Тӗн
![]() Шупашкарта тӗн организацине тӗп тунӑ. Кун пирки regnum.ru порталта пӗлтернӗ. Тӗп тунӑ организаци «Надежда» ятлӑ. Ӑна 2013 ҫулта регистрациленӗ. Кӑҫал вара Раҫҫей Федерацийӗн Юстици министерствин Чӑваш Енри управленийӗ ӑна пӗтерме ыйтса суда тавӑҫ тӑратнӑ. Мӗншӗн? Тӗн организацийӗн пӗр учредителӗ экстремизмпа тата терроризмпа ҫыхӑннӑ текен хыпар пур. Организацин учредителӗсем – 10 ҫын. Тӗн организацийӗн элчи тавӑҫа хирӗҫ пулман. Суд та тавӑҫа тивӗҫтернӗ. Ҫапла майпа тӗн организацине пӗтерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |