Ял пурнӑҫӗ
![]() Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Ачча ялне иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче пӑлан илсе килнӗ. Ҫурҫӗр чӗрчунӗсене Егор Егоров Челепертен туяннӑ. «Красотка» аҫапа «Северок» аҫа ҫӗнӗ вырӑнта хальлӗхе хӑюсӑртарах туяҫҫӗ. Вӗсене Канаш районӗнчи ветеринарсем пырса тӗрӗсленӗ. Карантин вӑхӑтӗнче, вӑл нарӑсӑн 9-мӗшӗччен пырӗ, эпизоотилле епле ӗҫсем ирттерессине палӑртса хунӑ. Выльӑх тухтӑрӗсем ҫурҫӗр чӗрчунӗсем ҫӗнӗ ҫӗре лӑпкӑн хӑнӑхасса шанаҫҫӗ. Экзотикӑлла чӗрчунсене усрассипе кил хуҫин опыт пур теҫҫӗ. Пӑлансене епле пӑхмалли пирки кил хуҫи тӗрлӗ литература нумай вуланӑ, илемлӗ ҫак чӗрчунсен вӑрттӑнлӑхне, кӑмӑлне, вӗсем мӗне кӑмӑлланипе мӗне тиркенине аван пӗлет. Пӑлансене кил хуҫи ятарлӑ рационпа тӑрантарать. Вӗсене вӑл ачашласа алла хӑнӑхтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Академире — Швеци ҫыннисем Швецири пуянсем чӑваш яш-кӗрӗмӗпе хӗр-упраҫӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Ӗнер Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче Чӑвашра хайсен усламне пуҫарнӑ инвесторсем пулнӑ. Вӗсем биотехнологипе агрономи факультечӗсенче 3 тата 4-мӗш курссенче вӗренекенсемпе курнӑҫнӑ. Швеци ҫыннисен «Кеннет» тулли мар яваплӑ обществӑн гендиректорӗ тата тӗп инвесторӗ Кеннет Хульт, Брор Эдлнд инвестор тата эксперт, Сайфул Мазумдер директор студентсене практикӑна тата стажировкӑна йыхравланӑ. Ют ҫӗршыври ытти пуянпа пӗрле 2013 ҫулта Кеннет Хульт Ҫӗмӗрле тата Элӗк районӗсенче ял хуҫалӑхӗнче тимлеме тытӑннӑ. Вӗсем урпа, тулӑ тата рапс ӳстереҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтри технологисене усӑ курса тухӑҫа гектартан 40 центнера ҫитересшӗн. «Кун валли сирӗн пулӑшӑвӑр кирлӗ», — тенӗ ҫамрӑксене Сайфул Мазумдер. Виҫҫӗмӗш курссем «Кеннетра» производство практики тухӗҫ, аслӑ шкула пӗтерекенсем — стажировка. Унтан ҫамрӑксен Швецинче практика ирттерме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Калмӑк Республикинчен Чӑваш Ене килме тухнӑ лашасене «Сызрань-Волгоград» федераци трасси ҫинче «Красноармейски» тӗрӗслев пунктӗнче тытса чарнӑ. Автомобиле Сарӑту облаҫӗнчи ҫул-йӗр инспекторӗсем тӗрӗсленӗ. Унта ҫичӗ лаша асӑрханӑ. Вӗсене Чӑваш Енре сутас шутпа ҫула илсе тухнӑ иккен. Росссельхознадзорӑн Сарӑту облаҫӗнчи инспекторӗсем лашасене ятарлӑ хутсемсӗр илсе кайнине палӑртнӑ. Тупса палӑртнӑ кӑлтӑкшӑн лаша хуҫине РФ Административлӑ йӗрке пӑснисем ҫинчен калакан кодексӑн 10.8 статйин 2-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Инҫе ҫула тухнӑ калмӑк урхамахӗсене тӑван тӑрӑхне каялла янӑ. Лашасем Чӑваш Енри хӑш хуҫалӑха килессине Россельхознадзорӑн Сарӑту облаҫӗнчи управленийӗн сайтӗнче палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗ магнитик сутлӑха кӑларчӗ. Хальхинче эпир ӑна ҫамрӑксем валли хатӗрлерӗмӗр. Ҫавӑнпах вӗсене ҫывӑх чӗлхепе усӑ куртӑмӑр — магнитик ҫине «Чӑвашла калаҫма халь питӗ МОДНО» ҫыртӑмӑр. Ку магнитик, ыттисем пекех, пире укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗпе пулӑшма хатӗрленӗскер. Унӑн хакӗ — 200 тенкӗ. Эсир пире пулӑшнӑ укҫа-тенкӗ чӑваш халӑхӗшӗн ырӑ тума кайӗ. Словарьсем сканерлама, электронлӑ вулавӑша пуянлатма, конкурссем ирттерме тата ытти ҫӗре. Тархасласа ыйтмастпӑр, анчах та эсир пулӑшсан эпир самай пысӑк ӗҫсем тума пултарӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Пӗрремӗш ҫавра. Чӑваша пӗтерекенсем
«18 ӗмӗр вӗҫӗнче пӗр ыйту ҫуралать. Ку ыйту – хальхи философин полюсӗсенчен пӗри. «Мӗн вӑл тӗнче? Кам вӑл ҫын? Мӗн вӑл ун чӑнлӑхӗ? Мӗн вӑл ун пӗлӗвӗ? Пӗлӳ мӗнле пулать?..» Ҫак ыйтусене эпир йӑлана кӗнӗ философи ыйтӑвӗсем теме хӑнӑхнӑ. 18 ӗмӗр вӗҫӗнче, ман шутпа, тепӗр ыйту ҫуралать: «Камсем вара эпир пирӗн вӑхӑтра?» Ку ыйтӑва эсир Кантӑн пӗр ӗҫӗнче тупатӑр. Чӑнлӑх тата пӗлӳ пирки ҫӳлерех асӑннӑ ыйтусене айккине сирнӗрен тухман вӑл. Ҫук, вӑл ыйтусем халӗ те тӗпчев ӗҫӗн шанчӑклӑ та тӗплӗ чикки-хапин ӗлкине палӑртаҫҫӗ. Чӑнлӑх онтологийӗ тенӗ пулӑттӑм ӑна. Анчах унпа пӗрлех философи ӗҫне йӗркелекен тепӗр полюс тупӑнчӗ. Ку полюса хӑват парса тӑракан яланхи тата ҫӗнелсе тӑракан ыйту вӑл: «Камсем вара эпир паян?» Хамӑр пирки истори тӗлӗшӗнчен шухӑшлас тетпӗр пулсан, ман шутпа, «Камсем вара эпир паян?» текен анана сухаламалла» (Фуко Мишель. Интеллектуалы и власть (Избранные политические статьи, выступления и интервью). – М.: Праксис, 2002. С. 360.). «Камсем вара эпир паян? |
Республикӑра
![]() РФ тава тивӗҫлӗ художникӗ Александр Ильин Ҫӗнӗ Шупашкарти историпе ӳнер музей комплексӗн директорне Александр Ильина нумаях пулмасть ӗҫрен хӑтарнӑ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Сергей Семенов тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ (Александр Ильин ҫавӑн пек хисеплӗ ятлӑ пулнӑ) спутник-хулари кордодром ыйтӑвне сӳтсе явакансене хӑй ертсе пыракан организацире пухнишӗн должноҫсӑр юлнӑ. Ку шухӑша парламентари «Правда ПФО» интернет-хаҫата панӑ интервьюра палӑртнӑ. Кордодром пирки ҫакна каламалла. Маларах унта ачасем хӑйсен вӗҫев аппарачӗсене шухӑшласа кӑларнӑ, вӗсене тӗрӗслесе пӑхнӑ. Кӑштахран кордодрома шав кӑларать йышши сӑлтавпа хӗсме тытӑннӑ, ӑна урӑх вырӑна куҫарма хулари депутатсем йышӑну тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Вӗренӳ министрӗ пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ Светлана Петрова 57 ҫулти Светлана Петровӑна Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗн ҫумӗнчен хӑтарнӑ. Министр ҫумӗнче 15 ҫула яхӑн ӗҫленӗскер 2012 ҫулта пӗрремӗш ҫум пуканне йышӑннӑ. Ӑна пӗлекенсенчен хӑшӗсем: «Шывра та путмасть, вутра та ҫунмасть», — теме юрататчӗҫ. Ҫак сӑмаха вӗсем Светлана Владимировна тӗрлӗ министрпа ӗҫлеме пултарнӑран каланӑ-тӑр. Ӗҫ биографине Светлана Петрова Шупашкар районӗнчи Ишлейри шкулта пуҫламӑш классене вӗрентнинчен пуҫланӑ. Унта вӑл 1978–1985 ҫулсенче тимленӗ. Унтан КПСС Шупашкар райкомне куҫнӑ, райӗҫтӑвкомра тӑрӑшнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче темиҫе уйӑх ӗҫленӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Социаллӑ политика министерствинче ертсе пыракан специалистра вӑй хума тытӑннӑ. Патшалӑхӑн ытти службинче те тӑрӑшнӑ. Светлана Петрова тӗлӗшпе хушӑва республика Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер, кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, кӑларнӑ. Хутра Светлана Владимировнӑна тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ пирки хӑтарнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫемьере укҫа-тенкӗ ҫитсе пымасть. Ҫак сӑлтава пула виҫӗ хӗрарӑм тин ҫуралнӑ ачине пульницӑрах хӑварасси пирки хут ҫырнӑ. Шупашкарти пепкелӗх центрӗнче Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи канмалли кунсенче виҫӗ хӗрарӑм ачине пӑрахса хӑварнӑ. Икӗ хӗрача тата пӗр арҫын ача сывах ҫуралнӑ. Хальлӗхе вӗсем ача ҫуратмалли ҫуртрах-ха. Вӗсем валли ашшӗ-амӑшне шыраҫҫӗ. Тин ҫуралнӑ ачана усрава илессишӗн 75 ҫемье черетре тӑрать. Ҫавӑнпа ҫак ачасем ашшӗ-амӑшӗсӗр, ахӑртнех, юлмаҫҫӗ. Вӗсене ача ҫуртне ямасӑр ҫемьене парасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ Ҫветтуй Татиана чиркӗвне ҫаратнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе полици тӗрӗслев ирттернӗ. Ку кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫурҫӗр ҫитеспе пулнӑ. Чиркӳрен тимӗр ещӗке йӑтса тухнӑ. Унта вара чиркӗве килекен ҫынсем укҫа янӑ. Вырӑна йӗрке хуралҫисем ҫитнӗ. Халӗ шырав мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ. Кун пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 02 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Ещӗк чиркӳри чӑрӑш айӗнче ларнӑ. Мӗн чухлӗ укҫа вӑрлани паллӑ мар, мӗншӗн тесен ӑна никам та уҫса шутламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Юлашки ҫулсенче РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви йышӑннӑ йӗркепе килӗшӳллӗн, 21 ҫулран аслӑраххисем диспансеризаци витӗр тухаҫҫӗ. Кӑҫал камӑн ӳсӗмӗ виҫҫе пайланать, ҫавӑн тухтӑрсен патӗнче тӗрӗсленме май пур. Кӑҫал диспансеризаци витӗр ҫак ҫулта ҫуралнисем тухма пултараҫҫӗ: 1996, 1993, 1990, 1987, 1984, 1981, 1978, 1975, 1972, 1969, 1966, 1963, 1960, 1957, 1954, 1951, 1948, 1945, 1942, 1939, 1936, 1933, 1930, 1927, 1924, 1921, 1918. Ытти ҫулта ҫуралнисен 2018-2019 ҫулсенче тӗрӗсленме май килӗ. Пӗлтӗр республикӑра 210 пин ытла ҫын диспансеризаци витӗр тухнӑ. Ун чухне ҫынсем тӗрлӗ чирпе аптӑранӑ 27 пин ытла тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. 413 ҫыннӑн усал шыҫӑ аталаннине тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |