Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -22.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

УТӐ
25

Фарида сасси
 Agabazar | 25.07.2017 12:00 |

Харпӑр шухӑш Культура

Тахӑш вӑхӑтран пуҫласа чӑваш эстрадин уҫлӑхӗнче Фарида сасси янраса кайрӗ.

Чӑваш Енти Патӑрьел районӗнче Начар Упи текен ял пур (Темшӗн ӑна "Красномайск" текен сӑнсӑр ятпа улӑштарнӑ та халиччен те чӑн ята каялла тавӑрман....).

Асӑннӑ ялта ӗлӗкренпех тутарсем пурнакан кӗтес пур. Ҫав кӗтесе Тутаркасси теҫҫӗ. Официалла хутсенче те ҫаплах ҫырӑнать: улица Татарская. "Хыпар" хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, унта хальхи вӑхӑтра мӗнпурӗ 8 кил. Вӑт ҫав 7-8 килтен пӗринче ҫуралса ӳснӗ те ӗнтӗ Фарида.

Ачаранпах чӑвашла пӗлнӗ тени — ним те каламаннипе пӗрех. Мӗншӗн тесен тутарла вӑл чӑннипе килте ҫеҫ калаҫнӑ. Кулленхи пурнӑҫра ытларах чӑваш чӗлхипе усӑ курнӑ. Шкулта та, ытти ачасемпе пӗрле, чӑваш программипех вӗреннӗ.

Мӗншӗн-ха ҫакӑн пирки пусарсах калама тивет? Акӑ мӗншӗн!

Юрлама пулать 10 чӗлхепе, 99 чӗлхепе, 100 чӗлхепе, 180 чӗлхепе.... Анчах та ку ҫавӑн чухлӗ халӑхӑн юрӑҫи пулса тӑнине пӗлтермест-ха.

Фарида вара чӑн-чӑн чӑваш юрӑҫи пулса тӑчӗ. Апла пулса тӑма вара чӑвашла юрлани ҫеҫ сахал.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин наци чӗлхисене ирӗкпе кӑна вӗрентмелле шухӑша калани обществӑра тӗрлӗ шухӑшлӑх ҫуратрӗ. Наци чӗлхисене айккинелле сирнӗн йышӑнакансем те пулчӗҫ.

Чӑвашсен «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ те ҫӗршыв ертӳҫин сӑмахне кӑмӑлсӑрланса йышӑнчӗ. Ӑшра тарӑхса-вӗчӗрхенсе ҫӳренипех мар, вӑл уҫӑ ҫыру та хатӗрленӗ. Ӑна, сӑмах май каласан, Чӑваш халӑх сайчӗ пичетленӗччӗ. Ҫырура хастарсем ертӳҫӗсен апла каламалла мар шухӑша палӑртнӑччӗ.

Самар хулинче пурӑнакансем иртнӗ шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ялавсемпе транспарантсем йӑтса, юрласа тата лозунгсемпе хула урамӗсемпе утасшӑн пулнӑ. Анчах влаҫрисем ирӗк паманнине кура Михаил СарКӑмӑл хастар пӗччен пикета тухнӑ. Вӑл ҫапла майпа хулари чӑвашсен кӑмӑлне палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ru.chuvash.org/news/2674.html
 

Республикӑра

Шыравҫӑсем Чӑваш Енри салтак виллин юлашкисене тупнӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнса пуҫ хунӑ.

Специалистсем салтакӑн ятне-шывне палӑртнӑ. Вӑл – Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ Фомин Михаил Иванович. Вӑл Хӗрлӗ Ҫарта стрелоксен 378-мӗш дивизийӗн стрелоксен 1256-мӗш полкӗнче ҫапӑҫнӑ.

Халӗ салтакӑн тӑванӗсене шыраҫҫӗ. Унӑн виллин юлашкисене 2016 ҫулхи кӗркунне Новгород облаҫӗнче тупнӑ. Михаил Фомина Березово ҫар комиссариатӗнчен Омск облаҫне илсе килнӗ. Шыравҫӑсем унӑн тӑванӗсем тупӑнасса шанаҫҫӗ.

 

Хулара

Шупашкарта аптекӑсене тӗрӗсленӗ. Рейда тухмашкӑн сӑлтавӗ те пулнӑ. Аптекӑсенче фанфурик сутни пирки ҫынсенчен ҫӑхав нумай килнӗ.

Рейда Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе йӗркеленӗ. Ун чухне хулари ҫичӗ аптекӑна тӗрӗсленӗ.

Аптекӑсенче чӑнах та фанфурик сутнине тупса палӑртнӑ. Эгер бульварӗнчи «Будь здоров», И.Яковлев проспектӗнчи «Твоя аптека», Эгер бульварӗнчи «СФК», Хусанкай урамӗнчи аптека пунктӗнче, Декабристсен урамӗнчи «Твоя аптека» аптекӑсенче «90 процентлӑ асептолин» сутнӑ.

Аса илтерер: пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче аптекӑсенче вӑхӑтлӑха фанфурик сутма чарнӑ. Каярахпа ку чарӑва икӗ хутчен тӑснӑ. Унтанпа спиртлӑ шӗвеке сутма ирӗк паман-ха. Анчах хӑш-пӗр аптека ҫакна шута илмест.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43329
 

Пӑтӑрмахсем

Ку хӑрушӑ ӗҫ утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта пулнӑ. 20 ҫулти каччӑ ашшӗне тискерле вӗлернӗ, унтан амӑшне тапӑннӑ.

Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 20-ри каччӑ ашшӗне вӗлернӗ те ӑна вакланӑ. Кӑштахран хваттере амӑшӗ таврӑннӑ. Хваттерте юн пулнине курсан ывӑлӗнчен мӗн пулни пирки ыйтнӑ. Кайран диван айӗнче упӑшкин вакланӑ виллине курнӑ.

Хӗрарӑм аппӑшӗ патне шӑнкӑравласа мӗн пулни пирки каланӑ. Ҫав вӑхӑтра ывӑлӗ ӑна пуҫӗнчен, кӑкӑрӗ тӗлӗнчен суранлатнӑ. Юрать, амӑшӗ тухса тарма ӗлкӗрнӗ, кӳршисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ывӑлӗ вара хваттерте пӗччен юлсан хӑйӗн ҫине алӑ хума хӑтланнӑ.

Амӑшӗпе ывӑлне пульницӑна илсе кайнӑ. Каччӑ утӑн 23-мӗшӗнче унта вилнӗ. Амӑшӗ халӗ хӑйне лайӑхрах туять.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре Раҫҫей пуштин филиалӗн — Федерацин пуштӑ ҫыхӑнӑвӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ.

Республика прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, надзор органӗ пуштӑрисем ҫынсене ҫырусене вӑхӑтра ҫитерсе паманнине тӗрӗсленӗ. Прокуратурӑна кун пирки систерекенсем тупӑннӑ. Ҫитменнине тата кунта сӑмах прокуратура хуравӗсем пирки пырать. Вӗсене пуштӑрисем пырса паманнине надзор органне темиҫе ҫын та пӑшӑрханса пӗлтернӗ.

Хуравсене саккас ҫырупах янӑ прокуратура. Апла пулин те адресатсене вӗсене ҫитермен. Алла паман ҫырусене пуштӑрисем прокуратурӑна та каялла тавӑрса паман.

Раҫҫей пуштин филиалӗн — Федерацин пуштӑ ҫыхӑнӑвӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури кӑлтӑка пӗтерме хушса асӑрхаттару ҫырса панӑ.

 

Республикӑра

Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫӗсен министерствин анлӑ коллегийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑри вӑй-хал ведомствисен ертӳҫисем ҫеҫ мар, чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов та пулнӑ.

Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ҫулталӑкри ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе тухса калаҫнӑ. Унӑн сӑмахӗнчен тытӑмра ӗҫ-пуҫ лайӑхланнӑ пек курӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах Василий Пословский прокурор коррупципе ҫыхӑннӑ ӗҫсене палӑртасси сахалланнӑ тесе каланӑ.

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов ырӑ сунӑмпа ҫитнӗ. Вӑл Сергей Неяскина республика Элтеперӗн Тав ҫырӑвне тыттарнӑ тата алла ҫыхмалли сехет парнеленине Александр Белов журналист пӗлтерет. Мана наградӑлама иртерех мар-ши тесе аптӑранӑ министра спикер мана хушнӑ тесе хуравланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чечняри вӑрҫӑна хутшӑнса Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ Евгений Борисова паттӑр ятне тавӑрса пама йышӑннӑ.

Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ултӑ ҫынна астармӑш вӑйӑсем йӗркеленӗшӗн, сӗтев панӑшӑн судпа айӑпланӑччӗ. Ҫав шутра Евгений Борисов та пулнӑччӗ. Ӑна 6 ҫул ҫурӑллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатнӑччӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна 10 миллион тенкӗ штраф тӳлемелле тунӑччӗ. Тата ӑна суд Раҫҫей Геройӗн ячӗсӗр хӑварнӑччӗ.

Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн президиумӗ иртнӗ эрнере Евгений Борисовӑн Раҫҫей Геройӗн ятне тавӑрма йышӑннӑ.

Самах май, Раҫҫей Геройӗн ячӗсӗр тӑрса юлнӑ Евгений Борисов ячӗпе иртнӗ ҫулта ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Ҫӗнтерӳ кунӗпе салам янине те эпир пӗлтернӗччӗ.

 

Хулара

Шупашкарти вулавӑшсен стенисене паллӑ ҫыравҫӑсен тата поэчӗсен портречӗсемпе илемлетӗҫ.

Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ социаллӑ тата культура проекчӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ, "ART-Libraries" проекта пурнӑҫламашкӑн грант ҫӗнсе илнӗ. Ҫапла майпа вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене пурнӑҫа кӗртесшӗн, ҫынсем вулавӑшсемпе кӑсӑкланччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Паллӑ поэтсемпе ҫыравҫӑсен портречӗсене стена ҫине графитти стилӗпе ӳкерӗҫ. Эппин, хулари вулавӑшсен сӑн-сӑпачӗ улшӑнӗ. Тен, ку ҫамрӑксене вулавӑш тӗнчипе ҫывӑхлатма пулӑшӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43326
 

Республикӑра

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Вӑрнар районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул ҫитет. Ҫавна май район ҫуралнӑ кунне паллӑ тума хатӗрленет. Уявра вӑрнарсем район историйӗ пирки фотокурав йӗркелесшӗн.

Фотокурава йӗркелемешкӗн ҫынсен пулӑшӑвӗ те кирлӗ. Тен, сирӗн ҫемье архивӗнче иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчченхи санӳкерчӗсем упранса юлнӑ? Кивӗ урамсем, картишсем предприятисем мӗнлерех пулнине кӑтартсан питӗ аван-ҫке-ха.

Культура, спорт мероприятийӗсенче ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксем пур пулсан та илсе пыма ыйтаҫҫӗ. Вӗсене сканерлаҫҫӗ те каялла тавӑрса параҫҫӗ.

Сӑнӳкерчӗксене Вӑрнар район администрацийӗн культура пайне илсе пымалла. Е сканерланӑскере ҫак электронлӑ почтӑпа ярса памалла: vur_culture@cap.ru. Ыйтса пӗлмелли телефон: 2-53-38, 2-53-87.

 

Страницӑсем: 1 ... 2524, 2525, 2526, 2527, 2528, 2529, 2530, 2531, 2532, 2533, [2534], 2535, 2536, 2537, 2538, 2539, 2540, 2541, 2542, 2543, 2544, ... 4088
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 04

1936
90
Жирнова Людмила Васильевна, хор дирижёрӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Володарский Григорий Яковлевич, музӑқҫӑ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1956
70
Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1993
33
Ипполит Шортан, критик, литература тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...