Персона
![]() Леонид Волков экс-полпред Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи пулнӑ Леонид Волков ҫӗршыв ертӳҫи патне черетлӗ, виҫҫӗмӗш, ҫыру ӑсатнӑ. 15 страницӑран тӑраканскерте «ӑссӑрла» самантсене палӑртса хӑварнӑ. Аса илтеретпӗр, Леонид Волков тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Леонид Волкова саккуна пӑсса 2 миллион тенкӗ преми илнӗ тесе айӑпласшӑн. Пӗр вӑхӑтра ӑна килтен тухмалла мар тунӑччӗ. Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Леонид Волков майлӑ йышӑну тунӑ. Следстви унӑн арестне тӑсма ыйтса тавӑҫ тӑратнине тӳре тивӗҫтермен. Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи экс-полпречӗ Леонид Волков Владимир Путинран иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче черетлӗ хутчен пулӑшу ыйтнӑччӗ. Маларах вӑл Президент патне юпа уйӑхӗнче ҫырнӑччӗ. Хальхи ҫырура Леонид Волков, сӑмахран, Мускаври обществӑпа культура мероприятийӗсене ирттерме тӑкакланине растрата тенипе килӗшесшӗн мар. Ҫырура, тӗслӗхрен, ҫӗршывӑн тӗп хулинче культура центрӗ уҫма 10 пин янӑ, Андрей Эшпая саламлама 5 пин, Геннадий Айхин юбилей каҫне ирттерме 4 пин, К. Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине асӑнса уяв ирттерме 5 пин тенкӗ уйӑрнине тата ытти ҫавӑн йышшине пустуй тӑкак евӗр хакланине ҫырура «абсурд» (чӑв. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Тӳре-шара та укҫа перекетлеме пулӑшайӗ Чӑваш Енре республика ертӳҫине тата правительство пуҫлӑхне пӗр ҫынна ӗҫлеттересшӗн. Ку шухӑш патне оппозици шутланакан парти пайташӗсем Александр Андреев коммунист тата «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков ҫитнӗ. «Куратӑр-и, ҫӑмӑллӑха мӗнпур енпе касса пыраҫҫӗ. Ӗҫ ветеранӗсен, нумай ачаллисен, ахаль тӳре-шаран перекетлӗ пурӑнма тивет. Пысӑк ертӳҫӗсен те ку утӑмпа каймалла тесе шухӑшлатӑп», — тесе каланӑ Александр Андреев «Правда ПФО» интернет-хаҫат журналистне Александр Белова. Унтан вӑл Моляковпа пӗр шухӑшлӑн республика ертӳҫине тата правительство пуҫлӑхне пӗр ҫынна ӗҫлеттересси ҫинчени саккун проекчӗ хатӗрлессине пӗлтернӗ. Ырӑ тӗслӗх вырӑнне Коми Республикине илсе кӑтартнӑ май: «Гапликов пӗчченех чиперех ӗлкӗрсе пырать», — тенӗ. Капла туни тӑкаксене чакарма пулӑшмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Артистсем ҫӗнӗ вырӑна хӑтлӑх кӳреҫҫӗ Хваттер тара илсе пурӑнакан ҫын пек ҫак таранччен ют вырӑнта ӗмӗрленӗ, ҫитес ҫулхи авӑн уйӑхӗнчк 85 ҫул тултаракан Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫывӑх вӑхӑтра, тата тӗрӗсрех каласан, раштавӑн 26-мӗшӗнче, ҫӗнӗ вырӑнта, хӑйне уйӑрса панӑ, унччен «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫуртра куракансене пуҫласа йышӑнӗ. «Юлташсем! Савӑнӑҫлӑ хыпар! Пире «Ҫеҫпӗл» кинотеатрӑн ҫуртне официаллӑ майпа пачӗҫ. Ку вӑл пирӗншӗн чӑннипех историлле пулӑм», — асӑннӑ учрежденире пресс-службӑра ӗҫлекен Надежда Андреева паян «Фейсбукра» ҫапларах хыпарланӑ. Унтан вӑл Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева, культура министрне Константин Яковлева, хайсен директорне Елена Николаевӑна тав тунине пӗлтернӗ. Театр ҫӗнӗ ҫӗрте раштавӑн 26-мӗшӗнче Чӑваш елки кӑтартӗ, 27-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Ҫул умӗнхи кӑтартусене пуҫлӗ. Ҫак кунсенче театртисем ҫӗнӗ вырӑна хӑйсене кирлӗ пек хӑтлӑх кӳрессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юмах вӗҫленсен... Шупашкар районӗнчи культурӑпа кану центрӗн «Эйфория-Иллюзия» халӑх театрӗ (ертӳҫи — Екатерина Федорова) ӗнер «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» республика хаҫачӗн журналисчӗ Алина Изман юмахсене тӗпе хурса ҫырнӑ «Ну очень запутанная история» (Пӑтравлӑ истори) хайлав тӑрӑх спектакль лартнӑ. 3 ҫултан пуҫласа 12-чченхи ачасем валли калӑпланӑ юмахри тӗп сӑнарсем — Вовкӑпа унӑн йӑмӑкӗ Лиза. Вӗсем хальхи вӑхӑтри хӑш-пӗр ача пекех: кӗнеке вулама кӑмӑлламаҫҫӗ, компьютерпа мультфильм тесен сехечӗ-сехечӗпе монитор е экран умӗнче ларма хатӗр. Премьерӑпа саламланӑ май ӑшӑ сӑмах каласа автора, режиссера тата вылякансене Шупашкар район администрацийӗн культура, туризм тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Маргарита Павлова, Республикӑри халёх пултарулӑх центрӗн театр енӗпе ӗслекен методисчӗ Владимир Григорьев ырӑ суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Дмитрий Моисеев Республикӑри «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗн тивӗҫне Дмитрий Моисеев пурнӑҫлӗ. Кун пирки коллектива паян республикӑн Информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерствинчен килнӗ тӳре-шара пӗлтернӗ. Издательство ҫуртӗнче директорӑн—тӗп редакторӑн ҫумӗнче икӗ ҫын ӗҫлет: унччен «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ пулнӑ Дмитрий Моисеев тата Геннадий Максимов. Министр ҫумӗ Юлия Стройкова каланӑ тӑрӑх, Геннадий Максимова, унӑн тӑрӑшулӑхне аван пӗлеҫҫӗ. Халӗ вӗсем пуҫлӑх тивӗҫне Дмитрий Моисеева пурнӑҫлаттарса пӑхасшӑн. Тилхепене тытма вӑл хытах хирӗҫленӗ, анчах ӑна ӳкӗте кӗртнӗ-кӗртнех. Кӑштахран «Хыпар» ИД директорне—тӗп редакторне суйламалли конкурс иртӗ. Ҫавна май министерство пуҫлӑх пуканӗ пирки ӗмӗтленекенсенчен заявлени пуҫтарать. |
Экономика
![]() Ачана укҫашӑн ҫуратмалла мар Виҫҫӗмӗш ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑшӗсене Чӑваш Енре 100 пин тенкӗ укҫа пама пӑрахӗҫ. Ку йӗрке килес ҫулхи кӑралчӑн 1-мӗшенчен вӑя кӗрӗ. Саккун проектне малтан ЧР Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ пӑхса тухса ырланӑччӗ. Эпир маларах каланӑ: «Комитет ырласан сессире депутатсем те ырлаҫҫӗ», — шухӑш тӳрре килчӗ. Ӗнерхи, раштавӑн 20-мӗшӗнчи, сессире вӑл саккуна йышӑннӑ. Ӗнерех Чӑваш Ен Элтеперӗ ӗҫлӗ хута алӑ пуснӑ. Ун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Сӑмах май, маларах РФ Президенчӗ Владимир Путин 2020 ҫулччен Амӑшӗн капиталне индексацилемессине йышӑннӑччӗ. Хушу ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ФХС управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Софронов генерал-майор Ӗнер, раштавӑн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсене тата мӗнпур право хуралне «патшалӑхӑн влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе Чӑваш Енри хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессишӗн тата право йӗркине тытса тӑрассишӗн, республикӑн социаллӑ экономика сферине аталанма тӑнӑҫлӑ услови туса парассишӗн» «тухӑҫлӑ ҫыхӑну тытнишӗн» тата «пӗрлехи ӗҫшӗн» тав тунӑ. Ӑшӑ сӑмах калама сӑлтавӗ те пулнӑ: ФХС тӑрӑшакансем професси кунне уявланӑ. Ҫав ятпа йӗркеленӗ савӑнӑҫлӑ мероприятире Хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Софронов генерал-майор ӗҫтешӗсемпе пӗрлех вӗсен ҫемйисене те, ветерансене те саламласа сывлӑх тата ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Владимир Свешников — хӗрлӗ тумлӑ Хӗл Мучи Ҫӗнӗ ҫул умӗн хуласемпе район центрӗсенче, пысӑкрах хӑш-пӗр ялсенче те Хӗл Мучисемпе Юрпикесен парачӗсене ирттересси йӑлана кӗнӗ. «Август» фирмӑн Вӑрнарти хутӑш препаратсен савучӗ те унти рабочисене тата вӗсен ҫемйисене, поселокра пурӑнакансене савӑнтармалли-кӑсӑклантармалли тупсах тӑрать. Нумаях пулмасть унта Хӗл мучисемпе Юрпикесен парачӗ иртнӗ. Тӗп Хӗл Мучийӗ — савут пуҫлӑхӗ Владимир Свешников. Унчченхи ҫулсенче савутрисем уявсене хӑйсен территорийӗнче кӑна ирттернӗ пулсан, хальхинче кӑҫалтан хута янӑ «Химик» паркра пуҫтарӑннӑ. Парада аслисемпе пӗрлех ачасем те тухнӑ. Шел те, хӑшӗсем унта хутшӑнайман: савутӑн саккас нумаййине кура канмалли кунсенче те ӗҫлеме тивет. Аса илтеретпӗр, халӗ савутра креативлӑ елкӑсен конкурсӗ пырать. «Назад в СССР» (чӑв. Каялла, СССРа) ят панӑ корпоратива хатӗрленсе халӗ унтисем иртнӗ ӗмӗрӗн 20–80-мӗш ҫулӗсенчи евӗр тумтир шыраҫҫӗ, аслашшӗ-асламӑшӗн сунтӑхне ҫавӑрттараҫҫӗ, ӳркенменнисем ҫӗвӗҫ патне кайсах ҫӗлеттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Ялта пулман пӑтӑрмах» спектакльти сыпӑк К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ кивӗ ҫула ялта пулман пӑтӑрмахпа ӑсатса ярса ҫӗннине те унпах кӗтсе илесшӗн. Артистсемпе режиссерсен, сцена хыҫӗнче ӗҫлекенсен хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухман-ха: спектаклӗ «Ялта пулман пӑтӑрмах» ятлӑ. А. Поповӑн «Женись, сынок, женись» пьеси тӑрӑх лартнӑскере Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Большаков ҫапла куҫарнӑ, Наталия Сергеева режиссер лартнӑ. Спектакле паян черетлӗ хутчен кӑтартнӑ та унпа кӑҫалхи театр сезонне 2017 ҫул пуҫламӑшӗччен хупнӑ. Спектакль лартман вӑхӑтра артистсем пӗчӗк куракансемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне Ҫӗнӗ ҫул юмахне йыхравлаҫҫӗ. Раштавӑн 22-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 6-мӗшӗччен Андрей Кружной пьеси тӑрӑх «Красная Шапочка и инопланетяне» юмах кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Праски Витти курава чӗнет Паян Шупашкарти «Радуга» (чӑв. Асамат) культурӑпа курав центрӗнче Чӑваш Республикин халӑх художникӗн Праски Виттин куравӗ уҫӑлнӑ. Мероприятие республикӑри тӗре-шара та хутшӑннӑ, художник ячӗпе ырӑ сӑмах каланӑ. Ҫӗнӗ ҫул тӗлне открытка хатӗрлесси пирӗн ҫӗршывра XIX ӗмӗр вӗҫӗнчех пуҫланса кайнӑ. Кунта Иван Билибин, Александр Бенуа, Илья Репин, Николай Рерих, Леон Бакст, Константин Маковский тата ыттисене палӑртмалла. Праски Витти ҫак жанрпа 1978 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Лениградри В.И. Мухина ячӗллӗ художествӑпа промышленность училищине вӗренсе пӗтернӗскер хӑйӗн ӗҫӗсенче наци сӗмне те кӑтартнӑ. Паллӑ художникӑн, монументалистӑн, живописецӑн открыткисемпе кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗччен паллашма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.