Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери акципе килӗшӳллӗн, Шупашкарта ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртӗ. Унта хӑлха илтменнисене тата куҫ курманнисене «Дневники мамы первоклассника» фильм кӑтартӗҫ. Акци «Синема 5» кинотеатрта иртӗ. Мероприяти 12 сехетре пуҫланӗ. Ку акцие 4 ҫул каялла пӗрремӗш хут ирттернӗ. Кайран вӑл чылай ҫӗршывра сарӑлнӑ. Кӑҫал Раҫҫейре ӑна пирвайхи хут официаллӑ статус панӑ. Акци вӑхӑтӗнче хамӑр ҫӗршывра ӳкернӗ фильмсене кӑтартӗҫ: «Призрак», «Чемпионы. Быстрее. Выше. Сильнее». Тата «Крепость» мультфильм пӑхма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӗҫех Ҫӗнӗ ҫул ҫитет. Хӗллехи каникулта епле кантараҫҫӗ? Телее, кӑҫал раштавӑн 31-мӗшӗ шӑматкуна лекет. 30-мӗшӗнче ӗлеттереҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫе тухмалла. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗ вырсарникуна лекнӗрен ӑна нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗ ҫине куҫӑрӗҫ. Кӑрлачӑн 7-мӗшӗшӗн, вӑл шӑматкуна лекет, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кантараҫҫӗ. Ҫапла майпа Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫынсем 9 кун канӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти ӳнер театрӗнче «APTARA-fest» фестиваль иртрӗ. APTӐRA-festа пыракансене живопись те, авангардла поэзи те, наци чӗлхиллӗ хальхи юрӑсем те, дизайн-маркет та, фуд-корт та, наци сӗмӗллӗ хулари тумтир те тӗлӗнтерме шантарнӑччӗ мероприяти йӗркелӳҫисем. Чӑн та, пурте тӗлӗнтернӗ. Ҫӑвара пуринчен ытла карса пӑрахтарни — фестивальти ҫара пикесем. Ҫакна халӗ Фейсбукра хытах сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫара пикисем ҫарах та мар темелле: вӗсене сӑрласа пӗтернӗ. Мӗнле май килнӗ пек мар, шухӑшласа виҫсех. Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ хайхисене. Те ҫыннисем кая юлса аталанса пыраҫҫӗ-и, те аптӑратас тесе ытлашшипех аптӑратнӑ-ши: анчах ҫара ӳтлӗ пикене чӑваш тӗррипе сӑрмакланине ырласа йышӑннине хальлӗхе асӑрхамарӑм. Фейсбукрисенчен пӗри, Юрий Федоров, ку фестивале ҫапларах хакланӑ: «Эпӗ тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм», — сӑмаха вӑл жаргонпа усӑ курса вырӑсла каланӑ. Унӑн пӗлтерӗшне чакарас мар тесе цитатӑнах илсе кӑтартам: «Я прифигел». Унтан вӑл ҫапларах ҫырать: «Сцена ҫинчи ҫара кӑкӑр — пирӗн тренд иккен. |
Чӑвашлӑх
![]() Самарти кӗр сӑрин саманчӗ Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Самар хулинче облаҫри XIX «Кӗр сӑри» чӑваш фольклор фестивалӗ иртнӗ. Мероприятие вӑл тӑрӑхри Культура министерстви, Самар хула округӗн администрацийӗ, Халӑх туслӑхӗн керменӗ тата, паллах, унти чӑвашсен «Пехил» обществи йӗркеленӗ. Кӗр сӑрине Самар, Ӗренпур, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи чӑвашсен хӗрӗхе яхӑн пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Тӑван республикӑмӑртан Зинаида Яковлева ертсе пыракан «Уяв» фольклор халӑх ансамблӗ тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кайри Шӗнерпуҫӗнчи «Илем» фольклор ушкӑнӗ кайнӑ. Мероприяти вӑхӑтӗнче облаҫри «Ҫулталӑкри чӑваш хӗрарӑмӗ» тата «Выля, хуткупӑс—2016», Самар облаҫӗнче чӑваш халӑхӗн культурине, йӑла-йӗркине, чӑваш чӗлхине упраса хӑварассипе пуринчен лайӑх ӗҫлекен ял тӑрӑхне палӑртмалли конкурссен ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупрашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен 1-мӗш спорт шкулӗнче парабадминтон енӗпе Чӑваш Ен чемпионачӗ иртнӗ. Чемпион титулӗшӗн Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Муркаш районӗнчи 22 спортсмен тупӑшнӑ. Чемпион ятне тивӗҫӗссишӗн Юрий Степановпа Павел Попов хушшинче уйрӑмах ҫивӗч кӗрешӳ пулнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те — Европа шайӗнчи бронза чемпионӗсем. Парабадминтонистсен унчченхи ӑмӑртӑвӗ Голландинче юпа уйӑхӗнче иртнӗ. Ҫапах та Юрий Степанов пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑншӑн Муркаш районӗнчи Илья Паргеевпа Алексей Ефимов тупӑшнӑ. Илья вӑйлӑрах пулнӑ. Мӑшӑрлӑн та тупӑшнӑ. Юрий Степановпа Павел Попов Илья Паргеевпа Алексей Ефимовпа ӑмӑртса Муркаш район арҫыннисене ҫӗнтернӗ. Вӗсене кашнинех парнесемпе тата Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Конкурс хыҫҫӑнхи асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗк Красноармейски районӗнчи Культура ҫуртӗнче шкул ачисем хушшинче Трак ен сӑвӑҫин Николай Ершов-Янгерӑн пултарулӑхне халалласа «Кашни сӑмахӗ — чун хӗлхемӗ» илемлӗ вулакансен конкурсӗ иртнӗ. Н. Ершов — Раҫҫей журналисчӗсен, Чӑваш писателӗсен союзӗсен тата Композиторсен ассоциацийӗн пайташӗ. 15 кӗнеке авторӗн сӑввисемпе вырӑнти композиторсем 150 ытла юрӑ кӗвӗленӗ. Конкурса 3–11-мӗш классенче вӗренекен 68 ача хутшӑннӑ. Вӗсен пултарулӑхне тӳресен председателӗ пулса Николай Ершов хӑй хакланӑ. Илемлӗ вулакансене ӳсӗме кура виҫӗ ушкӑна пайласа хакланӑ: 3–5, 6–8, 9–11-мӗш классенче вӗренекенсем. Николай Ершов ҫӗнтерӳҫӗсене преми тата кашни хутшӑнакана хӑйӗн кӗнекисене парса хавхалантарнӑ. Конкурса Чӑваш наци конгресӗн Красноармейски районӗнчи уйрӑмӗ йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тобольскра Бичуринӑн асӑну хӑми уҫӑлнӑ Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ нумаях пулмасть хӑйӗн 25 ҫулхине паллӑ тунӑ. Ҫавна май унта «Бичуринские чтения: история, культура и религия чувашей» (чӑв. Бичурин вулавӗсем: чӑвашсен историйӗ, культури тата тӗнӗ) ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ. «Тюменская область сегодня» (чӑв. Тӗмен хутлӑхӗ паян) интернет-хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи кӑна мар, ытти патшалӑхри хӑнасем те хутшӑннӑ. Виҫӗ кунлӑ форум Горьковка ялӗнчи шкулта чӑваш культурипе уҫӑ урок ирттернипе уҫӑлнӑ. Тепӗр кун Тӗменти культура институтӗнче Бичурин вулавне пуҫтарӑннӑ. Ҫав кунах чӑваш эстрада артисчӗсем те хутшӑннӑ концерт иртнӗ. Виҫҫӗмӗш кун Тобольскри Декабристсен урамӗнчи 21-мӗш ҫурт ҫинче (унччен вӑл ҫуртра ял хуҫалӑх колледжӗ пулнӑ) Никита Бичурин китаеведӑн асӑну хӑмине уҫнӑ. Барельеф ҫине ҫапла ҫырса хунӑ: «Здесь в Знаменском монастыре жил и преподавал в Тобольской духовной семинарии (1806—1807) великий сын чувашского народа Никита Яковлевич Бичурин (29.08.1777—11.05.1853), в монашестве — архимандрит Иакинф, выдающийся учёный востоковед, один из основоположников российского китаеведения» (чӑв. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӳкӗн 19-мӗшӗнче Красноармейскинчи Трак шкулӗнче агрокласс уҫӑлнӑ. Вӑл ӑслӑлӑх, инженери енӗпе ӗҫлӗ. Ҫакӑ – ЧР Ял хуҫалӑх тата Вӗренӳ министерствисен пуҫарӑвӗ. Пӗрремӗш агрокласра 9-мӗш класра вӗренекен 79 ача вӗренӗ. Вӗсем – Упи, Алманч, Мӑн Шетмӗ, Красноармейски тата Трак шкулӗсенчен. Лекцисене Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑк академийӗн вӗрентекенӗсем вулӗҫ. Практика вара ял хуҫалӑх предприятийӗсенче, фермер хуҫалӑхӗсенче иртӗ. Кун хыҫҫӑн вӗсене сертификат парӗҫ. Унпа вара ял хуҫалӑх академине кӗме ҫӑмӑлрах пулӗ. Малашне кунашкал классене республикӑри ытти шкулта та уҫасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне тӑвасси пирки хушу тухнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинетне ҫак ҫурта пурлӑх пама хушнӑ. Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ унччен Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗ пулнӑ ҫӗрте уҫӑлӗ. Правительство ҫӗнӗ ҫурта ӗҫлеме май туса памашкӑн хыснари укҫа-тенке пӑхса тухӗ. Ку – республикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Вӑл Чӑваш Енре кӑна мар, Раҫҫейре те пурӑнакан халӑхсен культурине, чӗлхине упрас тӗлӗшпе нумай ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енре канмалли кунсенче ҫул-йӗр ҫинче темиҫе инкек пулнӑ. пассажирсем суранланнӑ. Телее, вӗсене медпулӑшу парсан киле янӑ. Чӳкӗн 19-мӗшӗнче «Мускав – Ӗпхӳ» ҫул ҫинче МАН автомобиль Опелпе ҫапӑннӑ. Кун хыҫҫӑн иномарка малта пыракан машинӑна тӑрӑннӑ. Инкекре Опелте пынӑ 52-ри пассажир суранланнӑ. Ӑна Етӗрне районӗн тӗп пульницине илсе ҫитернӗ. Ҫав кунах Шупашкарти Гайдар урамӗнче Тойота водителӗ машинӑна ирттерсе яман, пырса тӑрӑннӑ. Шевроле пассажирӗ, 27-ри хӗрарӑм, аманнӑ. Чӳкӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти Гагарин урамӗ тата Ленин проспекчӗ хӗресленнӗ вырӑнта Лада водителӗ ҫул-йӗр правилине пӑсса Шевролепе ҫапӑннӑ. Ладӑри тата Шевролери пассажирсем аманнӑ. Вӗсене медпулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи вилнӗ. | ||
| Федоров Николай Васильевич, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Иван Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта В.И. Чапаев музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта хӑвӑрт утакансен XXIII тӗнче кубокӗ уҫӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |