Ял хуҫалӑхӗ
![]() Пулнӑ-пулнӑ-пулнӑ пуль, бройлерсем те пулнӑ пуль... Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) акционерсен уҫӑ обществинче ҫуллахи укҫана халӗ те илсе пӗтереймеҫҫӗ. Ку хыпара унта ӗҫленисем кӑна мар, прокуратура тӗрӗслевӗ те ҫирӗплетнӗ. Прокуратура сайтӗнче хальтерех вырнаҫтарнӑ хыпарта юпа уйӑхӗнчи тӗрӗслев пирки сӑмах пырать. Ҫав уйӑхӑн 14-мӗшӗ тӗлне унта ҫурла уйӑхӗшӗн те шалу тӳлесе татман пулнӑ: 296 ҫын умӗнче парӑм 4,6 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ. Шалӑва тӳлеме васкаман предприяти тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса ӑна 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Сӑмах май каласан, хапрӑкра штата чакарнине пула ӗҫсӗр юлнисем каланӑ тӑрӑх, ҫулла ӗҫленӗ укҫана паян та илсе пӗтереймеҫҫӗ, хӑҫан ӑна тытасси те паллӑ мар, бройлерсем те унта юлман. |
Хулара
![]() Ҫитес ҫул Шупашкара палӑрмаллах улӑштарасшӑн. Парксене, урамсене, картишсене ҫӗнетесшӗн. Ҫак тӗлӗшпе федераци хыснинчен Шупашкар валли укҫа уйӑрӗҫ. Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫейри регионсем валли хыснаран 20 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Пӗр пайӗ Шупашкара лекӗ. Хулана хӑтлӑх кӗртес тесе республика тата хула хыснисенчен укҫа парӗҫ. Пӗтӗмпе — 250 миллион тенкӗ. Укҫана илес тесен хӑвӑрт тата пахалӑхлӑ ӗҫлемелле, проектсем хатӗрлемелле. Ҫӗнӗ ҫулччен хӑш объектсене ҫӗнетмеллине палӑртмалла. Кӑрлачӑн 20-мӗшӗ тӗлне вара проектированин техника заданине палӑртмалла. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен строительство ӗҫӗсене пурнӑҫламашкӑн килӗшӳсем ҫырӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫанталӑк сивӗ тӑнӑ май республикӑра ҫынсем шӑнса вилнӗ. Паян Ҫӗмӗрле тата Шупашкар районӗсенче арҫын тата хӗрарӑм виллисене тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем шӑнса вилнӗ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче ирхине ентешӗсем 58 ҫулти хӗрарӑм виллине тупнӑ. Вӑл пӗр кун маларах ҫынна асаннӑ ҫӗрте пулнӑ, килте ҫывӑрман. Халӗ следовательсем вӑл шанса вилнӗ вырӑна мӗнле лекнине тӗпчеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑт тӗлнеллех Шупашкар районӗнчи Шупашкаркассинче килӗнчен 200 метр аяккарах 65-ри арҫын виллине тупнӑ. Вӑл шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл ӳсер пулнӑ-и? Следоватльсем ҫакна уҫӑмлатаҫҫӗ. Сӑмах май, иртнӗ вырсарникун Шупашкарта тата Вӑрнар районӗнче – пӗтӗмпе 3 ҫын – шӑнса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 5 миллион тенкӗ ӑҫта кайса кӗнӗ? ЧР Следстви управленийӗ ҫак ыйтӑва уҫӑмлатать. Пӗр коммерци организацийӗн экс-директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл хыснаран 5 миллион тенкӗ вӑрланӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2008 ҫулта ҫак директор тата Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗ автоҫула юсамашкӑн килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ку — 2012 ҫулччен. Анчах каярахпа ҫакӑ ҫиеле тухнӑ: документсенче мӗнле ӗҫсем пурнӑҫлани пирки тӗрӗс мар палӑртнӑ. Пӗр сӑмахпа, подрядчик ӗҫӗн пӗр пайне пурнӑҫламан, анчах укҫине илнӗ. Ҫапла майпа Хӗрлӗ Чутай районӗн хыснинчен 5 миллион тенкӗ вӑрланӑ. Халӗ суд экс-директорӑн чаплӑ машинисене, ҫӗр лаптӑкне, киммине арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Темиҫе ҫул каялла иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ҫуралакан ачасемшӗн Амашӗн капиталне пама тытӑнчӗҫ. Ӑна кашни ҫулах индексациленӗ. Юлашки ҫулсенче вара унӑн виҫи ӳсмен. Нумаях пулмасть РФ Президенчӗ Владимир Путин саккуна алӑ пуснӑ. Унта каланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулччен Амӑшӗн капиталне индексацилемӗҫ. Ку саккун ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. Унччен Амӑшӗн капиталӗ инфляци ӳснине кура хӑпарнӑ. Унӑн виҫине федераци саккунӗ палӑртнӑ. Халӗ капитал виҫи – 453026 тенкӗ. Эппин, 2020 ҫулччен ҫавӑн чухлех юлӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Африка мурӗ пирки каллех калаҫма тытӑнчӗҫ. Вӑрманта хир сыснисен виллисене тупсан карантин йышӑнчӗҫ. Ҫуркунне ҫитиччен республикӑри пилӗк районта 185 хир сыснине вӗлерме палӑртнӑ. Ку мӗнпе ҫыхӑнни паллӑ: Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенче Африка мурӗпе чирлӗ хир сыснисен виллине тупнӑ. Халӗ пилӗк районта ҫак чӗрчунсен хисепне мӗнле шайлаштармаллине сӳтсе яваҫҫӗ. Африка мурне сарӑлма парас мар тесе Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсенче хир сыснисен йышне чакарма палӑртнӑ. Ҫавна май сунарҫӑсене пеме ирӗк парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иркутск облаҫӗнче ҫынсем спирт настойки ӗҫсе вилни ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева та сисчӗвлентернӗ. Ку ыйтӑва правительство пайташӗсемпе эрнесерен иртекен канашлура сӳтсе явнӑ. Михаил Игнатьев Иркутск облаҫӗнче ҫынсем катӑркас настойкине ӗҫсе вилни пирки калаҫнӑ. Унта кунашкал шӗвеке ӑша ярса 40 ытла ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Михаил Игнатьев ҫакна япӑх тӗслӗхпе танлаштарнӑ: аптекӑсенче настойка (халӑхра ӑна «фанфурик» теҫҫӗ) сутни акӑ мӗн патне илсе ҫитерет. Канашлура Михаил Игнатьев республикӑра «фанфурик» сутассине чарса лартма хушнӑ. Ку сахалтан та тӗрӗслев мероприятийӗсем вӗҫлениччен тӑсӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш наци культурин «Сувар» фончӗпе пӗрле ҫитес ҫул валли ҫӗнӗ кунталӑк (календарь) кӑларчӗ. Ытти ҫулхисемпе танлаштарсан пысӑк уйрӑмлӑхсем ҫук — календарьте эсир чӑваш халӑх уявӗсен кунӗсемпе, чӑваш халӑхӗпе ҫыхӑннӑ пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе паллашма пултаратӑр. Ҫавӑн пекех официаллӑ уяв кунӗсене те палӑртнӑ. Сӑмах май, Республика кунӗ кӑҫал шӑматкуна лекнӗрен, ӑна хӑш кун ҫине куҫарнине калакан саккуна тупайманран канмалли кун пек ҫӗртмен 23-мӗшне палӑртрӑмӑр. Улшӑнусенчен: уйӑх ячӗсене чӑвашлисӗр пуҫне вырӑсла тата акӑлчанла ҫырнӑ. Шупкарах, тӳрех ан курӑнччӑр тесе тӑрӑшрӑмӑр пулин те типографирен тухнӑ хыҫҫӑн ятсем чиперех вуланни курӑнчӗ. Чӑвашла ятсенчен вырӑслисем ҫине куҫма пуҫланӑ тесе ан шухӑшлӑр. Яланхи пекех календаре «СУМ» лавккара туянма пулать, хакӗ 20 тенкӗ. Кӑҫал укҫа-тенкӗ сахалтарах пулнипе тиражне пысӑккӑн кӑлармарӑмӑр — 100 штук кӑна. |
Чӑвашлӑх
![]() Крымри фестивальте Севастопольти чӑвашсен наципе культура обществин хастарӗсем Крымра пурӑнакан халӑхсен кухнисен III фестивальне хутшӑннӑ. Мероприяти кӑҫал раштавӑн 18-мӗшӗнче иртнӗ. Уява «Лукоморье» паркра ирттернӗ. Фестивале пирӗн чӑвашсем те кӑмӑлпах пырса ҫитнӗ. Вӗсем наци кухнин вӑрттӑнлӑхӗпе хаваспах паллаштарнӑ. Унчченхи ҫулсенче те ун пек мероприятие хутшӑннисем ытти ҫул курнӑҫнисемпе тепӗр хутчен калаҫнӑ, тӗрлӗ нацин культурин вӑрттӑнлӑхӗсене сӳтсе явнӑ, пӗр-пӗрин ӑсталӑхне ӑша хывнӑ. Уява пынисем чунтан савӑннӑ, калаҫнӑ, шӳтленӗ. Ун пек мероприятисем Крымри тӗрлӗ наци ҫыннисене, ҫав вӑхӑтра вӑл тӑрӑхра тӗпленнӗ чӑвашсене те, тем пек кирлине палӑртса ҫитес ҫулхи фестивальчен ырӑ кӑмӑлпа сывпуллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Картлашкапа ҫӳрени тӳре-шарашӑн та усӑллӑ Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче ӗнертенпе лифта ӗҫлеме чарса лартнӑ. Ваннишӗн, ҫутӑ ҫуккишӗн мар. ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви сӗннипе унта «Неделя без лифта» (чӑв. Лифтсӑр эрне) пилӗк кунлӑх акци пырать. Картлашкапа анса хӑварни сывлӑха усӑ курнине ӗнентерме ятарлӑ плакатсем ҫакса тухнӑ. Ара, чӑн та, кунсерен 15 минут картлашкапа хӑпарсан этем ӗмӗрӗ 3 ҫула тӑсӑлать иккен. Кашни 10 картлашкана ҫӗнни 1 калорие пӗтерет. Тухтӑрсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, картлашкапа куллен хӑпарса анни чупнинчен те усӑллӑрах. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин пуҫарӑвне — тунтикун пуҫланнӑ акцие — тӳре-шара малтанласа тӗрлӗрен йышӑннӑ. Кӑштахран вӑл килӗшсе кайнӑ та халӗ картлашка тӑрӑх хаваспах утӑм хыҫҫӑн утӑм тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.