Республикӑра
![]() Ку эрнере пӑр ҫинчен миҫе пулӑҫа ҫӑлнӑ-ши? Ку — виҫҫӗмӗш тӗслӗх. Паян Муркаш районӗнчи Шомик ҫывӑхӗнче ИӖМ ӗҫченӗсем виҫӗ арҫынна пӑр ҫинчен ҫӑлнӑ. Пӑр катӑлса Атӑл тӑрӑх юхса кайнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле вӑл пулӑҫсене те илнӗ. Пӑр катӑкӗ ҫыранран 400 метр инҫӗше ҫитнӗ. Инкеке лекнӗ пулӑҫсене ҫӑлавҫӑсем хӑвӑрт ҫӑлнӑ. 13 сехет те 15 минутра вӗсене ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Пулӑҫсем пурте — Шупашкарта пурӑнакансем, 28-29 ҫулсенчи арҫынсем. Вӗсем медпулӑшу илме хирӗҫленӗ. Аса илтерер: чӳкӗн 17-мӗшӗнче тӑватӑ ҫынна Мари Эл енне пӑр илсе кайнӑ. Иртнӗ вырсарникун вара Муркаш районӗнче тӳрех 12 ҫынна ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Раҫҫейре урӑ регионсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Экспертсем тӗрлӗ тӑрӑхра тӗпленнӗ ҫынсем эрех-сӑра мӗн чухлӗ ӗҫнине тӗпченӗ. Танлаштарӑма «Урӑ Раҫҫей» проектпа килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Ку ӗҫе Общество палати ҫумӗнчи экспертпа аналитика центрӗ те хутшӑннӑ. Танлаштарӑма мӗне кура хатӗрленӗ-ха? Регионта эрехпе мӗн чухлӗ ҫын наркӑмӑшланса вилнине, «симӗҫ ҫӗлен» тыткӑнне лекнисем мӗн чухлӗ пулнине, ӳсӗрсем мӗн чухлӗ преступлени тунине шута илнӗ. Чи урӑ регион — Чечня Республики. Унтан — Ингушети, Дагестан. Магадан облаҫӗнче, Чукотка автономи облаҫӗнче тата Коми Республикинче эрех нумай ӗҫеҫҫӗ. Чӑваш Ен 85 регион йышӗнче 32-мӗш вырӑна лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Енӗн прокуратури сусӑрсен ыйтӑвӗпе пуҫласа уҫӑ канашлу ирттернӗ. Унта инвалидсене транспорт инфраструктурипе усӑ курма меллӗ маррине Сергей Легостаев прокурорпа ку тытӑмра ӗҫлекенсенчен пуҫласа социаллӑ службӑсенче тӑрӑшакансем, влаҫ орагнӗсенче тимлекенсем, суд приставӗсем, ҫул-йӗр инспекторӗсем таранах хутшӑннӑ. Сусӑрсемшӗн (республикӑра 88 пин инвалид пурӑнать, вӗсенчен 3,2 пинӗшӗ хӑйсем тӗллӗн утса ҫӳреймеҫҫӗ) социаллӑ инфраструктура меллӗ пултӑр тесе яваплисем пачах ӗҫлемеҫҫӗ тени, паллах, тӗрӗс мар пулӗччӗ. Апла пулин те татман ыйтусем те ҫителӗклӗ. Кӑҫал кӑна прокуратура куҫӗ тӗлне йӗркене пӑснӑ 332 тӗслӗх лекнӗ. Тепӗр хутчен палӑртатӑп, ку вӑл — куҫа лекни кӑна-ха. Паянхи форумра сӳтсе явнӑ ыйтусемпе яваплисем пӗрле пулса татса пама калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнчи хупӑнас патне ҫитнӗ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) чӑх-чӗп хапрӑкӗнче чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче инкубаторсене ҫӑмарта хума палӑртнӑччӗ. Анчах халӗ ҫав ӗҫе ҫитес уйӑхӑн ҫуррине хӑварни паллӑ. Шупашкар район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Сергей Ванюшкин «Советская Чувашия» хаҫата ӑнлантарнӑ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫӑмарта хурсан чӗпсем ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнчи канмалли кунсенче тухӗҫ, ҫавӑнпа ҫӑмарта хума тӑхтас тенӗ. Паян хапрӑкӑн патшалӑх аллинчи 49 процент акцине сутмалли аукцион иртмеллеччӗ. Туянакан тупӑннипе тупӑнманнине официаллӑ ҫӑлкуҫсенчен хальлӗхе пӗлме май килмерӗ, республикӑн Юстици тата пурлӑх министерствин сайтӗнче те хыпарламанччӗ. Анчах Пӗрлехи электрон суту-илӳ лапамӗнче аукцион заявкӑсем ҫуккине кура иртменнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкарти 5-мӗш гимнази ертӳҫи Инна Исаева Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене сесси вӑхӑтӗнчи тавлашуллӑ самантсенче калаҫнине итлеме питех те кӑмӑллӑ. Ӗнерхи сессире те вӗсем пӗри тепринчен ытларах тӗлӗнтернӗ. REGNUM информаци агентствин корреспонденчӗ вӗсен сӑмахне илсе кӑтартнипе паллашар-ха. Килес ҫулхи хыснана сӳтсе явнӑ чух «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Олег Таланов регионти пӗтӗмӗшле продукт 4 процент ӳсмелли ҫинче чарӑнса тӑнӑ май «Тӗрӗссипе, эпир ӗҫлетпӗр. Ӗҫ укҫи илекенсем укҫа ӗҫлесе илекенсене ӑнланмаҫҫӗ пулӗ. Кунта ларакан депутатсенчен самайӑшӗ паян эпир калаҫакан тупӑш пайне ӳстерессине хутшӑнаҫҫӗ», — тесе касса татнӑ. Шупашкарти 5-мӗш гимнази (вӑл элитӑллӑ шкул шутланать) директорӗ Инна Исаева шухӑшлавӗ те хӑйне евӗр. «Хамӑн ӗҫ вырӑнне часрах таврӑнса промышленниксемпе бизнесӑн тупӑш пайне тӳрре кӑларас тесе хыснана эпӗ ырлатӑп паллах», — тенӗ ачасене пӗлӳ паракан ҫак ҫын.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ӗнерхи Сергей Паршаков паян Анселл Ламмерт Шупашкар каччи Сергей Паршаков ятне-шывне, тӗнне ылмаштарса Чех Республикине пурӑнма тухса кайнӑ. Хӑвӑрт утассипе тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ ҫак ҫын тупӑшӑва кайма кредит та илме тивнине «Чемпионат» спорт порталӗ паян пӗлтернӗ. Каччӑ Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ. Анчах 17 ҫула ҫитиччен чӑваш ҫӗрӗ ҫинче хӑйӗн тӑванӗ патне килсе хирте сахал мар ӗҫленӗ, аслӑ шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра урам та шӑлнӑ, хуралҫӑ та пулнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти ЧПУра тухтӑра вӗреннӗ, ҫав вӑхӑтрах спорт секцине ҫӳреме пуҫланӑ. Кайран каччӑ Питӗрти Пирогов ячӗллӗ медицинӑпа хирруги центрӗн ординатуринче ӑс пухнӑ, ҫав вӑхӑтра вӑл тухтӑрта ӗҫлеме пуҫланӑ. Йывӑр чире палӑртнӑ хыҫҫӑн каччӑ ятне-шывне, тӗнне ылмаштарса Чех Республикине Интернет урлӑ паллашнӑ савнӑ хӗрӗ патне тухса кайнӑ, унпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Паян Анселл Ламмерт ятпа ҫӳрекенскер Чех Республикинчи хӑвӑрт утакансен пӗрлештернӗ ушкӑнне лекме ӗмӗтленет. Хӑй вӑл Прага ҫывӗхӗнчи пӗр пульницӑра анестезиолог-реаниматологра ӗҫлет. Спорт мастерӗ усал чире ҫӗнме тем пекех ӗмӗтленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Хулари чӑвашлӑх. Ку ыйту нумай йӑхташа канӑҫ памасть. Мӗнле аталантармалла? Тутарстанри Анат Камӑри 34-мӗш гимнази-интернат пур. Вӗсен те йӑлтах ҫупа сӗрсе хуман, ҫапах та паянхи кунччен те чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентееҫҫӗ. Ҫитменнине ачасене чӑваш юрри-ташшине хӑнӑхтараҫҫӗ пӗчӗкрен», — ҫапла ҫырнӑ Фейсбукра кӳршӗллӗ ҫав республикӑри «Сувар» чӑваш хаҫачӗн редакторӗ Константин Малышев. Чӑн та, аслисен тӑрӑшӑвӗ харама каймасть темелле. Нумаях пулмасть иртнӗ «Мы разные, но мы вместе» (чӑв. Эпир тӗрлӗрен, анчах эпир пӗрле) фестивале те хутшӑннӑ ачасем. «Укӑлчара» фольклор композицийӗпе вӗсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ачасене ҫак фестивале хутшӑнма, ҫӗнтерӳҫӗсен ятне илме пулӑшакансем тесе хаҫат Галина Удирякова класс ертӳҫине, гимназири фолькор ушкӑнне ертсе пыракан Татьяна Носевича тата ачасен ашшӗ-амӑшне асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Сывлӑх
Гинеколог патне пынӑ пике хӗрлӗхе ҫухатса ӗлкӗрнипе ӗлкӗрменнине йӗрке хуралҫисем пӗлесшӗн. Тӗлӗнтермӗш пуҫарупа РФ Следстви комитечӗ ҫӗршывӑн Сывлӑх сыхлав министерствине тухнӑ. Пакунлисем 16 ҫула ҫитмен хӗрсем арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫпа пурӑннипе пурӑнманнипе кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫапла туни пикесене такам пусмӑрланипе пусмӑрланине палӑртма пулӑшать имӗш. Ҫапла, пусмӑрҫӑсемпе (вӗсем вара — ют ҫынсем кӑна мар. Тӑван ашшӗсем те хӑйсен хӗрӗсене тапӑнни, ар ҫыхӑнӑвне кӗни пирки илтме тивет) кӗрешмелле. Кун пирки нимле калаҫу та пулма пултараймасть. Анчах ҫак сӗнӗвӗн ухмахла енӗ те нумай. Енчен 15-ри хӗрпе 15-ри каччӑ хӑйсен кӑмӑлӗпе арлӑ-арӑмлӑ пурӑнаҫҫӗ пулсан? Тата тути ҫинче амӑш сӗчӗ типмен яшсем хӗрарӑмпа пурӑннине пакунлӑ ҫав этемсем епле палӑртасшӑн-ши? Ара, вӗсем те вунултта ҫитмен-ҫке. Е вӗсен пуҫарӑвӗ пурне те пырса тивмӗ-и? Ҫапла вара пикисене хӳтӗлесе яшӗсене айккинче хӑварасшӑн-им? РФ Следстви комитечӗн уйрӑм преступленисене тӗпченине тӗрӗслекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Евгения Минаева Лента.ру информаци агентствипе калаҫнӑ чух ҫул ҫитменнисемшӗн пӑшӑрханса пупленӗҫи пулнӑ-ха. |
Ҫурт-йӗр
![]() Ҫурт-йӗре тытса тӑнишӗн тата коммуналлӑ пулӑшушӑн хаксем ҫулсеренех ӳснине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр темелле. Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра хак 3,9 процент хӑпарма пултарать. Раҫҫей Правительстви ҫӗршыв шайӗнчи документа ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Регионсен тарифа федералсем ҫав документра палӑртнӑ индексран пысӑкрах ҫирӗплетме ирӗк ҫук. Тариф килес ҫул пуринчен ытла Мускавра хӑпармалла. Унта пурӑнакансен хваттер укҫине хальхинчен 7 процент ытларах тӳлеме тивӗ. Питӗрте, Якутск тата Камчатка тӑрӑхӗсенче 6 процент хаклӑрах пулӗ, Кемӗр облаҫӗнчисен кӗсйи хальхинчен 5,9; Пушкӑртстанрисен 5,8 процент ытларах ҫӳхелӗ. Ҫурҫӗр Осети—Аланире пурӑнакансем тариф енчен чи телейлисем: унта 2,5 процент кӑна хӑпарӗ. Алтай крайӗнче те аптӑрамаллах мар — хваттер укҫи 3,2 процент ҫеҫ ӳсет. Дагестанпа Кабардин-Балкар Республикинче пурӑнакансен хальхинчен 3,3 процент нумайрах тӑкакланма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти ача ҫуратмалли ҫуртра виҫӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Амӑшӗпе виҫе ачине пульницӑран кӑларнӑ чухне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура кӗтсе илнӗ. Полина, Данила тата Илюша юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӗсене пульницӑран киле ӗнер кӑна янӑ. Ҫак тапхӑрта вӗсене тухтӑрсем сӑнаса тӑнӑ. Вӗсене кӗтсе илмешкӗн Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн ыркӑмӑллӑх фончӗн попечительлӗх канашӗн председателӗ Лариса Игнатьева, Шупашкар хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ирина Клементьева, депутатсем, чиновниксем килнӗ. Ашшӗпе амӑшӗ ҫамрӑк. Ҫапах тӳрех виҫӗ ача ҫурални хӑратман. Аслашшӗпе асламӑшӗ, кукашшӗпе кукамӑшӗ вӗсене пулӑшма хатӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |