Ҫул-йӗр
![]() «Чӑвашавтотранс» ҫула тухма хатӗр Ҫӗрпӳ район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта хӑш-пӗр маршрутпа автобус ҫӳреттерессине «Чӑвашавтотранс» ҫӗнӗрен пуҫарса янӑ. Раштавӑн 16-мӗшӗнчен тытӑнса, акӑ, «Чебоксары-1 — Степаново» (чӑв. Шупашкар-1 — Ямаш) маршрутпа турттарма тытӑннӑ. Раштавӑн 22-мӗшӗнчен пуҫласа «Чӑвашавтотранс» автобусӗсем 175-мӗш номерлӗ маршрутпа «Цивильск—Словаши» (чӑв. Ҫӗрпӳ—Славаш) тата 217-мӗш маршрутпа «Вурумсют—Цивильск—Чебоксары» (чӑв. Вӑрӑмҫут—Ҫӗрпӳ—Шупашкар) ялӗсене хулапа ҫыхӑнтарӗҫ. Сӑмах май, иртнӗ уйӑхӑн 29-мӗшӗнче «Чӑвашавтотрансӑн» Вӑрмарти пассажирсен автотранспорт предприятийӗн водителӗсем забастовка ирттернӗччӗ: ирпе вӗсем ӗҫе тухманччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫапла хӑтланма ӗҫ укҫине тӑватӑ уйӑх илейменни хистенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑвашлӑх анлӑхӗнче вӑй хуракансем паянхи куна кашни ҫул асра тытаҫҫӗ — Митта Ваҫлейӗн асӑну хӑми ҫине чечек хураҫҫӗ. Кӑҫал та, чӑваш халӑхӗн пултаруллӑ ачине тытса кайнӑ кунхине, вӗсем Карл Маркс урамӗнчи 24-мӗш ҫурт умне пухӑнчӗҫ. Асӑну хӑми умне чечек хума Чӑваш наци конгресӗн Президиум пайташӗ Николай Егоров, чӑвашсен паллӑ ваккачӗ Николай Столбов, «Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗн пайташӗсем Дмитрий Степановпа Юлия Романова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Николай Енилин, Митта Ваҫлейӗн ячӗллӗ преми фончӗн ертӳҫи Илле Иванов тата чӑваш ҫыравҫи Юрий Сан хутшӑнчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри МЧС ӗҫченӗсем Украинӑри Донецк тата Луганск облаҫӗсенче пурӑнакан ачасем валли пылак ҫимӗҫ пухнӑ. Ку – Ҫӗнӗ ҫул парни. Вӗсем те ытти ача пекех асамлӑ уявра савӑнччӑр тенӗ. Пылак ҫимӗҫе Мускав ҫывӑхне ӑсатнӑ ӗнтӗ. Унти ачасем вӑрҫӑ мӗнне пӗлеҫҫӗ, анчах Ҫӗнӗ ҫул умӗн парнесем кӗтеҫҫӗ. Пӗлтӗр те Раҫҫейрен вӗсем патне пылак ҫимӗҫ ӑсатнӑ. Акци шӑпах ун чухне пуҫланнӑ. Пирӗн республикӑра та вӗсем валли парне туянас тесе укҫа пухнӑ. Парнесене Мускав ҫывӑхӗнчи Ногинскра хатӗрлӗҫ, унтан Донецк тата Луганск облаҫӗсене ӑсатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, ирхи 10 сехетре, Ҫӗрпӳ районӗнче маршрутка аварие лекнӗ. Ун чухне салонра 6 ҫын пулнӑ. Маршрутка Патӑрьелтен килнӗ. Вӑл кювета ҫаврӑнса ӳкнӗ. Маршрутка ҫаврӑнса ӳкнӗ. Телее, вилекенсем пулман. Чылайӑшӗ йывӑр аманман. Авари вырӑнне васкавлӑ медпулӑшу хӑвӑрт ҫитнӗ, йывӑр суранланнӑ пӗр пассажира пульницӑна илсе кайнӑ. Кӑштахаран, тепӗр темиҫе сехетрен, тепӗр пассажир хӑйне япӑх туйма тытӑннӑ. Вӑл та тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ыттисем хӑйсене чиперех туяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Нумаях пулмасть «Пятница» телеканалпа пыракан «Магаззино» кӑларӑм ертӳҫи Шупашкарта та пулнӑччӗ. Ҫак кунсенче «Магаззино мадамӗ – 2016» конкурс ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: ку конкурсра Шупашкарти Тӗп пасарта ӗҫлекен сутуҫӑ Альбина Прохорова ҫӗнтернӗ. Вӑл конкурсра 6146 сасӑ пухса мала тухнӑ. Конкурса сасӑлав мелӗпе пӗтӗмлетнӗ. Альбина Прохоровӑна пысӑк парне кӗтет. Ӑна ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗшӗн ҫулталӑкри шалу чухлӗ укҫа тата Мальдивӑра канмашкӑн путевка парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мускаври Мещен район сучӗ Аброр Хайдарова арестленӗ. Маларах капла шӑпа Тамерлан Сычоева тата Хисматулл Наимова кӗтсе илнӗ. Аброр Хайдарова тӳресем Чӑваш Енре вӑхӑтлӑх регистрацире тӑнине палӑртнӑ. Мускавра Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче террор ирттерме хатӗрленекенскер Таджикистан ҫынни пулнӑ. Виҫӗ ҫынтан тӑракан, терроризма хатӗрленекен ушкӑна Мускаври Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Вӗсен сирпӗтмелли хатӗрсем, бомба хатӗрлемелли япаласем, автоматсемпе гранатсем пулнӑ. Аброр Хайдаров хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Вӑл Мускавра такcистра вӑхӑтлӑх ӗҫленине, Чӑваш Енре вӑхӑтлӑх пропискӑра тӑнине пӗлтернӗ, Раҫҫейре чарнӑ Ислам патшалӑхӗпе ҫыхӑну ҫуккине ӗнентерме пӑхнӑ. Ушкӑн Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче Мускавра террор ирттерме ӗмӗтленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗр пуҫлӑха виҫӗ пуҫлӑх саламлать Виҫӗмкун Канаш хулинче пӗр пуҫлӑха темиҫе пуҫлӑх саламланӑ. Ҫав кун унта Раҫҫей Федерацийӗн Налук службин районсем хушшинчи 4-мӗш инспекцийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ ӗҫе кӳлӗннӗ. Налукҫӑсен ертӳҫине коллективпа кӑна мар, асӑннӑ ведомство налук пухакан территорисенчи муниципалитетсен: Канаш хулин (администраци ертӳҫи — Владислав Софронов), Канаш районӗн (ертӳҫи — Владимир Степанов), Тӑвай районӗн (ертӳҫи — Владимир Ванерке) пуҫлӑхӗсемпе те паллаштарнӑ. Районсем хушшинчи 4-мӗш инспекцие Надежда Поликарпова ертсе пыма тытӑннӑ. Ҫӗнӗ ӗҫ коллективӗнчи пӗрремӗш ӗҫ кунӗпе ӑна ФНСӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Марина Петрова та саламланӑ. Тӳре-шара Канаш тӑрӑхӗнчи тӗп налукҫӑна чечек ҫыххи тыттарнӑ, ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Метикассисем юрла-юрла отчет итленӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи потребительсен обществи (вӑл Чӑвашпотребсоюз тытӑмне кӗрет) пайщиксемпе отчет пухӑвне ҫулсеренех ирттерет. Ҫак тӗллевпе Ҫӗрпӳ райповӗн канашӗн ертӳҫи Сергей Генералов тата райпора ӗҫлекенсем Метикассинчи лавккара пулнӑ. Отчет пухӑвне вырӑнтисем пысӑк пӗлтерӗшӗлӗ уяв евӗр йышӑннине кура хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпах кӗтсе илнӗ. Ялти Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Пилеш» фольклор ансамбльне те сутуҫӑсем чӗнсе илнӗ. Лешсем вара концертпа Кино тата Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗсене вӗҫлер тесе хаваспах килӗшнӗ. Нумай цифрӑсемлӗ отчета итлесе ларма кичем те ял халӑхне те лавккана пухӑнма сӑлтавӗ пулнӑ: вӗсем ялти тӳлевсӗр концерта пуҫтарӑннӑ — хӑйсен тӑрӑхӗнчи хитре юрлакансен пултарулӑхне пӑхса савӑннӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() ЧППУ ҫурчӗ И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри Чӑваш Республикинчи Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑ «Чӑваш чӗлхипе литератури. Уҫӑ урок тата класс тулашӗнчи чи лайӑх ӗҫ» республика шайӗнчи конкурсӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Унта республикӑра тата республика тулашӗнче чӑваш чӗлхипе литературине, тӑван ен культурине шкулта вӗрентекенсем хастар хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче И.Н. Никифоров ячӗллӗ Вӑрнарти петӗмӗшле пӗлӳ паракан пӗрремӗш вӑтам шкул ӗҫченӗсем те пур. «5—7 классенчи чӑваш чӗлхипе литератури урокӗ, класс тулашӗнчи мероприяти (вырӑс шкулӗ)» номинацире чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Инна Егорова пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. «8—9 классенчи чӑваш чӗлхипе литератури урокӗ, класс тулашӗнчи мероприяти (вырӑс шкулӗ)» номинацире чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Кириллова — виҫҫӗмӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Хорнсорти вӗҫлемен объект Чӑваш Енӗн культура, наци тата архив ӗҫӗсен министрӗ Константин Яковлев Вӑрнар районӗнче пулнӑ. Министр муниципалитетри культура учрежденийӗсемпе паллашнӑ тата вӗсенче ӗҫлекенсемпе курса калаҫнӑ. Министрпа вырӑнти тӳре-шара: район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев тата культура пайӗн пуҫлӑхӗ Ирина Алексеева — ҫӳренӗ. Министр паллашӑва Ҫӗрпел ял тӑрӑхӗнчен пуҫланӑ. Вӑл унти Культура ҫуртӗнче, Хорнсорти клубра тата вулавӑшра пулнӑ. Юлашкинчен асӑннинче культурӑпа сывлӑх центрӗ тума пуҫланӑ, анчах ӗҫе вӗҫне ҫитермен. Константин Геннадиевич ял тӑрӑхӗнче лайӑх Культура ҫуртӗнче пуррине, унтах ӗҫлеме май пуррине палӑртнӑ. Ҫӗрпелти культура центрне те министр ырланӑ. Хорнсорти вӗҫлемен объекта тӑвассине министр республика ертӳҫисемпе сӳтсе явма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.