Республикӑра
![]() Ҫичӗ ачаллӑ Фоминсен ҫемйи ҫӗнӗ пӳрт уҫҫине тивӗҫнӗ Ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗрлӗ муниципалитета тухса унти предприяти-организацисен ӗҫӗ-хӗлӗпе, халӑх шухӑш-кӑмӑлӗпе паллашать. Иртнӗ ҫулхи кӑтартӑва пӗтӗмлетекен тата малашлӑха палӑртакан канашлусене те вӑл хутшӑнать. Ӗнер, нарӑсӑн 16-мӗшӗнче, Михаил Игнатьев Шупашкар районӗнче пулнӑ. Республика ертӳҫишӗн пур районпа хула та ҫывӑххи паллӑ ӗнтӗ. Ҫапах та ку тӑрӑх Михаил Васильевичӑн тӑван енӗ пулнине унтисем мӑнаҫлӑн палӑртаҫҫӗ. Михаил Игнатьев Янӑш ял тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ, «Прогресс» акционерсен обществинче тӗрлӗ должноҫре, ҫав шутра — ертӳҫӗре те, ӗҫленӗ. Шупашкар район администрацине те ертсе пынӑ. Муниципалитетри активпа ирттернӗ канашлура Михаил Игнатьев районӑн лайӑх енӗсем пуррине, ҫапах та туса ҫитерейменни ҫук маррине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, халӑх пурнӑҫа лайӑхлатасса кӗтет, апла пулсан тӳре-шаран ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Елена Сапаркина Чӑваш Енри ачасен правине Елена Сапаркина хӳтӗлӗ. Пӗчӗккисен омбудсменӗ пулма ӑна ӗнер ҫирӗплетнӗ. Кандидатурӑна Чӑваш Енӗн парламенчӗн ӗнерхи черетлӗ сессийӗнче пӑхса тухнӑ. 2015 ҫулхи раштавранпа Елена Сапаркина республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ, унччен вӑл Раҫҫейӗн Пенси фончӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Тепӗр кандидат та пулнӑ. Вӑл — Шупашкарти электромеханика колледжӗнче математика учителӗнче тӑрӑшакан Сергей Беккер. Ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулма ӑна «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти сӗннӗ. Елена Сапаркина хӑйӗн профессийӗ унччен те ачасемпе ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Социаллӑ хӳтлӗх сферинче тӑрӑшнӑскер ачасене социаллӑ пулӑшу кӳрессипе те вӑл тимленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑвай район администрацийӗ 27 ҫулти хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарассишӗн суда тавӑҫ ҫырнӑ. Вӑл икӗ ҫулти ачине воспитани памасть-мӗн. Хӗрарӑм ачине йӗркеллӗ пӑхман. Пӗчӗкскер апат лайӑх ҫименнипе дистрофипе аптӑрама пуҫланӑ. Халӗ администраци амӑшӗн правинчен хӑтарса унран алимент шыраса илесшӗн. Хӗрарӑм ачине пӑхмасӑр ҫапкаланса ҫӳренӗ, эрех ӗҫнӗ. Ку ача пурнӑҫӗшӗн тата сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Хӗрарӑма хӑйне йӗркеллӗ тытманшӑн ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комисси ларӑвне пӗрре мар чӗннӗ. Палӑртмалла: 2015 ҫулта хӗрарӑм ачине пульницӑра пӗчченех хӑварнӑ, каҫхине ӳсӗр таврӑннӑ. Унтан ачине пульницӑран кӑларма ыйтса кӑшкӑрашма тытӑннӑ. Ача дистрофипе аптӑранӑскер хӑйне япӑх туйни те ӑна татса чарман. 2015 ҫулта хӗрарӑма амӑшӗн правинчен чикӗленӗ, шӑпӑрлана ача ҫуртне янӑ. Амӑшӗ 1,5 ҫул ачипе пачах интересленмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шӑматкун, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Енри пульницӑсенче уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Хальхинче пациентсене тӑватӑ пульница йышӑнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Республикӑри кардиологи диспансерӗ алӑкне уҫӗ. Унта мероприяти ирхи 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен иртӗ. Республикӑри наркологи диспансерӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ 8-14 сехетсенче пулӗ. Унта 9 сехетре реабилитаци центрӗнче «Прокурорпа – право сехечӗ» иртӗ. Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин консультаци поликлиники те уҫӑ алӑксен кунӗ 8-13 сехетсенче ирттерӗ. Хулари 7-мӗш пульница уҫӑ алӑксен кунне 14 сехетчен йӗркелӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Республикӑри пӗр кадет шкулӗнче сахал тупӑшлӑ ачасем малашне апатланнӑ чухне ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курӗҫ. Ҫакна пурнӑҫлама спонсорсем пулӑшӗҫ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫав кадет шкулӗнче 225 ача вӗренет. Вӗсенчен 24-шӗ – ахаль тупӑшлӑ ҫемьесенчен. Хальлӗхе ку ҫӑмӑллӑха спонсорсем пулӑшнипе йӗркеленӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ апатланӑва каялла тавӑрас тесе ведомствӑра саккун проектне хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, патшалӑх учрежденийӗсенче вӗренекенсем республикӑри хысна пулӑшнипе тӳлевсӗр ҫийӗҫ. Палӑртмалла: халӗ ҫӑмӑллӑхлӑ апатланупа сусӑрсем, тӑлӑхсем, сахал тупӑшлӑ ҫемьери ачасем усӑ кураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑя суйланӑ. Депутатсен нумай пуҫ ватма тивмен. Пӗр кандидатура ҫеҫ пулнӑ. Вӑл ЧР ӗҫлев министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Елена Сапаркина. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, вӑл — Михаил Игнатьевӑн тӑванӗ, арӑмӗн пӗртӑванӗн хӗрӗ. Елена Сапаркина унччен Пенси фончӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. 2015 ҫул вӗҫӗнче ЧР Ӗҫлев министерствине куҫнӑ. Уҫӑ Раҫҫей координаторӗ Дмитрий Семенов каланӑ тӑрӑх, Сапаркинӑсӑр пуҫне тепӗр икӗ кандидата сӗннӗ: Алексей Глухов (Уҫӑ Раҫҫей), Сергей Беккер (Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей). Анчах влаҫ икӗ кандидата та йышӑнман. Паян сесси умӗн пӗр ҫын, Уҫӑ Раҫҫейрен, пӗр пикет ирттернине пӗлтернӗччӗ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ плакат тытнӑ: «Игнатьевсен тӑванӗсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулас килет». ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев пикетчика курсан чӗнмесӗр иртмен: «Провокаторсен информацине йышӑнмастӑп, вӑл манӑн тӑван мар». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Мускавра кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче «Голос. Дети» проект валли клип ӳкернӗ. Унта пирӗн ентеш те хутшӑннӑ. Шупашкарти 31-мӗш шкулта ӑс пухакан Александр Долинский телепроекта хутшӑнакан Рагда Ханивӑн тата Саша Савиновӑн клипӗнче тӗп роле калӑпланӑ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, KID LIKES Cinema Production ача-пӑча компанийӗ клипра ӳкерӗнмешкӗн кастинг ирттересси пирки пӗлтернӗ. Унта Шупашкарти шкул ачи лекнӗ, ӑна тӗр роле шаннӑ. «Летай» юрӑ клипне Мускавра тата Одинцовӑра ӳкернӗ. Нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче унӑн премьери пулнӑ. Сценари ҫапларах: тӗп сӑнар хоккейла вылясшӑн, анчах лару-тӑру пачах урӑхла пулса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Республикари юн илекен станци иртнӗ ҫул мӗнле ӗҫленипе паллаштарнӑ. Пӗлтӗр 1841 ҫын пӗрремӗш хутчен донор пулнӑ. Пӗтӗмпе 12062 ҫын юн панӑ. Республикӑри юн илекен станцин тӗп тухтӑрӗ Любовь Яковлева каланӑ тӑрӑх, донорсем сахалланнӑ. Пӗлтӗр 20,5 донаци тунӑ. Аппарат мелӗпе процедура тунӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Пӗлтӗр 11 пин ытла литр юн хатӗрленӗ. Плана 96 процент тултарнӑ. 1,7 пин литр плазма илнӗ. Станцире юн илнисӗр пуҫне вырӑна тухса та ҫӳреҫҫӗ. Вӑтамран илес тӗк, 2016 ҫулта республикӑри кашни ҫын пуҫне 9 миллилитр юн хатӗрленӗ. Пӗлтӗр 10 пин ытла пациента 6 пин ытла донор юнӗн компонентне янӑ. Донорсене пӗтӗмпе 439,14 тенкӗ панӑ. Пӗтӗмпе пӗлтӗр ку тӗлӗшпе 9 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Ҫӑварни эрнинче чӑваш тата вырӑс юмахӗсене кӑтартӗҫ. Театрласа выляса кӑтартнисене кашниех хутшӑнма пултарать. Ҫӑварни тепӗр эрнинче пуҫланать. Кӑҫал ӑна анлӑ паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ: вӑйӑсем ирттерӗҫ, юрласа-ташласа савӑнӗҫ. Нарӑс уйӑхӗн 20–26-мӗшӗсенче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре кашни кунах аниматорсем кӗтсе илӗҫ. Кашни кунах 16 сехетре чӑваш тата вырӑс юмахӗсене тӗпе хурса театрласа выляса парӗҫ. Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче — «О том, как Вовока хотел Весну встречать», нарӑсан 21-мӗшӗнче — «Как на Маслену неделю», нарӑсӑн 22-мӗшӗнче — «Волк против!», нарӑсан 23-мӗшӗнче — «Тимӗркке тата Ҫӑварни», нарӑсӑн 24-мӗшӗнче «Масленица, прощай!», нарӑсан 25-мӗшӗнче — «Вовка и Масленичное гуляние!», нарӑсӑн 26-мӗшӗнче «Ох, Масленица широка!» юмахсем лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Пикета тухнӑ арҫын Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ пиллӗкмӗш сессийӗ иртрӗ. Правительство ҫурчӗ умӗнче пӗр арҫын плакатпа кӗтсе тӑнӑ. Ҫул кӑтартас тӗллевпе мар. Арҫын: «Хочу быть уполномоченным по правам родственников Игнатьева» (чӑв. Игнатьев тӑванӗсен прави енӗпе уполномоченнӑй пулас килет)», — тесе ҫырнӑ хутпа саркаланнӑ. Александр Белов журналист хыпарланӑ тӑрӑх, полицейскисем акци тӗллевӗпе кӑсӑкланнӑ. Юрий Сидоров ятлӑ оппозиционер влаҫа тӑвансем йышӑннине хирӗҫҫине депутатсене кӑтартас шухӑшлӑ пулнӑ имӗш. Маларах «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин депутатне Игорь Молякова яваплӑ должноҫе педагогикӑри опытсӑр ҫынна, республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумне Елена Сапаркинана, сӗнни тӗлӗнтернине эпир пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |