑ. Хӗрне хӗненӗ амӑшне унӑн тепӗр пӗчӗк ача пуррине кура суд хытах айӑпламан — 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хӗрарӑм судра хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сылтӑмри — Сергей Викторов Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине ертсе пынӑ Сергей Викторова сӗтев илнӗ тесе айӑплӗҫ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пуҫлӑх 2015 ҫулхи ҫурла тата раштав уйӑхӗсенче вӑл Шупашкарта тата Мускавра коммерци организацийӗсен икӗ ертӳҫинчен тӑватӑ хутчен сӗтев илнӗ. Компьютер программипе тивӗҫтерекенскерсенчен тӳре-шара кӗсйине 244 пин тенкӗ кӗнӗ. Укҫана вӗсем хӑйсен продукцине вырнаҫтарма тӳре-шара пулӑштӑр тесе тыттарнӑ. Пуҫиле ӗҫе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем пуҫарнӑ, кайран РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ малалла тӑснӑ. Аса илтеретпӗр, ӗҫ биографине С. Викторов 1997 ҫулта Патӑрьел районӗнчи налук инспекцийӗнче пуҫланӑ. 2005 ҫулта ӑна Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Кайран темиҫе ҫул район администрацийӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта Чӗлхе фестивалӗ черетлӗ хутчен иртет. Шучӗпе 21-мӗш шутланаканскере тӗнче шайӗнче йӗркелеҫҫӗ. «Язык успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ҫамрӑксен эсперанто ассоциацийӗ хыпарланинче фестивальте азербайджан, араб, акӑлчан, исланд, итальян, каталан, китай, хинди, швед тата ытти нумай-нумай чӗлхепе паллашма май килессине пӗлтернӗ, ҫав шутра чӑваш чӗлхи те пур паллах. Фестивале хӑй вӑхӑтӗнче Америка эсперантисчӗ Дэннис Киф пуҫарнӑ. Францири Лура юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Тур хулинче иртнӗ фестиваль пирки «Контакто» пӗтӗм тӗнчери эсперанто-журнал пӗлтернӗ. 1995 ҫулта ун пеккине Раҫҫейре пуҫласа йӗркеленӗ. Тепӗр ҫулхине шупашкарсем те ирттернӗ. Тӗрлӗ халӑх чӗлхипе паллаштарас, унпа кӑсӑклантарас, упраса пулӑшас тӗллевлӗ мероприяти кӑҫал та кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ. Фестиваль ЧППУ тӗп корпусӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ӗнер Шупашкар районӗнчи нумай хваттерлӗ ҫӗнӗ ҫуртра пушар тухнӑ. Унта пӗр арҫын шар курнӑ: пулӑшу ыйтса кӑшкӑраканскере ҫынсем илтнӗ. Инкеке лекнӗскере васкавлӑ пулӑшу машинипе илсе кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем арҫынна маска тӑхӑнтартса илсе аннӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, рабочисенчен пӗри пирус туртнӑ, ҫавӑн чухне ҫулӑм алхасма тытӑннӑ. Кӳкеҫре юлашки ҫулсенче нумай хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртсем пӗрин хыҫҫӑн тепри хӑпарса ларчӗҫ. Кӳкеҫӗн хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫав лапамра маларах уйрӑм ҫынсем валли кӑна ҫӗр уйӑрнӑччӗ. Ҫакна районшӑн яваплисем асӑннӑ тӑрӑхра ҫӗр ишӗлсе пынипе сӑлтавлатчӗҫ. Хӑш-пӗр ҫӗрте эрозие хирӗҫ ятарлӑ мероприятисем те ирттернӗччӗ. Вӑхӑт иртсен Кӳкеҫӗн хӗвеланӑҫ районӗнче тӑхӑр хутлӑ панель тата кирпӗч ҫуртсем хӑпартма тытӑнчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫитес уйӑхӑн 3-мӗш—4-мӗш каҫхине Чӑваш Енре «Ночь искусств» (чӑв. Ӳнер каҫӗ) культурӑпа вӗренӳ акцийӗ иртет. Ӑна, сӑмах май, Пӗтӗм Раҫҫейӗпех йӗркелеҫҫӗ. Акцие пирӗн тӑрӑхри культурӑпа ӳнер учрежденийӗсем те хастар хутшӑнӗҫ. Чӑваш патшалӑх филармонийӗ те ыттисенчен юлас темен. Унта 22 сехетре «Нарспи» мюзикл лартӗҫ. Ӑна тӳлевсӗрех кӑтартӗҫ. Аса илтеретпӗр, Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэми тӑрӑх темиҫе пьеса ҫырнӑ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ опера лартнӑ, 2008 ҫулта Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Нарспие» мюзикл евӗр сцена ҫине кӑларнӑ. «Нарспи» спектакль аслисене ҫывӑххине, анчах ҫамрӑксен чунне вӑл витерейменнине асӑрханӑ маттур чӑвашсем — Николай Казаков композиторпа Борис Чиндыков драматург — мюзикл ҫырас шухӑша 1989 ҫултах тытнӑ. Ҫапла вара Николай Казаков кӗввине хывнӑ, Борис Чиндыков либреттине ҫырнӑ. Нацин пӗрремӗш мюзиклне куракан патне ҫитерме республика ертӳҫин грантнеуйӑрнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Анастасия Александрова Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен студентка кире пуканӗ йӑтассипе тӗнче чемпионӗ пулса тӑнӑ. Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен Анастасия Александрова Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышӗпе тӗнчери чемпионата тата тӗнче первенствине хутшӑннӑ. Асӑннӑ аслӑ шкултан ушкӑнра ҫавӑн пекех Алексей Иванов тата Александр Павлов пулнӑ. Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗ таран пыракан чемпионат Казахстанри Актобе хулинче иртет. Ял хуҫалӑх академийӗнчи экономика факультетӗнче вӗренекен Анастасия Александрова 68 килограмчченхи юниорсем хушшинче ҫӗнтернӗ. 24 килограмм таякан пукана хӗр 134 хутчен ҫӗкленӗ. Студенткӑна ку ӑсталӑха Борис Глинкин тренер хӑнӑхтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |