Культура
![]() Паян ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне тӑвасси пирки хушу тухнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинетне ҫак ҫурта пурлӑх пама хушнӑ. Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ унччен Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗ пулнӑ ҫӗрте уҫӑлӗ. Правительство ҫӗнӗ ҫурта ӗҫлеме май туса памашкӑн хыснари укҫа-тенке пӑхса тухӗ. Ку – республикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Вӑл Чӑваш Енре кӑна мар, Раҫҫейре те пурӑнакан халӑхсен культурине, чӗлхине упрас тӗлӗшпе нумай ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енре канмалли кунсенче ҫул-йӗр ҫинче темиҫе инкек пулнӑ. пассажирсем суранланнӑ. Телее, вӗсене медпулӑшу парсан киле янӑ. Чӳкӗн 19-мӗшӗнче «Мускав – Ӗпхӳ» ҫул ҫинче МАН автомобиль Опелпе ҫапӑннӑ. Кун хыҫҫӑн иномарка малта пыракан машинӑна тӑрӑннӑ. Инкекре Опелте пынӑ 52-ри пассажир суранланнӑ. Ӑна Етӗрне районӗн тӗп пульницине илсе ҫитернӗ. Ҫав кунах Шупашкарти Гайдар урамӗнче Тойота водителӗ машинӑна ирттерсе яман, пырса тӑрӑннӑ. Шевроле пассажирӗ, 27-ри хӗрарӑм, аманнӑ. Чӳкӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти Гагарин урамӗ тата Ленин проспекчӗ хӗресленнӗ вырӑнта Лада водителӗ ҫул-йӗр правилине пӑсса Шевролепе ҫапӑннӑ. Ладӑри тата Шевролери пассажирсем аманнӑ. Вӗсене медпулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре каллех узбексене тытса чарнӑ. Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем автобуса чарнӑ. Унта вара йӗркене пӑснӑ мигрантсем пулнӑ. Ку Улатӑр хулинче чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулнӑ. Автобусра пӗтӗмпе Узбекистанран килнӗ 90 ҫын пулнӑ. Пурин документне те тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 30-шӗн Раҫҫейре пулма юранӑ срок тухнӑ-мӗн. Вӗсен тӗлӗшпе административлӑ материал ҫырнӑ. Кашнине штрафланӑ. Пӗтӗмпе – 60 пин тенкӗлӗх. Йӗркене пӑснӑ ҫынсен Раҫҫерен кӑларса яма йышӑннӑ. Вӗсем пирӗн пата тепӗр 5 ҫултан ҫеҫ килейӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Алешкин Саплӑкри шкул Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Алешкин Саплӑк чӑваш ялӗнчи шкулта районти семинар иртнӗ. Унта вӗренӳ учрежденийӗсен директорӗсен воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗсем, класс ертӳҫисен тата педагог-йӗркелӳҫӗсен шкулти методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫисем пуҫтарӑннӑ. Педагогсем шкулти этнографи музейӗнче те, вӑл сакӑр уйрӑмран тӑрать, пулнӑ. Музей ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна Петр Максимов истори учителӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Ку вӑл 1987 ҫулта пулнӑ. Унтанпа музей самай пуянланнӑ. Петр Васильевича сума суса музейра паян ятарлӑ стенд та ӗҫлет. Семинара пухӑннисене ачасен ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Уйрӑмах килӗшнисен шутӗнче — «Волшебная бусинка» (чӑв. Асамлӑ шӑрҫа) тата «Веста» кружоксем. Вӗсем иккӗшӗ те ачасен ӑсталӑхне туптама пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫитес ҫул ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкӗ пулӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян иртнӗ планеркӑра пӗлтернӗ. Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе, федерацин влаҫ органӗсен территорири ертӳҫисемпе, муниципалитетсен пуҫлӑхӗсемпе иртекен паянхи канашлура Михаил Игнатьев ҫитес ҫула Амӑшӗн тата ашшӗн ҫулталӑкӗ тесе йышӑнма сӗннӗ. Ку вӑл Михаил Васильевич пуҫарӑвӗ мар-мӗн, ҫапла тума ӑна Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗ тата Ашшӗсен республикӑри канашӗ ыйтнӑ. Аслисене хисеп тумаллине шута илсе Михаил Игнатьев ку сӗнӳпе килӗшнӗ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Пуҫлӑхӗ Юрий Васильев ку ыйтӑва ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тӑрӑшакансемпе тата общество организацийӗсемпе сӳтсе явнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Конкурс саманчӗ Халӑх юррине шӑрантаракан 40 юрӑҫ чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти педагогика университечӗн ӳнер тата музыка вӗрентӗвӗн факультечӗн сцени ҫине тухнӑ. Конкурса хутшӑнас шухӑшлисем 14 районти 60 солист тупӑннӑ. Анчах финала пурте лекеймен. Халӑх юррисене пухнӑ тата вӗсене юрланӑ Ираида Вдовина ячӗллӗ конкурса Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУпа пӗрле ирттернӗ. «Ай, юрлар-и!» регионсем хушшинчи конкурса кӑҫал улттӑмӗш хут ирттернӗ. Конкурса икӗ номинаципе йӗркеленӗ: «Студенты специальных музыкальных учебных заведений» (чӑв. Ятарлӑ музыка вӗренӳ заведенийӗсен студенчӗсем) тата «Любители народной песни» (чӑв. Халӑх юррине юратакансем). Юрласа ӑмӑртакансене Михаил Кондратьев музыковед, ӳнер пӗлӗвӗн докторӗ, Чӑваш гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн пай пуҫлӑхӗ; «Классика» юрӑ капеллин дирижер-хормейстерӗ, Шупашкарти Ф. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча шкулӗн хор уйрӑмӗн ертӳҫи Александра Васильева; Александр Осипов музыковед; Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ Светлана Лаврентьева; Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн пай пуҫлӑхӗ Светлана Тяхмусова; Ҫӗрпӳ районӗнчи культура аталанӑвӗн центрӗн пуҫлӑхӗ Светлана Смирнова тата Ирида Вдовинан хӗрӗсем — Рива Захаровапа Луизы Березнева — хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кивӗ Илтрекьел ялӗ Тутарстан Республикинчи Аксу районӗнчи Кивӗ Илтрекьелӗнчи вӑтам шкул ҫур ӗмӗрхине паллӑ тунӑ. Унта, кирек епле шкул юбилейӗнчи евӗрех, тӗрлӗ ҫулта вӗренсе тухса кайнисем пуҫтарӑннӑ. Шкул ҫунатти айӗнчен тухса кайнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ инҫӗше парӑнтарнисем пур. Вӗсем хушшинче — строительсемпе инженерсем, шалти ӗҫсен тата инкеклӗ ӗҫсен министерствисенче тӑрӑшакансем, культура тата ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, усламҫӑсемпе вӗрентекенсем, тӳре-шарапа министрсем. Чӑваш шкулне юбилейпа районтан килнӗ пуҫлӑхсем те саламланӑ. Хӑшӗсене ҫав кун тӗрлӗ награда лекнӗ. Район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗпе педагогика ветеранне Лидия Горбунована, шкул ертӳҫине Алексей Буинские, информатика учительне Алексей Маклакова чысланӑ. Ытти шайри Хисеп хучӗсем те уявра самай пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Ҫак йӗркесене ҫырас шухӑшпа аппалана пуҫласан чӑвашсен паллӑ артистки Тани Юн ҫырнӑ асаилӳ кӗнеки алла лекрӗ. Уҫкаларӑм та шартах сикрӗм: пӗр сыпӑкне «Аса илес килменнисем» тесе ят панӑ. Ҫакӑ мана тарӑн шухӑша ячӗ, чылай вӑхӑт канӑҫ памарӗ. Тем те пулать пурнӑҫра, мӗн тӳснине аса илсен йывӑр шухӑшсем капланса килсе ҫын чӗрине пусарса асаплантараҫҫӗ. Аллӑ ҫул ытла театрта ӗҫлерӗм, иртнӗ вӑхӑтри пурӑнӑҫ сыпӑн-сыпӑкӑн кинори пек куҫ умӗнчен вӗлтлете-вӗлтлете иртме пуҫларӗ. Анчах та ман пурнӑҫра аса илес килменни пулман та тейӗн, пулнӑ пулсан та аса килмеҫҫӗ вӗсем. Пурнӑҫри лайӑх пулӑмсем, телейлӗ самантсем пуҫра явӑнаҫҫӗ, вӗсем ҫинчен каласа парас килет. Ҫавӑнпа кӗнеке ятне (паллах, пиҫсе ҫитсе ҫут тӗнче курма пултарсан) аса илӳсем мар, аса килнисем тесе калас килет. Ачалӑхпа ҫамрӑклӑх1930 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ялти шкула тӑхӑр ҫул тултарнӑ ачасене ҫеҫ илнӗ. Эпӗ вара ҫичӗ ҫултах вӗренме пуҫланӑ. Ку ҫапларах пулса тухрӗ. Манӑн аттен шӑллӗн ывӑлӗ, манран тӑватӑ ҫул аслӑрах Петӗр пичче, пӗррехинче мана хӑйӗнпе шкула илсе кайрӗ. |
Сывлӑх
![]() Нумаях пулмасть ЧР Сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗсем специалисчӗсем «Пӗрремӗш фармацевтика фирми» тулли мар яваплӑ общество ертӳҫипе тӗл пулнӑ. Вӗсем «фанфурик» ыйтӑвне сутса явнӑ. Ҫак аптека сетӗнче «фанфурик» сутас енӗпе йӗрке йышӑннӑ. Фармацевтсене ачасемпе ҫул ҫитмен ҫамрӑксене спирт шӗвекне сутма чарнӑ. Кунсӑр пуҫне малашне вӗсем пӗр ҫынна 1-2 спирт настойкинчен ытларах сутмӗҫ. Палӑртмалла: республика ҫыннисем «фанфурик» сутнипе кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, кун пирки кирлӗ ҫӗре ҫӑхавлаҫҫӗ. Йӗрке тӑвас тесе общество организацийӗсем, тухтӑр-нимеҫӗсем профилактика рейчӗсем ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Унччен Г.Лебедев ячӗллӗ лицей пулнӑ ҫурта авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен хута палӑртнӑччӗ. Анчах ку вӑхӑта ӗлкӗреймерӗҫ. Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Алексей Ладыковпа пӗрле унта ҫитсе курнӑ. Унта 4-мӗш лицей пулӗ, пуҫламӑш классене вӗрентӗҫ. Ертӳҫӗсем классем хӑтлӑ пулнине палӑртнӑ. Гимнастика залӗ, спортзал, ташламалли пӳлӗм те пур унта. Сенсор пӳлӗмӗ те хӑтлӑ. Столовӑй «Пӗремӗк ҫурчӗ» ятлӑ. Робототехника класӗ те ӗҫлӗ. Картишре — автохула. Лицей ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ. Унта 4-мӗш лицейри 170 ача тата 50-мӗш шкулти 150 шӑпӑрлан ӑс пухма пуҫлӗ. Пӗтӗмпе 320 ача валли вырӑн хатӗрленӗ. Ҫитес вӗренӳ ҫулӗ валли тепӗр 180 шӑпӑрлан валли вырӑн пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |