Ял пурнӑҫӗ
![]() Ялсенче модельлӗ ФАПсем тӑваҫҫӗ Аксаринти Агентие тӳре-шара илтнӗ пулас. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче кун пирки ик кун каяллах, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, пӗлтернӗ. Аксаринти Агентий ялти ФАПшӑн пӑшӑрханса кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Общество телевиденийӗн тӳрӗ эфирта пыракан «Отражение» кӑларӑмне шӑнкӑравланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Вӑл кӑларӑма Чӑваш Ен ертӳҫи Михаил Игнатьев хутшӑннӑччӗ. Кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова Аксаринти ФАПа 2017–2019 ҫулсенчи программӑна кӗртнине пӗлтернӗ. ФАПа 2015 ҫулта хупнӑ хыҫҫӑн вӑл тӑрӑхри ял ҫыннисене Ӗсмелти (Октябрьскинчи) врач амбулаторийӗнчи терапевтсемпе педиатрсем пулӑшнине ӗнентернӗ министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ыран, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗпе пӗрле «Врачпа уҫӑлса ҫӳрени» акци ирттерет. Хальхинче ӑна Раҫҫейӗн студенчӗсен кунне халалланине пӗлтереҫҫӗ. Ҫавна май акци иртнӗ май «Будь спортивным! Стань здоровым!» (Спортпа туслӑ пул! Сывлӑхлӑ пул!) студентсен флешмобӗ йӗркелеме шухӑшласа хунӑ. Сывлӑха усӑ кӳрекен утта ЧПУн медицина факультечӗн деканӗ Валентина Диомидова тата республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин право тата кадрсен пайӗн пуҫлӑхӗ Ольга Петрова ертсе пымалла. Флешмоба медицина факультечӗн студенчӗсене, интернӗсене, ординаторӗсене тата врачсене йыхравланӑ. Ирхи тӑхӑр сехетре Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче пуҫланакан мероприятие кӑмӑл пур кирек пур ҫынна та чӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри онкологсемпе кардиологсем районсемпе хуласене тухса ҫынсен сывлӑхне тӗрӗслӗҫ. Чире иртерех палӑртсан ӑна сиплеме ҫӑмӑл тесе ирттерекен ҫак акцие Республикӑри онкологи диспансерӗн тата Республикӑри кардиологи диспансерӗн специалисчӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Онкологсем кашни районпах хулана ҫитесшӗн, кардиологсем 13 хутчен тухса кӗме палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви тухтӑрсем ҫывӑх вӑхӑтра ӑҫта ҫитессине пӗлтернӗ. Икӗ кун каялла онкологсем Ҫӗмӗрле районӗнче пулнӑ. Йӗпреҫ районне вӗсем нарӑсӑн 1-мӗшӗнче кайӗҫ, ҫав уйӑхӑн 8-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче пулӗҫ, 15-мӗшӗнче — Куславкка районӗнче. Вырӑна тухса ирттерекен кӑҫалхи пӗрремӗш консультацие кардиологсем Элӗк районӗнчен тытӑнӗҫ. Унта вӗсем нарӑсӑн 8-мӗшӗнче ҫитӗҫ. Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче пулӗҫ, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче — Вӑрмар районӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин 3-мӗш томӗ Иртнӗ ҫулталӑк вӗҫӗнче Чӑваш кӗнеке издательстви ҫӗнӗ сӑмах пуххисем кӑларса савӑнтарчӗ. Чи малтанах вулакансем патне Г.И. Фёдоровӑн «Чӑваш фразеологийӗн ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин» 2-мӗш томӗ («СУМ» лавккара вӑл 270 тенкӗ тӑрать) ҫитрӗ. Унта Ҫ-Я саспаллирен пуҫланакан фраземӑсем кӗнӗ. Вӗсене стиль тӗлӗшӗнчен, эмоциллӗ, экспрессиллӗ хаклав енчен пахаланӑ, вӗсемпе усӑ курнин уйрӑмлӑхӗсене тӗслӗхсемпе ҫирӗплетнӗ, фраземӑсен синонимӗсене кӑтартнӑ. Ку словарь тӗпчевҫӗсемшӗн те, культура ӗҫченӗсемшӗн те, студентсемпе шкул ачисемшӗн те усӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех сӑмах хаклавҫисем патне «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин» 3-мӗш томӗ те ҫитнӗ. «СУМ» лавккари хакӗ — 330 тенкӗ. Ку тома К, Л, М, Н, О тата П саспаллисенчен пуҫланакан сӑмахсем кӗнӗ. «Ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки хатӗрлесси — чӑваш чӗлхи ӑслӑлӑхӗшӗн ҫӗнӗ пулӑм», — тесе пӗлтернӗ кӗнекен умсӑмахӗнче. «СУМ» электрон лавккара вара эсир ӑнлантару сӑмахсарӗн харӑс виҫӗ томне те туянма пултаратӑр — хакӗ 610 тенкӗ кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Нарӑс уйӑхӗнче Раҫҫейре йӑлана кӗнӗ «Йӗлтӗр йӗрӗ» иртет. Кӑҫалхипе вӑл 35-мӗш хут йӗркеленӗ. Анлӑ спорт мероприятине ирттерме Чӑваш Ен те хатӗрленет. Кӑҫал вӑл нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ. Шупашкарта кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, вӑл аэропорт ҫывӑхӗнче пулӗ. Яланхи пекех ӑмӑрту VIP-чупуран пуҫланӗ. Тӳре-шара йӗлтӗрпе 2017 метр ярӑнӗ. Унтан пӗтӗмӗшле старт пуҫланӗ. Унта 3 ҫухрӑм чупӗҫ. Кун хыҫҫӑн 5 тата 10 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарӗҫ. «Йӗлтӗр йӗрӗ» 12 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта ӑшӑ трасси ҫинче авари пулнӑ. Юсав ӗҫӗсем темиҫе сехет пыраҫҫӗ ӗнтӗ. Паян Мичман урамӗпе Кривов урамӗ хӗресленекен вырӑнта ӑшӑ трасси ҫинче авари пулнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна пула 9,5 пин ҫын ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Хваттерсене пӑрӑхсем сивӗ. Ҫулпа вара машинӑсем иртсе ҫӳреймен. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков аварие пӗтерес тӗллевпе ӗҫлӗ комисси йӗркеленӗ. 17 сехетре вырӑна Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева тата Алексей Ладыков ҫитнӗ. Ӑшӑ пӑрӑхӗсене ҫур ҫӗрччен йӗркене кӗртме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Студентсен кунӗнче ҫулсерен регионсен хушшинче «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Татьяна» конкурс ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл Саранскри Н.П.Огарев ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче иртнӗ. Конкурса Киров, Пенза облаҫӗсенчи, Тутар, Мари, Мӑкшӑ, Удмурт, Чӑваш республикисенчи Татьянӑсем хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетӗнче вӗренекен Татьяна Семенова «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Татьяна» ята ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 6 конкурсра та палӑрнӑ. Эппин, ҫитес ҫул Татьянӑсен конкурсӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Ене итальянсем килнӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗсемпе кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Тӗлпулура Михаил Игнатьев тата UNICUSANO компанисен ушкӑнӗн ертӳҫи Стефано Бандекки Чӑваш Енре теплица комплексӗсене хута ярасси пирки калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех вӑрӑсен банкӗ тӑвасшӑн. Ку Чӑваш Ене Итали ҫыннисен опытне шута илсе ӳсен-тӑран селекци центрне тума май парӗ. Тӗлпулура икӗ ен Сӗнтӗрвӑрри районӗнче теплица комплексӗсем тӑвассипе ҫыхӑннӑ проекта алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ют чӗлхесен клубӗнче (вӑл Шупашкарти Ленин урамӗнчи 7-мӗш ҫуртри виҫҫӗмӗш хутра вырнаҫнӑ) чӑваш чӗлхи вӗрентнине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, вӗренӳре «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗн Александр Блиновӑн «Кала-ха» пособийӗпе усӑ кураҫҫӗ. «Хавал» вырӑс шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗренекен пӗрремӗш класс ачисем валли диск кӑларнине те эпир пӗлтернӗччӗ. «Контактра» ушкӑнра «Кала-ха» ушкӑн ҫырни тӑрӑх халӗ тепӗр хыпар пӗлтӗмӗр. 1-мӗш классен хатӗрленӳ вӗренӳ пособийӗ валли Word текст формачӗпе чӑвашла-вырӑсла словарь хатӗрленӗ. Унта кӗнекере тӗл пулакан мӗн пур сӑмаха кӗртнӗ. Чӑвашла-вырӑсла словарье 1-мӗш гимназири чӑваш чӗлхи вӗрентекен Нина Леонтьева хатӗрленӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра вырӑсла-чӑвашла словарь те тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Курав уҫма пуҫтарӑннисем К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере» ятпа курав уҫнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ. Куравра поэтӑн докуменчӗсемпе, сӑн ӳкерчӗкӗсемпе, япалисемпе, ал ҫырӑвӗсемпе тата автор хайлавӗсемпе паллашма пулать. Уява республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов тата ыттисем хутшӑннӑ. Поэтӑн ывӑлӗ Атнер Хусанкай, вӑл филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ашшӗн пурнӑҫӗнчи кӑсӑклӑ самантсене аса илнӗ. Унӑн кашни кӗнеки хӑйӗншӗн пурнӑҫ энциклопедийӗ евӗр пулнине палӑртнӑ. Курава уҫнӑ ҫӗре СССР халӑх артистки Вера Кузьмина та пынӑ. Вӑл мӑшӑрӗн «Тилли юррисем» хайлавӗнчи сыпӑка вуланӑ. Роза Степанова юрӑҫ Вера Кузьминан юратнӑ юррине (Литература музейӗн сайтӗнчи хыпарта, шел те, мӗнлине каламан) шӑрантарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чурпай Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи, кулӑш ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |